Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи информаци кунĕнче: Ачасен канăвĕ, аталану планĕсем, пушар хăрушсăрлăхĕ

19 мая 2016 г.

Юнкун районта иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕ ырă самантран пуçланчĕ. Район администрацийĕнче актива пуçтарнă пухура Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Сергей Павлов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев çамрăк çемьесене пурнăç условийĕсене лайăхлатма свидетельствăсем пачĕç.

Социаллă тÿлеве тивĕçнине ĕнентерекен сертификата вунă çемье илчĕ. Влаç представителĕсем пулăшупа тухăçлă усă курма ăнăçу сунчĕç. Çемьесен савăнăçĕ виçĕсĕр пулчĕ – пурăнмалли условисем лайăхланĕç-çке!

Информаци кунĕн йĕркине кĕртнĕ ыйтусем экономика аталанăвне тата халăх тăнăçлăхĕн шайне ÿстермелли хавхалантару мерисемпе, ачасемпе çамрăксен çуллахи канăвне йĕркелессипе, пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе çыхăнчĕç.

Вăрнар районĕпе илес пулсан, кăçал бюджета харпăр-хăй тупăшĕ 160,4 млн тенкĕ пырса кĕмелле, пĕлтĕрхинчен 9,2 процент сахалрах. Республика тата федераллă бюджетсенчен 316,2 млн тенкĕлĕх трансфертсем пăхнă.

Бюджет тăкакĕсем, тĕпрен илсен, социаллă программăсене пурнăçа кĕртессипе çыхăннă. Çул-йĕр ĕçĕсем валли 46706,4 пин тенкĕ уйăрнă. Вăрманкас, Пуканкасси, Упнер, Хăмăш ялĕсенчи урамсенче автомобиль çулĕсем çĕклессипе ĕçсем пыраççĕ.

Вĕрентÿ сферине пысăк пулăшу кĕтет. Республика бюджетĕнчен палăртнă укçапа икĕ ял шкулĕнче спорт залĕсене, ултă шкулта санитарипе гигиена условийĕсене лайăхлатма палăртнă, пĕр шкулта информаципе библиотека центрĕ çĕнелĕ тата ытти те.

Кăçал виçĕ тăлăх ача харпăр-хăй кĕтесĕллĕ пулĕç. Пĕрин валли çурта иртнĕ çул шучĕпе çĕклеççĕ, июньте хута ярĕç.

Çулталăк пуçламăшĕ тĕлне нумай ачаллă 17 çемье çурт-йĕр черетĕнче тăрать. Кăçал пĕр çемье валли пÿрт çĕклемелле. Ку тĕллевпе республика бюджетĕнчен 823,5 пин тенкĕ уйăрнă.

Çавăн пекех кăçал çĕрĕшнĕ сакăр çуртри 100 çын çĕнĕ хваттерсене куçĕ. Ку тĕллевпе 27,3 млн тенкĕ пăхнă.

Кусем – палăртнă тĕллевсем. Паян вара, вĕренÿ çулĕ вĕçленсе пынă май, ачасемпе çамрăксен çуллахи канăвне йĕркелесси тĕп ыйтăва тухать. Кăçал районти кашни шкултах ĕçпе кану лагерĕсем ĕçлĕç, 18 вĕрентÿ организацийĕнче сывлăха çирĕплетекен палаткăллă лагерьсем пулĕç. Çитĕнекен ăрăвăн канăвне тивĕçлипе йĕркелеме 4097,48 пин тенкĕ планланă. Хула тулашĕнчи сывлăх лагерĕсене путевка туянма 2300 пин тенкĕ пăхнă. 128 путевкăран 49-шĕ – профильлĕ сменăсенче канмалли.  

Теветкеллĕх ушкăнĕнчи ачасене усăллă ĕçе явăçтарасси те тимлĕхре. Паянхи куна ĕçлев центрĕ урлă çула çитмен 56 çамрăк ĕçлĕ пулнă. Çулталăкне вара 478 вĕренекене районти предприяти-организацисенче ĕçе хăнăхтарма палăртнă.

Ялсенче, ĕç коллективĕсенче иртнĕ тĕл пулусенче пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвне нихăçан та кун йĕркинчен кăлармаççĕ. Хальхинче те пушар инспекторĕсем вут-çулăмпа асăрхануллă пулмаллине аса илтернĕ. Кашни килте пирвайхи пулăшу хатĕрĕсем тытмаллине çирĕп асăрхаттарнă.  

Кăçал район территорийĕнче алхаснă 15 пушарта пĕр сарай, çĕнĕ мунча, виçĕ çурт çунса кĕлленнĕ, пĕр çурт, икĕ мунча тата пĕр хваттер сиенленнĕ. «Хĕрлĕ автан» 1726,5 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Тăватă çын аманнă, пĕрре вилнĕ.

Инкексен тĕп сăлтавĕсем – йăлари электроприборсемпе усă курнă, кăмака хутнă чухне пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманни, чĕлĕм тĕпне сÿнтерменни.

Яланхиллех çынсен те ыйтусем пулнă. Калинино халăхĕ, ав, çуллахи вăхăт патне каялла таврăнасшăн, кивçурт-мăратсене хăйсен ялне маршурт автобусĕсем çитменни пăшăрхантарать, çĕрпелсем хăйсем патне çитекен çула юсаттарасшăн тата ытти те.

Информаци кунĕ йĕркипе районта пилĕк ушкăн ĕçлерĕ. Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕсен министрĕ Сергей Павлов, юстици министрĕн заместителĕ Алексей Вязов, Роспотребнадзорăн Чăваш енри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская ертсе пынипе пĕлпулусем Вăрнар хула, Кульцав, Малти Ишек, Шĕнер Ишек, Упнер, Калинино, Ярмушка, Кĕçĕн Кипек, Уйкас Кипек, Санарпуç ял тăрăхĕсенче иртрĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика