Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куççульлĕ çулсем

07 мая 2016 г.

Çĕршывшăн хăрушă кунсем çывхарса килеççĕ. Фашистла Германи Европăри çĕршывсене парăнтарса пырса СССР чикки патнех çитет. Çав вăхăтра чикĕри тĕрлĕ пăтăрмахсене сирсе яма пирĕн çĕршыв та çар ретне çирĕплетме тытăннă.

Вăрçă умĕн Кивçурт Енĕшрен 18 çамрăк Хĕрлĕ Çар ретĕнче тăнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин малтанхи кунĕсенчех икшерĕн, виçшерĕн вăрçа тухса кайма пуçларĕç. Кашни кунах салтаксен хурлăхлă юррисем илтĕнеççĕ, чĕрене çиеççĕ.

Салтака каякансем темĕнле хурлăхлă сăмахсемпе юрлаççĕ, ачисемпе арăмĕсенчен уйрăлнă чух тăшмана çĕнтерсе таврăнма шантарса хăйсен чунĕсене лăплантараççĕ. Çапла пилĕк çул енне куççуль юхрĕ.

1941–1945 çулсенче Кивçурт Енĕшрен тата 47 çын вăрçа тухса кайнă. Пирĕн 70 киллĕ ялтан 63 çын иккĕмĕш тĕнче вăрçине хутшăннă. Вăрçă кашни киле кĕрсе йĕр хăварнă. Хăш-пĕр çемьесенчен çапăçăва тăватшарăн та хутшăннă. Акă Григорий Макаровăн, Василий Макаровăн, Кузьма  Максимовăн, Петр Леонтьевăн 4-шар ывăл, Ефрем Тимофеевăн, Никита Кошкинăн, Хвати мучин 3-шер ывăл нимĕçсемпе кĕрешнĕ.

Ефим Ильин вара ывăлĕпе пĕрле пĕр кунра вăрçа тухса кайнă. 1942 çулта колхоз председателĕнче ĕçлекен Мефодий Павлова та фронта илеççĕ. Ун вырăнне ватă Алексей Ильич Ильина лартаççĕ.

Хĕрарăмсене тата 15–16 çулсенчи çамрăксене Тăвай районне Çăлпуç ялĕ патне окопсем чавма илсе каяççĕ. Тепĕр чух 13–14 çулсенчи ачасене те хăварман. Нестор Матвеев ак 14-ра çеç пулнă, ыттисемпе тан ĕçленĕ.

Хĕл питĕ сивĕ пулнăран тăмлă çĕр вак укçа пек кăна катăлнă. Мария Григорьевна Григорьева та çакăнта ĕçленĕ чухне пуçĕ çине лум ÿкнипе йывăр аманнă, Çăлпуç ялĕнче темиçе кун выртнă хыççăн киле яраççĕ. Ун хыççăн ăна Енĕшри ялсовет секретарьне суйлаççĕ.

Ял пушанса юлнă, колхозра вара ĕç чакмасть. Мĕнпур ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă, тыррине çурлапа вырнă. Йĕтем çине турттарса капансем тунă. Тăпачăпа çапнă, тыррине сăвăрса тасатса лашасемпе патшалăха пама турттарнă. Çĕрулмине карлавпа кăларнă, кантăра та алăпах вырса хутса кăларнă. 7–8 çулхи ачасенчен тытăнса 70–80 çулхи ватăсем таранах ĕçленĕ.

Темĕнле йывăр пулсан та çĕрсем усăсăр выртман. Уйра пухса кĕртмесĕр нимĕн те хăварман.

,ççи вăхăтĕнче çамрăксем аякри уйсенчен яла та таврăнман, çĕрле çĕре пăрахнă çурла курăнми пуличчен ĕçленĕ те ирех тăрса халăх киличчен тырă вырнă.

Темиçе ялпа тракторпа çавăрттармалли пĕр молотилка пулнă. Кăнтăрла вырнă, каçхине вара молотилкăпа çапнă, ачасем капансенчен кĕлтесем йăтса тăнă. Аслăраххисем 6 метр çÿллĕш пусмасем тăрăх пĕкĕпе улăм йăтнă. Ватăсем тырă тасатнă, кĕлетсене кĕртнĕ.

Килсенче çĕрулмисĕр пуçне нимĕн те пулман. Аванс шучĕпе тырă паркаланă. Ăна авăртса çăмах пĕçерсе çикеленĕ. Шкулсенче вĕренÿ октябрь уйăхĕнче кăна пуçланатчĕ. Колхозра ĕçе тухакансене пĕр хутчен çăмах яшки, пăтă пĕçерсе çитеретчĕç. Хут-кăранташ çук. Хĕлле вутă пулманнипе классем сивĕччĕ. Тумтир те  кашниннех начар.

Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех яла виç кĕтеслĕ çырусем килме пуçларĕç. Пирĕн Анали пиччерен те хыпар килчĕ, ăна вăрçă тухиччен çырнă. Çырăва вăл çапла вĕçленĕ: «Хĕвеланăç енчен хура пĕлĕтсем капланса хăпарчĕç, вĕçĕмсĕр çиçĕм çиçет, аслати сасси те илтĕнме пуçларĕ, кĕçех çумăр тăкса ярать. Хÿтте кĕрсе пытанатăп. Сирĕн Аналий». Кăна вăл вăрçă пуçланнипе ытарлă каланă.

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче, вăл Литва республикинче Лиепая хулинче тинĕс чиккинче тăнă. Нимĕçсем вĕсем çине пĕрремĕш куннех бомбăсем тăкма пуçланă, тÿрех аркатса тăкнă. Кăна кайран эпĕ Шупашкарта вĕреннĕ чухне «Город под липами» кино курсан ăнлантăм, унта Лиепая хулине мĕнле аркатса тăкнине кăтартнăччĕ. Çыру хыççăн темиçе кунранах пичче хыпарсăр çухални çинчен хут килчĕ.

Чи малтан яла Сергей Семенов питĕ йывăр аманса таврăнчĕ, ăна сывалса çитеймесĕрех леçсе хăварчĕç. Ун хыççăн Андрей Иванов, Лука Петров, Роман Кошкин, Никит Иванов, Федот Тихонов тата Николай Порфирьев инвалидсем пулса килчĕç.

1945 çулхи май уйăхĕн 9-мĕшĕ. Вăрçă чарăнни çинчен пире, шкул ачисене, фронтран аманса таврăннă  учитель Иван Ефремович Ефремов каласа пачĕ. Ялта митинг пулса иртрĕ. Халăхăн савăнăçпа пĕрлех куççуль юхрĕ. Кивçурт Енĕшрен, пĕчĕк ялтан, 24 çын паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ е хыпарсăр çухалнă. Вĕсене ял халăхĕ манас çук.

Николай АЛЕКСЕЕВ.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика