Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортра та, вĕренÿре те малта

01 июня 2016 г.

Чăрăшкас Хирлепри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти çиччĕмĕш класра вĕренекен Юрий Петров çăмăл атлетикăпа туслашнăранпа хăйне çăмăллăн туять. Тĕрлĕ дистанцисенче чупса хăвăртлăха кăтартать. Çулла çуран, хĕлле йĕлтĕрпе чупасси чун киленĕçĕ вырăннех пулса тăнă.

Юрий районти тата ун тулашĕнчи ăмăртусене час-часах хутшăнать: Шупашкара пĕрре кăна мар кайса килме тивнĕ унăн. Ачашăн физкультура учителĕ Ирина Петрова иккĕмĕш амăшĕ вырăннех пулса тăнă. Вĕрентекен уроксем хыççăн ирттерекен тренировкăна нихăçан та сиктермест, мĕн каланине тимлĕ итлет, тĕрлĕ хусканусене вăл кăтартнă пек тума тăрăшать. Самаях тар юхать, паллах. Анчах ывăннине юлташĕсене палăртмасть, мĕншĕн тесен чăтăмлăх ÿсĕм çăлкуçĕ пулнине ăнланса илме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.

– Спорт сывлăха çирĕплетет, çавăнпа пĕрлех вăй-хал хушать тата вĕренÿре те пулăшать, – терĕ Юра Петров.

Çиччĕмĕш класра вĕренекен вĕренÿре те çитĕнÿсем тăвать: дневникĕнчен «4» тата «5» паллăсем татăлмаççĕ. Уйрăмах физика урокне чăтăмсăррăн кĕтет. Ку предмета килĕштерет вăл, çавăнпа тăрăшса вĕренет. Килте те, пушă вăхăт тупăнсан, физика формулисене вĕренет, çапла майпа ăс-тăн çивĕчлĕхне татах та ытларах туптать. Вĕренÿре те, спортра та тăрăшулăхпа палăрнăран ачан сăнÿкерчĕкне «Вĕсемпе шкул мухтанать» стенда вырнаçтарнă.

– Шкултан таврăнсан вăхăта усăсăр ирттерместĕп, киле парса янă ĕçсене пурнăçлама ларатăп. Сĕтел хушшинчен ик-виç сехетсĕр те уйрăлмастăп, – пĕлтерчĕ Юра.

Ашшĕпе амăшне те пулăшма ÿркенмест: урай çăвать, çĕрулми тасатать тата ытти ĕçсене те пурнăçлать. Пиччĕшĕ – Женя салтакра. Унпа кĕсье телефонĕпе час-часах çыхăнăва тухать, хăйĕн шкулти пурнăçĕ пирки кĕскен каласа парать, вĕренÿри тата спортри çитĕнĕвĕсене пĕлтерет.

Каникулта та кĕнекерен уйрăлма шутламасть Юра Петров. Ытти çулсенчи пекех илемлĕ литература алла тытса вулĕ, тĕрлĕ задачăсем шутлĕ. Кану та малти вырăнта тăрĕ: тантăшĕсемпе тĕрлĕ вăйă вылĕ, шыва кĕме çÿрĕ. Тус-юлташсем сахал мар унăн. Гена Михайловпа Артем Шумилов – чи шанчăклисем. Вĕсем пулăшу пама пултарасса туять вăл.

Юрăн ĕмĕчĕ – физкультура учителĕ пуласси. Çавăнпа тăрăшулăх хĕлхемне сÿнтермест.

Юрий КОРНИЛОВ. 

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика