Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç çыннин мухтавне тавăрни тĕрĕс

09 апреля 2016 г.

Ĕç çыннин мухтавне тавăрни тĕрĕс

Вăрнарти историпе краеведени музейĕнче тĕлĕнмелле, паянхи куншăн питех те пĕлтерĕшлĕ, питĕ те кирлĕ курав ĕçлеме тытăнчĕ. Вăл ĕç çыннисене мухтакан, мĕнпур ăрăва тĕслĕх илме пулăшакан экспонатсемпе пуян.

Тĕп вырăна Кульцаври Ленин ячĕллĕ колхозăн Социализмла Ĕç Геройĕсене уйăрни ăнсăртран мар. Кунтан кăна Ĕç Паттăрĕсем – вунвиççĕн! Кунашкалли республикăра çеç мар, çĕршывĕпе те урăх çук. Сергей Ксенофонтович Коротков председателе, Социализмла Ĕç Геройĕ ята икĕ хут тивĕçнĕскере, палăрмалла кĕтес уйăрнă. Унăн «Кукурузăна мухтав» кĕнеки, колхозăн пушартан сыхланса юлнă «Сталинец» хаçат историшĕн çав тери чаплă пулса тăраççĕ.

Юнашарах – Кульцавăн ял хуçалăх производствинче пысăк çитĕнÿсем тунă, çĕршывра çирĕплетнĕ иккĕмĕш шайри наградăна тивĕçнисем çинчен калани. Вĕсен ĕç кăтартăвĕсем Хисеп кĕнекисене çырăннă, грамота-дипломсене хывăннă. Куравра вĕсемпе йăлтах паллашма пулать.

Хăй вăхăтĕнче Кульцаври музейра Геройсем çинчен чылай экспонат упраннă. Шел те, вĕсем пушарта çунса кĕлленнĕ. Çавăнпа та историе тепĕр хут пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнă тесен те йăнăш мар.

Музей директорĕ Елена Шарипова Интернетра тупнă кĕске метражлă фильмсем те историшĕн çав тери паха. 1947, 1950 çулсенче Мускав корреспонденчĕ ÿкернĕскерсем, кульцавсем тĕллевлĕ, ударлă ĕçленине сăнлаççĕ.

Тĕрĕссипе, виçĕмкун уçăлнă курав пĕтĕмĕшле пысăк ĕçсен тапхăрне тавăрать. Республикăри «Радуга» культурăпа курав центрĕ тăратнă вырăс художникĕсен ĕçĕсем, Совет Союзĕ вăхăтĕнчи ĕçе йыхравлакан, ăмăртса ĕçлеме чĕнекен плакатсем паянхи кун та пĕлтерĕшне çухатман. Стеллажсем çинче – иртнĕ тапхăрти çамрăксен юхăмĕсен значокĕсем, ĕç хаклавĕн наградисем, ялавсем...

Музейра нумаях пулмасть çĕнĕ экспонат хушăннă – Вăрнарти аш-какай комбинатне хăй вăхăтĕнче тивĕçнĕ куçса çÿрекен ялавĕ. Вăрнарти Маргарита Матвеева артистсене сăнланă открыткăсен коллекцине (пĕтĕмпе 300 ытла) парнеленĕ, Лиля Маслячкина йывăç чăматан йăтса килнĕ. Строительство материалĕсем кăсăклăх çуратаççĕ...

– Паянхи кун ĕç çыннин мухтавне тавăрни питĕ тĕрĕс. ,ç çынни вăл – чăн-чăн герой. Пĕтĕм пурлăх, пĕтĕм ырлăх йăлтах вĕсенчен килет. Патшалăх хăй тĕллĕн нимĕн те мар, патшалăх вăл – халăх, – терĕ ял хуçалăх отраслĕн ветеранĕ Воля Афанасьевич Иванов, курава килнĕ Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсене Кульцав паттăрĕсем пирки каласа кăтартнă май. Вăрнар райĕçтăвком председателĕнче тимленĕ май, Кульцаври Социализмла ,ç Геройĕсемпе вăл тачă çыхăнса ĕçленĕ. Ун аса илĕвĕсем çамрăксене питĕ интереслĕ пулчĕç.

Ман шутпа, ку курава кашни шкул ачине çитерсе кăтартмалла. Вăл патриотлăхпа тулнă çеç мар, тен, тепри унта пулнă хыççăн пурнăç тĕллевне те чун туртнипе палăртма пултарĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА. 

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика