Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алик – виççĕмĕш мастер

20 апреля 2016 г.

Документа хальлĕхе алла илмен пулин те Кÿстÿмĕр каччин Алик Волковăн çитĕнĕвĕпе тивĕçлипех савăнмалла. Вăрнар гиревикĕсенчен «Раççей спорт мастерĕ» ята унччен Анатолий Авруйский тата Денис Тимофеев кăна тивĕçнĕ.

Мастер нормативне Алик эрне вĕçĕнче Шупашкарта иртнĕ Раççей чемпионачĕн зонăри ăмăртăвĕнче тултарнă. Уйрăм зачетра çиччĕмĕш вырăн кăна йышăннă пулин те вăл Раççей чемпионачĕн финалне хутшăнма тивĕçнĕ. 32 килограмлă икĕ кире пуканне вăл тĕртсе 85 хутчен, алăсене улăштарса туртăнтарса 90 хутчен çĕкленĕ. Ку кăтарту – «Раççей спорт мастерĕн» нормативĕн шайĕ.

Çамрăк спортсменпа ашшĕ-амăшĕ, юлташĕсем, тренерсем тивĕçлипех мухтанаççĕ.

Шăматкун Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕ Раççей первенствинче Пăваяль хĕрĕ Настя Иванова кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Çывăх уйăхсенче вăл Раççей пĕрлештернĕ команди йышĕпе Пĕтĕм тĕнчери турнира хутшăнĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика