Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăрлăх – юнра

07 мая 2016 г.

Паттăрлăх – юнра

Кил хушшине кĕмелли алăк питĕрĕнчĕк пулнăран кантăкран шаккама тиврĕ. Темиçе минутран урама мучи кăштăртатса тухрĕ. Кÿлхĕрри ялĕнчи Петр Игнатьевпа паллашрăмăр. Калаçуран ăнлантăм: 92 çула çитнĕскер халĕ çамрăк чухнехи пек патвар мар, урисем ыратнăран алла ялан туя тытать. Пурнăç сакки çинче вара тĕл-тĕл саваламан, якатман вырăнсем туллиех. Петр Игнатьев иртнине халĕ те манаймасть. Çакна вăл тÿрех пĕлтерчĕ.

– Урамра тăни аван мар, атя, пÿрте кĕрер, – сĕнчĕ ватă çын.

– Хăвăр кун-çул çинчен кĕскен те пулин каласа параймăр-ши; – ыйтрăм ватăран.

– Хирĕç мар, халĕ килте темех тăвас çук, пушă самант пур чух сăмах-юмах вакласа илме те кăмăллă. Пытармастăп, çулсем пур пулин те хаçат-журнала алăран ямастăп. Акă районта тухса тăракан «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçата та вулама юрататăп, – терĕ П.Игнатьев.

Вăл пурнăçра, хăй пĕлтернĕ тăрăх, хĕн-тертне сахал мар тÿснĕ. Çавăнпа каласа памалли те темĕн чухлех. Петр Игнатьевич ялти шкулта çичĕ класс пĕтернĕ те малалла вĕренеймен. Шухăшĕ, чăн та, пулнă. Çав тĕллевпех Вăрнарти пĕр вĕренÿ заведенине çитсе тухнă, анчах экзаменсене тытайман. Çапла вара зоотехник пулас ĕмĕт путланнă. Вăхăт нумаях та иртмен, юлташĕ сĕннипе Канаша çул тытнă. Трактористсене вĕрентсе хатĕрлекен училищĕре пĕлĕве тарăнлатма пуçланă. 1941 çулхи март уйăхĕнче тракторист удостоверенине алла илнĕ.

– Тÿрех Вăрнарти МТСа кайрăм. Кунта мана ĕçе илчĕç. Малтанах трактор рулĕ умне лармарăм, прицепщикра çÿрерĕм. Хĕрÿ тапхăрта çĕрĕн-кунĕн хиртен кĕмен, гектарĕ-гектарĕпе суха тунă, – каласа пачĕ П.Игнатьев.

Çăкăр хакне мĕн пĕчĕкрен пĕлсе ÿснĕскер, тăван уй-хир енне чун-чĕрипе туртăннă. ,çе юратнă, алă вараланасран хăраман. Ертÿçĕ каласан нихăçан та йăлăнтарса тăман, хушнă ĕçе çийĕнчех пикеннĕ.

– 1941 çулхи июньте вăрçă тухни çинчен пĕлтерчĕç. Хыççăнах вăйпитти арçынсене фронта ăсатма пуçларĕç, ялта юлакансем – ватăсемпе вĕтĕсем. Вăл вăхăтра пурнăç никамшăн та çăмăллăн шумарĕ. Пире МТСран направленипе Энгельс хулине ĕçлеме ячĕç, – иртнине аса илчĕ ветеран.

Хĕл каçсан Петр Игнатьев тăван яла таврăннă. 1942 çулхи августра ăна вăрçа кайма повестка панă. Çапла вара унăн та, ытти вăйпитти çамрăксем пекех, çуралса ÿснĕ кĕтеспе тата çывăх çыннисемпе сывпуллашма тивнĕ. Салтак çулĕ Мускав, Смоленск, Ломоносов тата ытти хуласем витĕр тухнă. Белорусси çĕрĕ çинче те çапăçнă, Монголире те пулнă. Урине амантсан госпитальте сипленме тивнĕ. Кÿлхĕрри каччи вăрçăран 1947 çулхи апрелĕн 5-мĕшĕнче таврăннă. Мирлĕ вăхăтра ĕçре хастарлăхпа палăрнă, Вăрнарти МТСра тата çывăхри хуçалăхсенче трактористра тăрăшнă. Мăшăрĕпе Александрапа пилĕк ача пăхса çитĕнтернĕ. Унпа 59 çул пĕрле пурăннă. Çывăх çынни пурнăçран уйрăлса кайнă ĕнтĕ.

– Çыхнă шăпăр хуçăлмасть теççĕ. Эсир çирĕплĕхе çухатманни калаçуран лайăх палăрчĕ, – терĕм вăрçă ветеранне.

– Çаплах, – кĕскен хурав пачĕ ватă çын. – Вăрçă çĕршыва пысăк хăрушлăх кÿчĕ. Ялсем, хуласем вут-çулăм айне пулчĕç. Çынсем çителĕклĕн апат çисе курман пулин те чăтнă, тÿснĕ, Çĕнтерĕве çывхартассишĕн тăрăшнă.

Петр Игнатьев, чунне уçма май килтернĕрен-ши, пĕр чарăнмасăр тенĕ пек калаçрĕ, хăйĕн патне килнĕшĕн ăшшăн тав турĕ.

Юрий КОРНИЛОВ.    

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика