Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк зоргенецсем патĕнче

09 апреля 2016 г.

Çуркуннехи каникулта республикăри нумай шкул ачи Шупашкарти 3-мĕш шкулти легендарлă разведчик, Совет Союзĕн Геройĕ Рихард Зорге ячĕллĕ музейра экскурсире пулчĕ. Турнене Калининăри çамрăк кадетсемпе спецназовецсем уçрĕç. Кăсăклă çÿреве вĕсем валли Раççей ФСБн Чăваш енри управленийĕн Канашĕн ветеранĕсем Евгений Паршинпа Валерий Кошкин йĕркеленĕ.

Тĕлпулу вăхăтĕнче отставкăри полковник Валерий Кошкин çĕршыври зорге юхăмĕн аталанăвĕ, ăна пуçараканĕ асăннă шкул учителĕ Мария Краснова (Башкирова) пулни пирки каласа кăтартнă. Республика чекисчĕсем çамрăк зоргенецсене пуçласа Азербайджанри герой-разведчикăн тăван хулине – Сабунчине кайса курма хавхалантарнă. Энтузиастсен пуçарăвне Совет Союзĕн икĕ хутчен Геройĕ Иван Баграмян маршал та ырланă. Валерий Павлович унпа пĕрле патриотизмпа паллă вырăнсенче пулнине аса илнĕ, ачасене Рихард Зорген Аслă Çĕнтерÿри вырăнне астума сĕннĕ.

Зорге музейĕнче чаплă экспонатсем чылай: уйрăм япаласемсĕр пуçне Исия Хонако японкăпа, «Рамзай» ушкăнăн шифровальщиципе Рут Вернерпа, Анна тата Максим Клаузен радистсемпе, ыттисемпе çÿретнĕ çырусем кăсăклă. Музейра çĕршывăн паллă фигуристки Ирина Слуцкая та пулнă, чăваш педагогĕсем патриотсем çитĕнтерес ĕçе пысăк тÿпе хывнине палăртнă.

Калинино шкулĕн учителĕсем те Юлия Войновапа Надежда Кузьмина ял ачисене патриотла воспитани парассипе мĕнлерех ĕçленипе паллаштарнă, хăйсен вĕренекенĕсем икĕ хутчен Мускавра Пĕтĕм Раççейри смотр-конкурсра çĕнтерÿçĕ пулса тăнине каланă.

Хулапа ял педагогĕсен, ачисен интересĕсем пĕр евĕрлĕ, çавăнпа вĕсем малашне те туслашса ĕçлĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика