Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн тăрăхра пулманччĕ…

08 июня 2016 г.

Пирĕн тăрăхра пулманччĕ…

Вăрманкас тăрăхĕнче пулнă май, тĕлĕнмелле ÿкерчĕке курма май килчĕ. Симĕс курăк анлăшĕнче шап-шурă пăру ним шухăшсăр симĕс курăка кăмăллăн чĕпĕтет. Кунашкаллине хамăр тăрăхра курманран кăсăклăх çуралчĕ – камăн-ши тĕлĕнмелле ку чĕрчун;

Любовь Геннадьевнапа Виталий Николаевич Григорьевсен иккен. Кил хуçисем хăйсем те шалтах тĕлĕннĕ. Пĕчĕк вăкăрăн ула амăшне хура вăкăрпа чуптарнă-çке. Любовь Геннадьевна пăрăва пăранланă хыççăн тавраллах çавăрса пăхнă – ниçта та урăх тĕслĕ пĕр пăнчă та çук.

Турă паниех пулĕ ку выльăх. Амăшне, кăçал пĕрремĕш хут пăруланăскере, Любовь Геннадьевнăн шăллĕн арăмĕ вăйпа тенĕ пек илсе усрама тилмĕрнĕ. Иккен, ăна пушмак пăрăвăн пичĕ çинчи хĕвел пайăркисем пек йăрăмсем килĕшнĕ. Кÿрентерес темен кил хуçи хĕрарăмĕ. Пĕртте ÿкĕнмест халĕ, çамрăк пулин те ĕне сĕт лайăх антарать.

Халĕ ав Григорьевсем шурă вăкăр çине хăйсем те пăхса тăранаймаççĕ, кÿршĕ-аршăсем те тĕлĕнеççĕ. Пĕчĕк Мишкăна, пăрăва çапла ят панă, ăна пурпĕрех – вăл лăпкăн курăк çиет, хуçисемпе вылямалла тĕкĕшет, сикет-чупать. Тискер кайăксен тĕнчинче пулнă пулсан пĕр тикĕс шурă тĕс (кунашкаллисене уçă çут-çанталăкра альбиноссем теççĕ) ăна хăрушлăх кÿнĕ пулĕччĕ – капла вăл тăшмансенчен сыхланаймĕччĕ. Кил-хуçалăхра ăна вара куç пек упраççĕ. «Выльăха юратмалла, хăратма юрамасть», – тет ыталаса Виталий Николаевич.

Григорьевсем Вăрманкасра 1989 çултанпа пурăнаççĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ. Владимир Николаевич нумай çул колхозра тăрăшнă, халĕ тепĕр чухне ĕçлеме ют региона тухса çÿрет. Любовь Геннадьевна Вăрнарта тимлет.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика