Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрларĕç те, ташласа та савăнчĕç

21 июня 2016 г.

Кив Шуртанта ял уявне Çимĕк умĕнхи кун паллă турĕç. Мероприятие виçĕ пĕртăван Петр, Юрий, Валерий Никифоровсем тата Петрпа Федор Михайловсем йĕркелерĕç.

Концерт программине Татьяна Николаевапа Тамара Иванова ертсе пычĕç. Константин Садюров диджей ĕçне кăна пурнăçламарĕ, юрăсем те юрласа савăнтарчĕ. Вăрнартан килнĕ ветерансен хорĕ Кив Шуртан ялĕн гимнне юрларĕ. Кайри Тукай хĕрĕсем илемлĕ ташăсем ташларĕç. Кулăш ăсти Виктор Петров кăлтăрмач-шоу ирттерчĕ.

Вăрçă çулĕсенче тылра ĕçленĕ ватăсене, çавăн пекех запасри офицерсене медальсем çакса ячĕç. Вăрçăра вилнисен ячĕпе лартнă палăк умне чечексем хучĕç. Арçынсен ушкăнĕ купăс каласа салтак юррисене юрласа утрĕç.

Наталья Аввакумова сутуçă çынсене кирлĕ таварпа тивĕçтерчĕ. Клуб çумĕнчи пĕвере моторлă кимĕпе ярăнчĕç. Ачасем батут çинче сиксе савăнчĕç. Тĕрлĕрен спорт вăййисем иртрĕç. Ял çыннисем Татьяна Степанова, Вера Яковлева, Ирина Алексеева, Фаина Александрова, Надежда Михайлова пĕçернĕ шÿрпене çисе савăнчĕç. Антон Алексеевпа Степан Чернов тутлă апат-çимĕç хатĕрлерĕç. Каçхи фейерверк пулчĕ.

Владимир ПАВЛОВ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика