Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кукаç та паттăрсен йышĕнче

07 мая 2016 г.

Вăрçă хирĕнче çапăçнă салтаксен шăпине аса илнĕ май мăнаçлăх туйăмĕпе чун-чĕре тулать.

Пирĕн кукаç – Артем Яковлевич Яковлев1926 çулхи март уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăрăшкас Хирлеп ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. 7 класлă шкул, шоферсен курсне пĕтернĕ.

1943 çулта 18 çул та тултарман каччăна Хĕрлĕ Çара илеççĕ. 1943  çулхи декабрьтен пуçласа 1944 çулхи июнь уйăхĕччен Мускав çывăхĕнчи  6-мĕш вĕренÿ автополкĕнче шоферсен курсĕнче вĕренет.

1944 çулхи апрель уйăхĕн 17-мĕшĕнче моторлă уйрăм батальон йышĕпе пĕрремĕш хут çапăçăва кĕрет.

Артем Яковлев 3-мĕш Балти флочĕн, 1-мĕш Белорусси фрончĕн йышĕпе Рига, Пинск, Варшава хулисене ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусенче хастарлăх кăтартнă. Сталин алă пуснă Тав хутне илме тивĕç пулнă.

1945 çулхи апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнче Хавель-Зее кÿлли урлă каçнă чух тăшман вут-çулăмĕ айĕн Хĕрлĕ Çар салтакĕсемпе техникине ултă хутчен тĕрĕс-тĕкел каçарнăшăн кукаç çапăçури паттăрлăхшăн правительствăн чи пысăк наградине – Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçет.

Одер юханшыв тăрăхне 1945 çулхи апрель уйăхĕн 16-мĕшĕ тĕлне фашистсенчен тасатмалла пулнă. Артем Яковлев 286 №-лĕ батальонăн амфибия машина водителĕ пулнă. Стройра пурĕ 99 машина  шутланнă.

Берлин çулĕ çинче нимĕçсем кашни çĕр лаптăкне вăйлă çирĕплетнĕ. «Одер операцине» хутшăннă салтаксем хаяр тытăçура темиçе хутчен те шыв урлă каçса плацдарм йышăнма тăнă, анчах вĕсен операцийĕ пăчланса ларнă.

1945 çулхи апрель уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне Одер юханшывĕ урлă каçас тесе гварди 29-мĕш тата 9-мĕш хĕçпăшаллă корпусĕсем çума-çумăн çапăçнă. Çивĕч те хĕрÿ çапăçусем пынă, кунне салтаксен пĕр çухрăм çеç малалла кайма май килнĕ.

Апрель уйăхĕн 20-мĕшĕнче Одер шывĕ урлă каçса Фальгенбург хулине ирĕке кăлараççĕ.

Апрель уйăхĕн 21-мĕшĕнче 89-мĕш №-лĕ корпус 167 №-лĕ Рейхштрасса тăрăхĕнче Эберсвальде хулине ирĕке кăларать. «Çирĕп кăмăллă «Форд-амфибия» лодкăн водитель-механикĕ Артем Яковлевич Яковлев хăйĕн машинипе 374-мĕш дивизин подразделенийĕсене Одер юханшывĕн хĕвеланăç плацдармне каçарнă çĕре хутшăннă. Артиллери, миномет, пулемет сапакан вут-çулăма пăхмасăр шыв урлă 21 рейс туса хĕçпăшаллă ротăн 2 взводне, пулеметчиксен 2 расчетне тата радиостанцие, аманнă 11 салтака илсе каçарнă. Артем Яковлев чăн та правительствăн I степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденне тивĕç» –  тенĕ батальон командирĕ Приходько майор награда хутĕнче.

1945 çулхи апрель–май уйăхĕсенче 61-мĕш арми Берлин хулине çурçĕр енчен ирĕке кăларма хатĕрленнĕ. Эльба юханшыв хĕррине пырса тухнă. Çак çапăçăва та хутшăннă Артем Яковлев.

Раççей варринче, пĕчĕк чăваш ялĕнче çуралнă Артем Яковлевич Мускавран пуçласа Эльба таран вăрçă вут-çулăмĕ витĕр утса тухнă. Тепĕр 5 çул вăл Лангель поселокĕнче, паянхи çурçĕр Рейн-Вестфали çĕрĕнче, Бельги чиккинче службăра тăнă.

Германире çитсе курман хула хăварман…

1950 çулта 25 çулхи каччă тăван çĕре – Чăваш ене таврăнать. Çичĕ çул çурă тăван çĕре сыхланă паттăр салтак кăкри çинче орден-медальсем çиçнĕ.

1953 çулта Наталия Осиповнăпа çемье çавăрнă. Колхоз правленийĕ вĕсене Авшак Элмен ялĕнче пушă пÿрт уйăрса панă. Артем Яковлевич Калинин ячĕпе хисепленекен колхозра шоферта ĕçленĕ. Мăшăрĕпе пĕрле 54 çул пурăнаççĕ, 7 ача пăхса çитĕнтереççĕ.

Асаплă та тертлĕ, юратуллă,  тус-тăванлă, кашни çын ăмсанмалла пурнăç пурăнса ирттерет. 81 çула кайса вилчĕ пирĕн кукаç – Артем Яковлевич.

Мăнукĕсем – Дарья тата Руслан Яковлевсем.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика