Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрнар химикĕсен ÿсĕм хăвачĕ – ăмсанмалăх

01 июня 2016 г.

Вăрнар химикĕсен професси кунĕпе çыхăннă уявĕ каллех асра юлмалла иртрĕ

Тĕрĕссипе, асамлăх туйăмĕпе вăрнарсем малтанах авăрланчĕç. Фитнес-центр çумĕнчи территорире чĕрĕлнĕ парк уявчченех хăй патне туртрĕ. Химиксен вăйĕпе, вĕçсĕр шухăшĕпе çуралнă арт-объектсем, пĕве çинчи карап сăмси евĕр сцена площадки, çатан карталлă кану вырăнĕсем, тĕрлĕ тĕспе çутатакан фонтан...

Тĕп мухтавĕ, паллах, кунта мар. Вăл – химиксен ĕç кăтартăвĕсенче. Ÿсентăрансене хÿтĕлемелли хими хатĕрĕсен производствине 35,5 процент ÿстернĕ. Çĕнĕ препаратсем туса кăларассине ĕçе кĕртнĕ. Цехсенче технологи линийĕсем, хими препарачĕсене тĕркемлесси çĕнелнĕ. Çĕнĕ йышши автотранспорт паркĕ çĕкленет. Планра – производство хăватне тата та ÿстересси.

Çак тата ытти çитĕнÿсене завод управленийĕн актовăй залĕнче ирттернĕ пухура пĕрре мар асăнчĕç. Чыслав саманчĕччен «Август» Фирмăн генеральнăй директорĕ Александр Усков, «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорĕ Владимир Свешников предприяти ветеранĕсемпе ăшшăн калаçрĕç, профессие парăнса ĕçленĕшĕн тав турĕç. «Кирлĕ пулсан, сире ĕçе чĕнсе илсен эсир ăсталăх кăтартасси пирки иккĕленÿ çук», – терĕ Александр Михайлович.

Залра, пĕрремĕш ретсенче, – чи-чи кăтартуллă тăрăшакансем. Вĕсене саламлама сумлă хăнасем çитнĕ: Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин, çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Сергей Павлов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев.

– Чăваш енри кăна мар, Раççейри кирек мĕнле предприяти те сирĕн ÿсĕм хăватне ăмсаннă пулĕччĕ, – терĕ Владимир Аврелькин.

Сергей Павлов Вăрнар химикĕсене экологи, ĕç сыхлавĕ тĕлĕшпе пысăк ĕç тунишĕн тав турĕ. Районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине пысăк тÿпе хывнине ырласа палăртрĕ.

Леонид Николаев Вăрнар районĕн аталанăвĕнче завод тÿпи çав тери пысăк пулнине, вырăнти бюджетăн 1Ÿ4 пайĕ унтан налук куçнипе тулнине каларĕ.

Сцена çине вун-вун çын хăпарма тивĕçрĕ. Раççей Федерацийĕн промышленность тата суту-илÿ министерствин Хисеп грамотипе Зоя Ананьева тĕп специалистпа чĕртавар склачĕн ертÿçине Зоя Иванована чысларĕç.

Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илÿ министерствин Хисеп грамотине 102-мĕш цех мастерĕ Геннадий Красновпа полимерлă тĕркемсен цехĕн наладчикĕ Родион Смирнов илчĕç.

Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕсене энергоцех пуçлăхне Анатолий Кочанова, АТЦ водительне Николай Тикинева пачĕç.

Энергоцех пуçлăхĕн çумĕн Сергей Григорьевăн кăкăрĕ çинче «Чăваш Республикин промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» паллă йăлтăртатма пуçларĕ.

Район администрацийĕн Хисеп грамотисене илнисем тăххăрăн: Андрей Алексеев – 102-мĕш цех аппаратчикĕ, Николай Ашмарин – 182-мĕш цех мастерĕ, Николай Журавлев, Владимир Ивановский – АТЦ водителĕсем, Иван Казанков – 180-мĕш цех аппаратчикĕ, Маргарита Макарова – кладовщик, Юрий Николаев – ОГТ пуçлăхĕ, Владимир Приезжев – ЦППТ мастерĕ, Зэфер Яхин – УЛВЖ сливщик-разливщикĕ.

2015 çул кăтартăвĕсемпе уяв тĕлне заводра ятарлă ятсем те çирĕплетнĕ. «Чи лайăх аудитор» ята Татьяна Аржанова инженер-технолог тивĕçрĕ, «Чи лайăх çамрăк специалист» – Екатерина Федотова тĕп юрисконстульт, «Чи лайăх рационализатор» – Алексей Шабалин механик.

Çавăн пекех «Август» Фирмăн Хисеп грамотисене 17, Вăрнарти филиалĕн грамотисене 18 çын тивĕçрĕç. 38 ĕçчене Тав хучĕсемпе чысланă. 

Каçхи уявра ача-пăча аттракционĕсемпе пĕрлех экстремаллă спорт тĕсне юратакансемшĕн те курмалли чылай пулчĕ. Хăш-пĕр вырăнта «Август» культурăпа кану паркĕ аваллăха тавăрчĕ – вĕсенче рыцарьсен кĕрешĕвне, патшапа майри уçăлса çÿренине курса киленме пулчĕ. Кимĕпе, катамаранпа йышлăн ярăнчĕç. Çулăм шоувĕ, фрик-шоу, хими шоувĕ, шаржистсем, çÿллĕ пуканесем... – куракансене мĕнпе тыткăнламалли пулчĕ.

«Август» Фирмăн генеральнăй директорĕ Александр Усков, Вăрнарти филиалĕн директорĕ Владимир Свешников, «Звездопад» филиалĕн директорĕ Владимир Яковлев культурăпа кану паркĕ уçăлнă ятпа саламланă май, кунти илеме упрама, заводра тăрăшакансен ĕçне упрама ыйтрĕç. Парк хăнасене хавас пулнине пĕлтерсе рындăна янраттарчĕç.

Паркра çĕкленнĕ объектсем – йăлтах «Маçтăрсен хули» конкурс йĕркипе тунисем. Пĕтĕмпе 30 ытла. Чи-чи илемли – карета, авторĕ – Александр Чернов. Иккĕмĕш вырăнта – «Юратакансен парковки», Дмитрий Иванов пуçарнипе склад хуçалăхĕн арçынсен коллективĕ ăсталанă. Виççĕмĕшĕнче – çил арманĕ, авторĕсем – чукун çул цехĕн ĕçченĕсем. Вĕсене çĕнĕ сцена çинче чысларĕç.

Вăрнарсем çак кун ача-пăча ÿнер шкулĕн воспитанникĕсен, заводăн вокалпа инструментсен «Все равно» ансамблĕн пултарулăхне пăхса киленчĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика