Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрату яланлăхах

04 июня 2016 г.

Пурнăç кустăрми çаврăнать те çаврăнать. Çул хыççăн çул хыçа хăварса хăйсем çемье çавăрнăранпа хĕрĕх тăхăр çул çитнине сисмен те Авăрçырми ялĕнче пурăнакан Петровсем. Мĕн чухлĕ тăрăшман пулĕ пилĕк ачине ура çине тăратассишĕн. Халĕ акă вĕсем телей-савăнăç кÿреççĕ% пĕри тепринчен маттур.

Çамрăк вăхăт çапла-çке вăл, чун-чĕрене юрату туйăмĕ çавăрса илсен ниепле те унран хăтăлма май çук. Валентин Петров, çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçласа таврăннăскер, Чăрăшкас Хирлеп клубне кайсан пĕр ял хĕрне Антонинăна асăрхать. Ăна тăруках килĕштерсе пăрахать. Ку пике унăн пурнăçри чи çутă çăлтăрĕ пулнине пĕр иккĕленмесĕр туйса илет. Çавăнпа та савнă çыннине çухатма шутламасть, каçсерен унпа тĕл пулма васкать. Каччă ырă кăмăллă та хитре хĕре юратнине пытармасть. Çамрăксем тăватă çул пĕрле çÿреççĕ. Пĕр-пĕрне лайăх пĕлсе çитсен кăна Антонина Валентина качча тухма килĕшет. 1967 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнче пĕрлешеççĕ вĕсем. Чăваш туйĕ кĕрлеттереççĕ ялта.

– Мĕншĕн-ха хĕл сиввинче çемье çавăртăр? – ыйту памасăр чăтаймарăм эпĕ.

– Çу кунĕсенче ĕç нумай, çавăнпа та хĕлле туй турăмăр, – пĕлтерчĕ Валентин Петров.

Мăшăрсемшĕн çĕнĕ пурнăç пуçланнă. Çемье пуçĕ «Строитель» колхозра трактористра ĕçленĕ, Антонина Романовна вара бухгалтерта тимленĕ.

– Эпĕ çамрăк чух виçĕ çул Чăрăшкас Хирлепри культура çурчĕн ĕç-хĕлне йĕркелесе пытăм. Юрлама юрататтăм. Анчах та пурнăç урапи тăруках урăх çул çине куçрĕ. Куславккари пĕр вĕренÿ учрежденийĕнче бухгалтер специальноçне алла илтĕм. Çапла вара шут ĕçченĕ пулса тăтăм. Тăван хуçалăхра вунă çул иккĕмĕш бухгалтер тивĕçне пурнăçларăм. Çавăн пекех колхозри парторганизаци секретарĕнче тăватă çул тăрăшрăм, бригадирта та ĕçлесе куртăм, – калаçăва хутшăнчĕ А.Петрова. Перекет кассинче сакăр çул тимлĕх кăтартнине те пытармарĕ.

– Мана, салтакран таврăннăскере, колхозра тÿрех трактор шанса пачĕç. Мĕншĕн тесен ертÿçĕ эпĕ ятарласа механизатора вĕренсе тухнине, çарта танкăн механик-водителĕ пулнине лайăх пĕлнĕ. Техникăна та, ĕçе те юратнă. Ята нихăçан та яман, тăрăшулăхпа палăрма тăрăшнă. Комбайнер пулса икĕ çул вырмана хутшăнтăм, – хăйĕн пирки каласа пачĕ Валентин Петров.

Вăл пĕтĕмĕшле ĕç кăтартăвĕсемпе 1977 – 1978 çулсенче районта мала тухнă. Пурнăç малаллах шунă. Иккĕшĕ те куллен ĕçре пиçĕхнĕ, çав вăхăтрах ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстересси пирки те манман. Шкул пĕтерсен ăçталла, хăш çулпа каймаллине хăйсем суйласа илнĕ. Пурте çемьеллĕ. Иккĕшĕ ялта тĕпленнĕ. Ачисем ашшĕ-амăшĕн пурнăçĕпе тăтăшах интересленеççĕ, чылай ĕçсене пурнăçлама пулăшаççĕ.

Халь мăшăрсем пенсире. Апла пулин те вăхăта ĕçсĕр ирттерме пултараймаççĕ. Акă Валентин Петров 75-е çитнине пăхмасăр килти трактор рулĕ умне час-часах ларать% çуркунне суха тăвать, çулла утă çулать. Петровсем хăйсене патвар туяççĕ, ачаранах ĕçпе пиçĕхнĕскерсем тĕрлĕ йывăрлăха парăнтарма хăнăхнă. Пĕр-пĕрне çамрăк чухнехи пекех юратаççĕ.

Юрий КОРНИЛОВ.    

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика