Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветеран-чекистсен хаçачĕ

07 мая 2016 г.

Республикăри ветеран-чекистсен Аслă Çĕнтерÿ кунне халалланă «Вестник Совета ветеранов Управления ФСБ России по Чувашской Республике» хаçачĕн илемлетнĕ уяв номерĕ тухнă ятпа Шупашкарта презентаци иртнĕ.

Унта Раççей хăрушсăрлăх службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертÿçисем тата «курăнман фронтра» палăрнă ветерансем анлăн хутшăннă. Хăй вăхăтĕнче вырăнти ФСБ Управленийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ В. Ямпольский, С. Воронов, В. Тихонов, В. Топорков генералсем тата Чулхулари, Чĕмпĕрти, Самарти, Саранскри, Саратоври, Хусанти, Йошкар-Олари чекистсем ĕçтешĕсене уявпа тата çĕнĕ издани кун çути курнă ятпа хаçат урлă саламланă.

Халĕ пурăнакан, вăрçăра пулнă чекистсен шучĕ пĕр теçеткерен кăшт ытларах çеç юлнă пулин те вĕсене кашнине асăннă. Уяв умĕн 90 çула çитнĕ Егор Александров çинчен вара тĕплĕнрех çырса кăтартнă. Вăл шкул пĕтерсенех Инçет Хĕвелтухăçне яппунсемпе çапăçма кайнă, Маньчжурие  тата Çурçĕр Корейăна ирĕке кăларма хутшăннă, Амур урлă понтон каçă хывакан Илья Прокопьевпа (Мачамăш), Антип Николаев (Кăмпал) офицерпа, Нурăсри педучилищĕре вĕреннĕ Владимир Канюковпа (Элĕк районĕ), çар ансамблĕнче, каярахпа «Смерш» пайĕнче ĕçленĕ Тимофей Фандеевпа (Етĕрне районĕ) паллашнă.

Эмиль Ургалкин асаилĕвĕнче хăйне яваплă ĕçе хăнăхтарнă ертÿçĕсене, çав шутра вăрçă ветеранне, Чăваш Республикинчи Патшалăх хăрушсăрлăх   комитечĕн председателĕ пулнă Федор Кириллович Шатров полковника (Айкăш), ырăпа асăннă. Çак автор космонавтсен пĕрремĕш отрячĕпе туслă пулнă май, хаçатра вăл Андриян Николаевпа юнашар ÿкерĕннĕ сăнÿкерчĕкпе Юрий Гагарин алă пусса çирĕплетнĕ халал сăмахĕсем валли вырăн тупнă.

Номерте чылай орденсемпе тата иккĕшне те «СССР Патшалăх хăрушсăрлăхĕн тава тивĕçлĕ сотрудникĕ» паллăпа наградăланă Александр Конашев полковникпа Ким Филби совет разведчикĕн Шупашкарти тĕлпулăвĕ вăхăтĕнче пĕрле çапăннă сăнÿкерчĕкĕ пур. Правительство çыхăнăвĕн сотрудникĕсен юбилейĕ умĕн Геннадий Мочаловпа Иван Чащин ветерансен паттăрлăхĕ  çинчен каласа панă. Николай Третьяков пограничникăн асаплă ачалăхĕ, çамрăклăхри паттăрлăхĕ пирки «Узник концлагеря» статьяра çырса кăтартнă. Культура хыпарĕсенчен «Михаил Девятаев летчик» сăвва тата Раççей Художникĕсен союзĕн членĕн С.Воронов отставкăри генерал-лейтенантăн сăрăпа усă курса тата графика мелĕпе ÿкернĕ картинисен выставки çинчен каланине асăнмалла. Тĕп хулари çамрăк зоргенецсен тата Калининăри вăтам шкул кадечĕсен хăйсене Тăван çĕршыва юратма тата хÿтĕлеме вĕрентнĕшĕн, пурнăçра тĕрĕс çул-йĕр суйласа илме пулăшнăшăн чăваш чекисчĕсен ячĕпе ярса панă тав сăмахĕсем пичетленнĕ. 

Хаçатăн тĕп редакторĕ – вăрнарсен пултаруллă ентешĕ, Раççей Журналистсен союзĕн членĕ Валерий Кошкин (Хăмăш) запасри полковник.  «Редактор колонкинче» вăл хаçатăн малашнехи тĕллевĕсене, уйрăмăнах ăрусем хушшинчи ырă çыхăнусене çирĕплетмеллине палăртнă.

Евгений ПАРШИН, 

Чечняра икĕ хут пулнă спецназ офицерĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика