Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Николай Никифорович Никифоров пурнăçран тахçанах уйрăлнă пулин те тăван ялĕнче, Тимĕрçкассинче, ун çинчен манмаççĕ.

07 мая 2016 г.

Вăрçă паттăрĕн йăхне паян вунă ачи, сакăр мăнукĕ малалла тăсаççĕ. Суворов ячĕллĕ колхозра пĕрле ĕçленисем ăна пултаруллă парторг пулнине те аван астăваççĕ.

Николай Никифорович 1919 çулта çуралнă. Хĕрлĕ Çар ретне 1939 çулхи мартра тăнă. Службăран каялла таврăнма вăхăт çитсе пынă вăхăтра тĕнчене хăрушă хыпар кисретнĕ. Тимĕрçкасси каччи вăрçă вут-çулăмне пĕрремĕш кунранах кĕнĕ. 1942 çулта Сталинград çывăхĕнчи хаяр çапăçусене хутшăннă. СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Указĕпе килĕшÿллĕн паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн çав çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче Николай Никифоровича «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн» медальпе наградăланă.

1943 çултан 3-мĕш Украина фрончĕн йышĕнче нимĕçсемпе вирлĕ кĕрешнĕ, чылай хулана ирĕке кăларнă, фашистсен плацдармĕсене тĕп тунă. Çĕнтерĕве Вена çывăхĕнче кĕтсе илнĕ. 1941 çултанпа сапер пулнăскер, çак тапхăрта çар дисциплинин пысăк тĕслĕхне кăтартнă. Вăл тăракан подразделени 1944 çулта Венгрипе Австрире 3-мĕш Украина фрончĕн авиацийĕ валли аэродромсем хатĕрлессине хастар хутшăннă.

Никифоров рядовой «ПАПА» аэродромра çуллахи уйра бомбăсем ÿксе пулнă шăтăксене хуплас ĕçе пурнăçланă, нормăна ытлашшипех ирттерсе тултарнă. Гражданла халăха юсав ĕçĕсене явăçтарассипе пуçару тунă, çакă строительствăна маларах вĕçлеме май панă.

«Унтер-Вальтерсцорф» аэродром строительствинче вăл кунсеренхи нормăна 225 процент тултарнă. «Фишаменддорф» аэродром строительствинче уйрăмах пысăк тимлĕхпе пуçару кăтартнă. Виçĕ кунта ахаль халăхпа пĕрле вăл 40 тăваткал метр пысăкăш 17 шăтăк тултарма пултарнă, çапла аэродрома вăхăтра йĕркене кĕртнĕ.

Çак задание тĕслĕхлĕ пурнăçланăшăн 1945 çулхи май уйăхĕн 15-мĕшĕнчи хушупа килĕшÿллĕн чăваш каччине, 117-мĕш уйрăм инженерипе аэродром батальонĕн аэродром ротин саперне, «Çапăçура палăрнăшăн» медальпе наградăлама йышăннă.

Вăрçăран таврăнсан Николай Никифорович Уйкас Кипек хĕрĕпе, тыл ĕçченĕпе, пĕрлешнĕ. Антонина Михайловна Никифорова вăрçă паттăрне вуна ача парнеленĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика