Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Професси ăсталăхне кăтартрĕç

28 мая 2016 г.

Професси ăсталăхне кăтартрĕç

Юнкун «Мураты» хуçалăха ĕнесене машинăпа сăвакан мастерсем тата выльăха искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен операторсем пуçтарăнчĕç. Районти 18 чи лайăх специалист конкурса хутшăнма килсе çитнĕ.

Конкурса хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Вячеслав Горбунов, Мăн Явăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Андрей Васильев тата республикăри биотехнологи лабораторийĕн пай начальникĕ Леонид Решетников саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.

– Отрасльти чи лайăх опыта сарасси, фермăри хăватлă оборудованипе усă курас ĕçре пĕлĕве ÿстересси, ĕне-выльăх пăхнă çĕрте зооветеринари науки ыйтнине пăхăнасси – çаксем конкурсăн тĕп тĕллевĕсем пулса тăраççĕ те, – терĕ хăйĕн сăмахĕнче В.Горбунов.

Хыççăн теори пайĕ пуçланчĕ. Операторсемпе осеменаторсен ыйтусем çине тĕрĕс хурав тупма тиврĕ. Конкурс çакăнпа çеç вĕçленмерĕ, дояркăсем ĕне сумалли аппарата салатса пуçтарас ĕçе пикенчĕç. Хыççăн ĕне сурĕç. Кунта кашниех хăйĕн опытне туллин уçса пачĕ.

Выльăха искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен операторсен те хăйсен ĕç-хĕлне туллин кăтартса пама тиврĕ. Акă «Мураты» хуçалăхри Федор Никифоров çак конкурса пĕрремĕш хут хутшăнать. Çамрăк специалист вăл, çавăнпа хумханни те палăрчĕ.  «Янгорчинăри» Надежда Сергеева вара хăюллă тытрĕ – хăйĕн ĕçĕнче чылай опыт пухнăскер тата Раççей шайĕнче иртнĕ ăмăртăва хутшăнса мала тухма пултарнăскер задание пĕлсе пурнăçларĕ. Кашни ĕçе сумлă жюри сăнарĕ, ара унсăрăн кирлĕ пек хак параймастăн-çке. Акă конкурс та вĕçленчĕ.

Пĕтĕмлетÿсене тÿрех пĕлтермерĕç-ха, унччен Мăн Явăшри культура çурчĕ çумĕнчи художество пултарулăх коллективне сăмах пачĕç. Юрă-ташă ăстисем пухăннисене чăннипех те тыткăнлама пултарчĕç, пысăках мар ушкăн юрăсем те юрларĕ, ташăсем те ташларĕ. Вырăнти артистсем хăйсен концерт программине вĕçлесен конкурса хутшăнакансем умне район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ В.Горбунов тухрĕ. Вăл машинăпа ĕне сăвакан операторсем хушшинче пĕрремĕш вырăна «Янгорчино» хуçалăхри Наталия Григорьева мала тухнине пĕлтерчĕ. Ун çине çĕнтерÿçĕ лентине çакса ячĕ. «Мураты» хуçалăхри иккĕмĕш вырăн йышăннă Оксана Мефодьевăна, çавăн пекех К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхри виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ Ирина Григорьевана Хисеп грамотисемпе, парнесемпе чысларĕ. Искусствăлла майпа пĕтĕлентеркен операторсем хушшинче пĕлтĕрхи пекех «Янгорчино» хуçалăхри Надежда Сергеева çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхри Людмила Александровăпа А.Фадеев фермер хуçалăхĕнчи Наталия Самуилова пайларĕç. Çамрăк специалистсенчен чи лайăххи «Мураты» хуçалăхри Федор Никифоров пулса тăчĕ. Ветерансенчен Кульцаври Галина Росадина палăрчĕ. Дояркăсем хушшинче те çамрăк специалистсен ĕçне палăртмасăр хăвармарĕç. А.Фадеев фермер хуçалăхĕнчи Ольга Орлянкова чи пултаруллă пулнине пĕлтерчĕç. Ветерансен номинацийĕнче, конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, «Броневик» хуçалăхри Ирина Семенова чыс-хисепе тивĕçрĕ.

Çĕнтерÿçĕсем район чысне июньте республикăри конкурсра хÿтĕлĕç.

Юрий КОРНИЛОВ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика