Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сехет маçтăрĕ

18 мая 2016 г.

Астăватăп-ха, Витя пичче  стена сехетне Шупашкарта та юсаттарайман пирки асанне  кăмăлсăрланнăччĕ. Анчах çывăх тăванăм шанчăка пурпĕр çухатмарĕ. Асанне мана, иккĕмĕш класс пĕтернĕскере, çавăтрĕ те Вăрнара илсе килчĕ. Сехет мастерскойне шыраса тупрăмăр. Кунта ĕçлекен хĕрарăм пире тарават йышăнчĕ, йăваш сассипе хăçан килмеллине каларĕ. Мĕн тетĕр, тепĕр кунран сехет пире хаваслăн тик-так шаккаса кĕтсе илчĕ. Асаннепе иксĕмĕр калама çук хĕпĕртерĕмĕр. Вăрнарти хĕрарăм-маçтăр Шупашкартинчен  пултаруллăрах пулни мана хытах тĕлĕнтерчĕ. Сехет юсакана асанне тата темиçе çын тав турĕç. «Вăт, мăнукăм, ку Зоя Николаева ăстаçă. Ун пек тăрăшуллă,  ырă кăмăллă çын кăна хисепе тивĕçет»,– тенĕччĕ асанне ăса вĕрентсе. 

Пурнăç кустăрми хăвăрт шăвать. Унтанпа вăхăт вăтăр çул ытла иртрĕ темелле. Нумаях пулмасть «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцине   килнĕ пĕр хĕрарăмпа калаçса кайрăмăр.  Вăл хайхи сехет маçтăрĕнче ĕçленĕ Зоя Николаева иккен. Сăн-пичĕ улшăннă пулсан та сасси малтанхи пекех çепĕç, янравлă. Зоя Васильевнăна тĕл пулнишĕн савăнтăм. Вăл районти йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинатра  сехет маçтăрĕнче 28 çул тимленĕ. Çав тапхăрта миçе çынран ыр сăмахсем илтмен-ши? Тата сĕнÿсен кĕнекинче те Зоя Васильевнăна тав туса çырни нумай пулнă.

 Сехетçĕн ĕçĕ питĕ кăткăс. Вĕтĕ, куçа курăнман запас пайсене тĕрĕс вырнаçтарма ай-ай епле чăтăмлăх кирлĕ.

–  Вĕренсе тухнă хăш-пĕр специалистсемех сехет маçтăрĕнче  ĕçлеймерĕç. Вĕсем кайран урăх профессие алла илчĕç,– аса илчĕ 75 çулти  ĕç ветеранĕ.

Тĕрĕссипе, Зоя Васильевна ачаранах тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах та шăпа урăхларах килсе тухнă. Вăл Шупашкарта ятарлă курс пĕтерсе сехет маçтăрĕн специальноçне алла илнĕ.

– Мана çынсене мар, сехетсене «сиплеме», иккĕмĕш пурнăç «парнелеме»  пÿрнĕ ĕнтĕ,–  сăпайлăн калаçрĕ Зоя Васильевна.

Зоя Николаева Пăртасра çуралса ÿснĕ. Ашшĕ Василий Шишов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман. Смоленск облаçĕнче нимĕç фашисчĕсемпе çапăçнă чухне вилмеллех аманнă. Ăна Зоя пачах курман. Амăшĕн Анна Порфирьевнăн черченкĕ хулпуççийĕсем çине вăрçă вăхăтĕнчи тата хыççăнхи тертлĕ пурнăç тиеннĕ. Пĕччен виçĕ ачапа  юлнăскер хура-шурне пайтах курнă. Шăл çыртса йывăрлăхсемпе кĕрешнĕ. Çитĕнерехпе ачисем  амăшне вăй çитнĕ таран кил хуçалăхĕнче те, тăван колхозра та пулăшнă. Зоя аппăшĕпе тата пиччĕшĕпе тан  çурлапа тырă вырнă, фермăра ĕçленĕ.  Пилĕк çухрăмра вырнаçнă вăрмантан вут-шанкă турттарнă.  Амăшĕ çăнăхран пĕçернĕ яшка шÿрпи ăна калама çук тутлăн туйăннă.

Выçăллă-тутăллă пурнăç Пăртас хĕрне çапса хуçайман. Вăл, çирĕп кăмăллăскер, ялти çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухсан Хапăсри  вăтам шкулалла çул такăрлатма пуçланă. Йĕпе-сапа-и, çил-тăман-и – пурпĕр пĕлÿ çуртне васканă. Лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. Вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă.

Хастар хĕр сехет маçтăрĕнче ĕçличчен кирпĕч заводĕнче, Вăрнарти хими заводĕнче, районти потребительсен пĕрлешĕвĕн строительство бригадинче  тăрăшнă. Район центрне тăван ялĕнчен çуран çÿренĕ.

Тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн ăна нумай Хисеп грамотипе чысланă. Зоя Николаева 1987 çулта  районти йăла управленийĕн Хисеп кĕнекине кĕме тивĕçнĕ. Сехет маçтăрĕ «Профессире чи лайăххи» ята республикăра та, районта та пĕрре мар çĕнсе илнĕ. ,ç стажĕ çитнĕрен 46 çулти сехет маçтăрĕ «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.  Пенсие тухсан та тепĕр виçĕ çул шалти ĕçсен районти пайĕнче техничкăра тимленĕ. 

Шел пулин те, Зоя Николаевăна мăшăрĕпе ĕмĕр ĕмĕрлеме пÿрмен. Пĕрлешнĕ хыççăн виçĕ çултанах уйрăлма тивнĕ. Вăл пĕр хĕр çитĕнтернĕ. Инкек куçа курăнса килмест. Хĕрĕ темиçе çул ĕнтĕ йывăр чирлет. Хальхи вăхăтра вăл Шупашкарти больницăра сипленет. Амăшĕ  хĕрĕ сываласса чун-чĕререн ĕненет.

 Йывăр хуйха ĕç çĕклет теççĕ. Зоя Васильевна  ал усса лармасть: пахчара вăй хурать, чăлха-нуски, мунчала çыхать. Тавракурăма аталантарма «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçата юратса вулать.

 Елена ПОРФИРЬЕВА.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика