Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вилĕмсĕр полк салтакĕсем

07 мая 2016 г.

Аслă Çĕнтерĕвĕн 70-мĕш çулĕнче пĕтĕм Раççейĕпех «Вилĕмсĕр полк» акци иртрĕ. Тăван çĕршывшăн çапăçса вилнĕ тăванĕсен сăнÿкерчĕкĕсемпе уява Вăрнар çыннисем те нумаййăн тухрĕç. Вĕçĕмсĕр çак колоннăра Иван Платонов портречĕ те пурччĕ. Ун çинчен каласа кăтартасси  ман чыслă тивĕçĕм тесе шутлатăп.

Иван Платонович 1912 çулта Мăн Явăшра çуралнă. 1935-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çарти срок службине вĕçлесе яла таврăннă, каллех çĕр ĕçне кÿлĕннĕ. Çемье çавăрнă, ывăл ÿстернĕ. Çамрăк, сатур килйыш телейлĕ малашлăха ăнтăлнă. Анчах... Гитлер вăрçи кĕрлесе тухнă, мĕльюн-мĕльюн совет çыннисен çутă ĕмĕчĕсене татса хура хÿмепе картланă. Иван Платонов, ялĕçтăвком председателĕ, çывăх тăванĕсемпе юлташĕсене вăрçа ăсатнă хыççăн, тÿссе тăраймасть, Калининăри çар комиссариатне çитсе тархасласа 1941 çулхи августăн 10-мĕшĕнче хăйĕн ирĕкĕпе фронта тухса каять.

И.П.Платоновăн фронтри шăпине палăртмашкăн вăхăт самай кирлĕ пулчĕ, писарь йăнăшса кÿнĕ пăтăрмах чăрмантарчĕ. «Тавăрма май çук çухатусен» списокĕнче вăл Иванăн çуралнă çулне 1912 вырăнне «1916» тесе лартса хунă-мĕн. «Астăвăм» кĕнекере кăтартнисене ыттисемпе танлаштарса, тепĕр хут Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин Тĕп архивĕпе, Краснодар крайĕнчи Кубань çинчи Славянск çар комиссариачĕпе çыхăнмалла пулчĕ. Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕн Вăрнарпа Йĕпреç районĕсенчи пайĕн начальникĕ Владимир Валентинович Венедиктов хытă пулăшрĕ. Тĕрĕслĕхе тÿрре кăлартăмăр. Стрелоксен 19-мĕш бригадин личнăй составĕнчен 1943 çулхи майăн 19-мĕшĕпе июнĕн 10-мĕшĕ хушшинчи «таврăнман çухатусен» списокне кĕртнĕ тăрăх, стрелоксен асăннă бригадинчи 1-мĕш ротин командирĕ Иван Платонович Платонов сержант йывăр аманнипе 1943 çулхи майăн 27-мĕшĕнче вилнĕ, ăна ăçта пытарнине каланă: Краснодар крайĕ, Славянск районĕ, «Красный партизан» колхоз, 5-мĕш участок.

Халь ĕнтĕ, Кубань тăрăхне фашистсенчен ирĕке кăларнăранпа 73 çул иртнĕ хыççăн, Иван Платоновичпа пĕр полкра çапăçнисене шыраса тупма май çук. Анчах 19 СБ кун-çулне йĕрленĕ документсем пур. 19-мĕш бригада 9-мĕш Арми составне кĕнĕ (командующийĕ Константин Аполлонович Коротаев генерал-лейтенант), 1942 çулхи сентябрьте (1–28-мĕшсем) Моздок – Молгобекска ирĕке кăларнă, унтан (октябрĕн 25-мĕшĕ – ноябрĕн 12-мĕшĕ) Нальчик – Орджоникидзе оборона операцийĕсене хутшăннă. Çапла нимĕçсене Кавказа вирхĕнсе кĕме паман.    

1943 çулхи январьтен Кубань тăрăхне оккупантсенчен çине тăрсах тасатнă. Наступление тухнă çарсем вĕсене Прохладный (январĕн 5-мĕшĕнче), Минеральные Воды (январĕн 12-мĕшĕнче), Армавир (январĕн 24-мĕшĕнче) хулисенчен хăваласа кăларнă, январĕн 28-мĕшĕнче Кропоткин хулине çавăрса илнĕ.

1943 çулхи хĕл вĕçнелле Çурçĕр Кавказ фронтне кĕнĕ çарсем (командующийĕ Иван Иванович Масленников генерал-полковник, штаб начальникĕ Иван Ефимович Петров), Краснодар операцине кÿлĕнсе, ку хулана февралĕн 12-мĕшĕнче тăшманран тĕппипех тасатнă, Тамань çурутравне тухнă, нимĕçсен Кубаньре тĕпленнĕ 200 пинлĕ çарĕпе такатак хирĕç тăнă.  Иван Платонов ман аттен – Василий Платоновичăн – аслă пиччĕшĕ, шăпах çакăнти хаяр тытăçура вилмеллех аманнă. 1943 çулхи сентябрьте Чернигов облаçĕнчи Щорс хули патĕнче Иванăн вăталăх пиччĕшĕ 60-мĕш дивизи взвочĕн командирĕ Семен Платонов аслă лейтенант паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă (ун çинчен те каласа кăтартма май килĕ-ха).

Вăхăт чупать те – иртни пурпĕрех манăçмасть. Краснодар крайĕнчи Славянск районне тăшманран ирĕке кăларнă боецсене вăрçă хыççăн Славянск станицинче тăванла масарта чысласа пытарнă. Халĕ ку ÿссе чечекленекен капăр хула. Кунти Астăвăм скверĕнче çĕнтерÿçĕ 1061 воин выртать. И.П.Платоновăн номерĕ 704-мĕш.

Иван Платоновичăн çывăх тăванĕсем çук ĕнтĕ. Килте унăн мăшăрĕ, пĕртен-пĕр ывăлĕ Гена юлнă. Вăл халь эпир лайăх пĕлекен журналистпа Михаил Алексеевич Васильевпа питĕ туслă пулнă. Михаил астунă тăрăх, амăшĕ – Прасковья Петровна ăна ашшĕ пек чипер те çаврăнăçуллă тенĕ, Геннадий çав тери ĕçчен ÿснĕ, çăвĕпех трактористсем хушшинче çÿренĕ, комбайнер помощникĕнче тăрăшнă, анчах апат-çимĕç, тумтир тивĕçменрен хытă шăнса чирленĕ. Пурнăçран çеçпĕл чечекленнĕ вăхăтра уйрăлнă. Амăшĕ 1997 çулта вилчĕ.

Геннадий ÿкернĕ Ленин портретне Прасковья Платонова нумай çул хушши упраса усранă, ăна курма вĕсем патне учительсем те кĕркелесе тухнă. М.Васильевăн «Хăнара» кĕнекинчен:

Гена хытă ĕненетчĕ

Пурнăçа та çынсене.

Питĕ чаплă ÿкеретчĕ

Пейзажпа этем сăнне.

Тур панин çути-таланчĕ,

Хĕмленсе художникре,

Çур чечекĕн аталанчĕ,

Тĕлĕнтернĕччĕ хивре!

Ăру хыççăн ăру ылмашăнать. Самана улшăнса пырать. Çак эстафетăра хамăра тăнăç пурнăç пилленĕ хăюлăхпа паттăрлăх ялавне алăран ÿкерес марччĕ.

Эрик ВАСИЛЬЕВ,

фронтовик ывăлĕ, отставкăри полковник.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика