Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен чун-чĕри патне çул тупать

21 июня 2016 г.

Вĕрентекен пĕтĕм вăйне ачасене ăс панă çĕре ярать, пурне те пĕр пек пĕлÿпе тивĕçтерме тăрăшать.

Чăрăшкас Хирлепри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти физкультура учителĕ Ирина Михайловна Петрова вĕрентекенĕн ĕçĕ çăмăл маррине аслă классенче вĕреннĕ чухне туйма пуçланă. Апла пулин те шкул пурнăçне суйласа илнĕ. И.Петрова Канаш районĕнчи Чакаçра çуралнă. Ялти шкулта ăс пухнă. Вунпĕрмĕш класс пĕтерсен учитель пулас туртăм хĕре Чăваш патшалăх педагогика институтне физкультура факультетне илсе çитернĕ. Кунта пилĕк çул тавракурăма тата ăс-хакăла пуянлатнă. Çав вăхăтра Вăрнар районĕнчи Малтикас Ялтăра каччипе Сергей Петровпа паллашнă. Диплом илсен туй кĕрлеттернĕ. Мăшăрсем хулара мар, ялта тĕпленме тĕллев тытнă. Ирина Михайловна Малтикас  Ялтăра шкулĕнче ачасене вĕрентме пуçланă. Физкультура урокĕсене интереслĕ ирттерме тăрăшнă. Юратнă ĕç вăй-хал парса тăнă, çавăнпа хастарлăх кăтартнă.

– Вĕрентекен профессийĕнче нумай вăрттăнлăх упранать. Вĕренекенсем патне пĕлĕве çитерни анчах мар, вĕсен чун-чĕри патне çул тупма та пĕлмелле. Çавăн чухне кăна юратăва çĕнсе илме пулать, – шухăша уçрĕ И.Петрова.

Малтикас Ялтăра шкулĕнче малтанхи утăмсем тунă пулсан, Чăрăшкас Хирлепре шанчăклă никĕс хывнă. Кăçал ку вĕренÿ учрежденийĕнче ĕçлеме пуçланăранпа 16 çул çитнĕ. Пĕтĕмĕшле педагогика ĕçĕн стажĕ вара – 21 çул. Малтикас Ялтăрара шкул хупăнсан Чăрăшкас Хирлепе куçма тивнĕ унăн.

– Физкультурăпа ку таранччен миçе ачана вĕрентмерĕм-ши? Кашниех хăйне майлă пултаруллă, маттур пулнă-çке. Спорт мастерĕ ята илме пултаракансем тупăнни ĕç сая кайманнине пĕлтерет пулĕ тесе шутлатăп. Халĕ те шкулта вĕренекенсем хушшинче спортра палăракансем тупăнса тăраççĕ, районта тата республикăра иртекен ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Пытармастăп, эпĕ кирлĕ самантра çирĕп ыйтма та, тĕрĕссине калама та пултаратăп, – терĕ Ирина Михайловна.

Хăйсене кирлĕ вăхăтра пулăшма та, хÿтĕлеме те пултаракан учительтен ачасем ютшăнмаççĕ, унпа уççăн калаçма хăюлăх çитереççĕ. И.Петрова уроксем вĕçленсен те шкулта вĕренекенсенчен уйрăлмасть, вĕсемпе, уйрăмах спорта кăмăллакансемпе, тренировкăсем ирттерет. Хăй те ачасемпе пĕрле чупать, сикет тата ытти упражненисене пурнăçлать. Вăй-хала, чун-чĕре ăшшине хĕрхенменни пархатарлăхпа таврăннине аван ăнланать. Çавăнпа уроксем ирттернипе кăна çырлахмасть. Пурнăç ыйтнă пек çĕнĕлĕхсемпе те анлăн усă курать. Хăйĕнчен те, тренировкăна çÿрекенсенчен те çирĕп ыйтни ÿсĕм тума пулăшать.

Мăшăрĕ – Сергей Петров Вăрнарти полици уйрăмĕнче тимлет. Иккĕшĕ пĕр хĕрпе ывăл кун çути парнеленĕ. Хĕрĕ Анастасия çăмăл атлетика енĕпе – пĕрре мар Чăваш ен чемпионки. Халĕ Чăваш патшалăх университетĕнче медицина факультетĕнче вĕренет. Ывăлĕ, Святогор, Калинино шкулĕнче 4-мĕш класра ăс пухать. Вăл та спортпа туслă, йĕлтĕрпе чупассипе районта час-часах малти вырăнсене çĕнсе илет, республикăри ăмăртусене те хутшăнать.

– Эпĕ пурнăçа шкулпа çыхăнтарнăшăн ÿкĕнместĕп, çут тĕнчене тепĕр хут çуралса килес пулсассăн та учитель профессине суйласа илĕттĕм, – кăмăллăн калаçрĕ И.Петрова.

Уншăн ачасене физкультура енне туртăнтарасси пĕрремĕш тивĕç пулса тăнине пĕр самант та манмасть.

Юрий КОРНИЛОВ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика