Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни спектакль чуна çывăх

21 мая 2016 г.

Услапа ялĕнче пурăнакан Инна Афанасьевана шкулта вĕреннĕ чухнех сцена асамлăхĕ илĕртнĕ, концерт-спектакльсем лартас çĕре активлă хутшăннă. Элĕк районĕнчи Юманлăхра çуралса ÿснĕскер, Ехремкассинчи вăтам шкулта ăс-хакăла, тавркурăма çулсерен пуянлатса пырать.

Çакăн пек самантра çуралать те унăн культура ĕçченĕ пулас шухăш. Вунă класс пĕтерсен пĕлĕве малалла тарăнлатас тĕллевпе вĕренме каять. Çĕрпÿри культура училищинче хор уйрăмĕнче сцена ăсталăхне пĕтĕм кăмăлтан ăша хывать. 1991 çулта хĕрĕн ĕмĕчĕ пурнăçланать, Элĕкри культура çуртĕнче ĕçлеме тытăнать.

Иннăна методист должноçне шанса параççĕ. 1992 çулта шăпа ăна Вăрнар районĕнчи Услапана, çемье çавăрнă май, илсе çитерет. Ку ял çынни пулса тăрсан та Элĕкрен уйрăлма шутламасть, çавăнпах ĕç вырăнне те улăштармасть. 2009 çулта, кĕтмен çĕртен, культура çурчĕ çумĕнчи театр режиссерĕ пулса тăрать. «Ку должноçре ĕçлеме çын кирлĕччĕ. Сĕнчĕç те – хирĕçлесе тăма пултараймарăм. Малтанах шикленнине пытармастăп. Ара эпĕ унччен спектакль сцена çине кăларса курман-çке. Унччен режиссерта ĕçленĕ Лидия Филиппова пулăшма пулни шухăш-кăмăла улăштарчĕ, хавхалану хушрĕ», – иртнине аса илчĕ Инна Афанасьева.

Пĕрремĕш ĕç уншăн «Вăрмана юлнă çамрăклăх» драма пулса тăнă. Унпа республикăра иртекен «Мухтав ахрăмĕ» конкурса хутшăннă. Мĕн тетĕр-и. Ку драма виççĕмĕш вырăна тухма пултарнă. Хыççăн кăткăсрах ĕçпе – «Айтар» спектакль хатĕрлесе кăларассипе хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсемпе репетицисем ирттерме тытăннă. Пĕр-пĕр спектакле хатĕрлениччен хăш роле кама шанса памаллине тĕплĕн тишкерсе тухма тивет. «Драма-и вăл е камит – ăнăçлăх пĕтĕмпех артистран килет. Çавăнпа ушкăнпа пуçтарăнса репетицие пикениччен пур енлĕн виçсе хаклама тивет. Мĕншĕн тесен артистсен рольсене ăста вылятса халăха тĕлĕнтермелле-çке», – ăнлантарчĕ халăх театрĕн режиссерĕ Инна Афанасьева.

Кашни çул вăл куракан умне спектакль хыççăн спектакль кăларма пуçланă. Камитпе драма пĕр-пĕринпе ылмашăнса пынă. Репертуар çулсерен çĕнелнĕ. Кăçал та халăх патне çĕнĕ спектакль çитернĕ. «Кашни ĕçрен çĕннине вĕренсе, ăсталăха ÿстерсе пыратăп. Репетици вăхăтĕнче хăв пурнăçупа пурăнмастăн, спектакле чунупа хăш самантра кĕрсе кайнине сиссе те юлаймастăн. Куракана спектакль пăхса ларма çăмăл пуль, анчах ăна тивĕçлĕ шая çитериччен мĕн чухлĕ тертленме тивмест-ши.» – шухăша уçрĕ культура ĕçченĕ. Инна Афанасьева театр режиссерĕ пулатăп тесе ĕмĕтленме те пултарайман. Анчах шăпаран иртме çук иккен. Халĕ вăл кунсерен, шăматкунпа вырсарникунсăр пуçне, Услапаран Элĕке ĕçе çÿрет. Тепĕр чухне киле каçсăр та каясси пулмасть. Ăна ĕçрен ăсатса яраççĕ, е мăшăрĕ пырса илет. Хĕрарăм килти хуçалăхри ĕçсене те вăхăтра пурнăçлать. Выльăх-чĕрлĕх йышлă тытнăран кану мĕнне те пĕлмест.

«Маншăн чи хакли вăл – çынсемпе ĕçлесси, куракана çĕнĕ спектакльсемпе савăнтарасси», – терĕ И.Афанасьева. Тĕрлĕ фестиваль-конкурса хутшăнать, дипломсене тивĕçет. Вĕсем унăн чылай. Çакă вăл хăйне шанса панă ĕçе пĕтĕм чун-чĕререн пурнăçланине пĕлтерет. Пултарулăхĕ вара çăлкуç пекех тапса тăрать.

Юрий КОРНИЛОВ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика