Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă паттăрĕн çемйинче – тимĕр туй

07 мая 2016 г.

Вăрçă паттăрĕн çемйинче – тимĕр туй

Кушикре пурăнакан Тамара Кирилловнапа Константин Матвеевич Матвеевсем çемье чăмăртанăранпа 65 çул çитрĕ

Мăшăрланăвăн ку тапхăрне ахальтен тимĕр туй тесе палăртман ĕнтĕ. 65 çул – çирĕплĕх, чăтăмлăх палли. Матвеевсем ку енĕпе уйрăлса тăраççĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ хăйсен çемйинче нихăçан та харкашу пулманнине, мăшăрĕ алă çĕклеме мар, нихăçан та сивĕ сăмах каламаннине пĕлтерчĕ. Çак хаклăхсем çемьен вăрăм ĕмĕрне хывăннă та.

Тимĕр туй ячĕпе ĕнтĕ Матвеевсен çемйин ятне виçĕмкун районти «Мăшăрлануллă пурнăç юбилярĕсен Хисеп кĕнекине» çырса хучĕç. Вĕсен ячĕпех район администрацийĕн ЗАГС пайĕ çĕкленÿллĕ уяв хатĕрлерĕ.

Ăна Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн йĕркелени те пĕлтерĕшлĕ. Константин Матвеевич – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ. Кăкăрне илемлетекен наградисем хушшинче – II степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕ, «Германие çĕнтернĕшĕн», Жуков, ытти медальсем йăлтăртатаççĕ. Фронтри çулĕ Украина фрончĕпе çыхăннă. Польшăра службăра тăнă, хамăр çĕршыв чиккине Кавказра хÿтĕленĕ.

Вăрçă хыççăн фронтовик Хурăн Кăкшăм хĕрĕпе çемье çавăрнă. Иккĕшĕ тăватă ачана кун çути панă. Халĕ вĕсен тăватă мăнук тата тăватă кĕçĕн мăнук. Иккĕшĕ те ĕмĕрĕпех тăван колхозра вăй хунă.

– Эсир çемье çирĕплĕхĕн тĕслĕхĕ пулса тăратăр. Сирĕн пек çемьесем ытларах пулсан общество та çирĕпрех пулĕччĕ. Паян, шел те, статистика уйрăлакансен йышĕ ытларах пулнине çирĕплетет. Паянхи çамрăксемшĕн пурнăç тăвас тесе нушине пайтах курнă, халĕ сире Турă сывлăх патăр, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев мăшăра саламланă, парнепе чысланă тата мирлĕ пурнăçшăн, ĕçри хастарлăхшăн тав тунă май.

Салам сăмахĕсем çавăн пекех Мăн Турхан ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен Олег Григорьевран та, ЗАГС пайĕн пуçлăхĕнчен Татьяна Филипповаран та ăшшăн шăранса тухрĕç.

– Çамрăксене    йывăр вăхăтра хурçă пек çирĕп пулма, çемьесене упрама сĕнетĕп,– терĕ Тамара Кирилловна, хăйсене чыс-хисеп тунăшăн пăчăртаннă савăнăç куççульне шăлса.

Светлана ЧИКМЯКОВА. 

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика