Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк командир

07 мая 2016 г.

Владивостокра пурăнакан Алексей Григорьева юлашки çулсенче тăван ен чĕнĕвĕ хытах илĕртме пуçланă. 42 çулти юрист пикенсех несĕл йывăççине тăвассипе тăрăшма тытăннă. Унăн тăванĕсем Вăрнар енчен.

Кукашшĕ Вăрманкасра, кукамăшĕ Катăшра çуралса ÿснĕ. Халĕ вĕсем çут тĕнчере çук ĕнтĕ. Чăваш çĕршывĕнчен темиçе пин çухрăм аякра пурăнакан Алексей Григорьев кукашшĕпе кукамăшĕн пĕртăванĕсене Интернет урлă  шырама пуçланă.

– Тăрăшнин «çимĕçĕ» пур. Катăшра çуралса ÿснĕ иккĕмĕш сыпăкри кукаçи  Иван Иванов  çинчен сахал мар пĕлтĕм, – терĕ телефонпа Алексей Григорьев.– Медаль пама тăратнă награда хутне курсан ăна темиçе хут та вуласа тухрăм.

   Иван Иванов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине  1942 çулхи утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче кайнă. «Аслă сержант» çар званине тивĕçнĕ. 14-мĕш гварди дивизийĕн вĕренÿ батальонĕн стрелоксен иккĕмĕш ротин командирĕ пулнă.  Катăш каччи  1942 çулхи чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Ростов облаçĕнчи Белавин хуторĕ патĕнчи çапăçура хăюлăх, çирĕплĕх  кăтартнă. Тăшман çавăрса илсен те çивĕч ăслă командир çухалса кайман, каялла пĕр утăм та чакман.  Хăйĕн хĕç-пăшалĕпе 5  нимĕç автоматчикне тĕп тунă. Иван Иванов «Хастарлăхшăн» медале тивĕçнĕ.

Шел пулин те яш каччăн кун-çулĕ кĕске пулнă.  Вăл 1943 çулхи кăрлач уйăхĕн 2-мĕшĕнче Ростов облаçĕнчи Морозовск районĕнче пынă  çапăçуран  чĕрĕ-сывă тухайман. Тăшман пульли 19 çулти çамрăк командира вилмеллех амантнă.

Алексей Григорьев иккĕмĕш сыпăкри кукашшĕпе, Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланă паттăрпа,  мăнаçланать. Тăванĕ çуралнă тăрăха  çитсе курма ĕмĕтленет.  Алексей Григорьев Чăваш енче 30 çул ытла пулман.

Елена ПОРФИРЬЕВА.  

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика