Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пире Çурçĕр пиçĕхтернĕ

06 апреля 2016 г.

Пире Çурçĕр пиçĕхтернĕ

Ĕмĕр сакки, чăн та, сарлака иккен. Çын хăй пурнăçĕнче мĕн кăна курмасть, мĕн кăна тÿсмест пуль. Иртнĕ кунсем-çулсем куç умне тухаççĕ. Хура-шура пайтах курнă эпир, вăрçă ачисем. Иртнĕ уйăхра çитмĕл тăххăра кайрăм

Эпĕ Мăн Элменте çуралса ÿснĕ. Питĕ вĕренес килетчĕ. Тăватă класа лайăх паллăсемпе вĕçлерĕм те пиллĕкмĕшне виçĕ çухрăмри яла çÿреме тытăнтăм. Çапла, Ярмушкара çичĕ класс вĕренсе тухрăм. Вăрçă хыççăнхи пурнăç питех те йывăрччĕ: çимелли çитмен, тăхăнмалли çук. Атте фронтра пуçне хунă.

Хĕл иртрĕ. «Ывăлăм, текех пирĕн хамăра кăна шанмалла, – терĕ пĕррехинче анне. – Çăва тухсан сана кĕтÿ пăхма ярасшăн...» Анне мана велосипед туянса пачĕ – вăрçă ачи пулнă май пире патшалăхран уйăхсерен хĕрĕх тенкĕ тивĕçетчĕ. Çăвĕпе кĕтÿçре çÿрерĕм, кĕркунне колхозран тăватă михĕ тырă пачĕç, ăна авăртрăмăр. Çĕрулми нихăш çул та хĕл каçма çитейместчĕ.

Вăрçă çулĕсене аса илсенех чун хурланса килет. Урамра ахаль çÿрекен пĕр çынна та курма пулман ун чухне. Кĕрепле аври тытма пуçласанах ачасене утă пухма тăратнă.

Эпир тăкăрлăк хĕрринче пурăннă. Анкарти хыçĕнче колхоз кĕлечĕсем. Унта выльăхсем валли кантăр вăррине хĕвелçаврăнăш çăвĕпе пусăрăнтарса-пăчăртаса хатĕрленĕ плиткăсем тиесе килетчĕç. Турантă теттĕмĕр вĕсене, вырăсла – жмых. Кладовщиксем ачасене пĕрер татăк тыттаратчĕç. Çав тери тутлă пек туйăннă вăл. Тен, çиме юраман та пулĕ...

Пĕр вуннăран иртсен мана техника шутсăр илĕртме тытăннине астăватăп. Машинăна е трактора хамăн тытса пырас килетчĕ.

Вăрçа пула юхăннă çĕршыва ура çине тăратассишĕн халăх çĕкленÿллĕн ĕçлени манăçмасть. Йывăрлăхсене çĕнтернĕ хыççăн ырă пуласлăх килессе кашниех чĕререн шаннă. Пурнăç çултан çул лайăхланса пычĕ. Çуркунне тракторист помощникне йышăнчĕç, икĕ çул вăй хутăм.

1955 çулта мана та çар комиссариатне чĕнме тытăнчĕç. Эпир, тăватă çамрăк, лашасем çине утланаттăмăр та кун каçиччен хĕрĕх çухрăма çаврăнса килеттĕмĕр. Каярахпа районтан вунă ачана суйласа илчĕç те Шупашкара комиссисем тăрăх çÿретме тытăнчĕç. Пире тинĕс-çар флотне яма хатĕрленине пĕлтĕмĕр. Тăватă-пилĕк хутчен 52-мĕш номерлĕ командăна пухрĕç. Çывăхри Сăкăтран Арсентий Курбатовпа Геннадий Иванов пурччĕ.

Çапла икĕ çул иртрĕ. Пĕррехинче çар комиссарĕн помощникĕ Орлов капитан санăн çара каяс килет-и, тесе ыйтрĕ. Тахçантанпа кĕтнĕ ĕмĕт тинех çитрĕ – мĕлтлетрĕ пуçра. Ку пĕчĕк ялтан аякка ниçта та тухса кураймăп, çара илсен анлă Совет Союзне курса çÿреме май пулĕ тесе ĕмĕтленеттĕм. Иккен, çар комиссариатĕнчисем мана çемьери лару-тăрăва кура хăварма шутланă. «Манăн та çĕршыва сыхлакансен ретне тăрас килет!» – çирĕппĕн хуравларăм. Пирĕн вăхăтра салтакра пулман йĕкĕтсене хĕрсем килĕштермен, вĕсене качча тухма та вăтаннă. «Эппин, – терĕ Орлов капитан, – аннÿ килĕшĕвне çирĕплетекен хут кирлĕ пулать». Çак калаçу Вăрнарти çар комиссариатĕнче ирхине тăхăр сехетре пулса иртрĕ. Тÿрех яла тухса чупрăм. Аннепе килĕшсе хут çыртăм та ăна алă пустартăм, Вăрнара çитерсе патăм. Кăнтăрла иртни тăватă сехетре яла таврăнтăм. Алăра – çара каймалли повестка. Чĕре мăнаçлăн тапать, чун савăнать.

Октябрь уйăхĕ. Кашни кунах колхоз ĕçне хутшăнатăп. Стройка валли машинăпа хăйăр турттаратпăр. Вунă кун иртрĕ. Хăйăр карьерне юлташ велосипедпа персе çитрĕ. «Вăрнартан шăнкăравларĕç – салтака паянах тухса каймалла», – пĕлтерчĕ вăл. Тулли машинăпа яла вĕçтертĕмĕр. Стройкăра манăн мăшăр пуласси те ĕçлетчĕ. «Салтака илеççĕ, паянах Вăрнара çитмелле», – терĕм те вăл макăрса ячĕ, тÿрех килне чупрĕ. Тепĕр сехетрен вăл лаша кÿлсе лартнă. Çапла икĕ сехет хушшинче çула тухрăмăр. Анчах Канаша каякан поезда ĕлкĕреймерĕмĕр. Орлов капитан тавар турттаракан поездпа илсе кайрĕ.

Икĕ кун хушшинче комиссисем витĕр тухрăмăр. Пирĕн командăра утмăл çамрăк. Тавар турттармалли поездăн вакун-теплушкисене вырнаçтарчĕç те хĕвеланăçнелле çул тытрăмăр. Вунă кунтан Мурманска çитрĕмĕр. Тата каймалла иккен. Юлашкинчен поезд Баренц тинĕсĕн Кола заливĕ хĕрринчи Североморск хулинче чарăнчĕ. Мунчара çăвăннă хыççăн пурне те матрос тумне валеçсе пачĕç, пĕр-пĕрне паллаймастпăр. Ирсерен виçĕ çухрăма чуптарса килеççĕ. Питĕ сивĕччĕ. Каярахпа хăнăхрăмăр та сивĕ хăратма пăрахрĕ. Тепĕр уйăх уставсемпе паллашрăмăр, стройпа утма вĕрентĕмĕр. Кĕçех присяга тытрăмăр.

Çĕнĕ çул уявĕ иртсен пире, вăтăр матроса, уйăрчĕç те хулана, гарнизона илсе тухрĕç. Çуркунне пурне те тĕрлĕ çĕре салатрĕç. Пире виçĕ хутлă пысăк çурта вырнаçтарчĕç. Мана вырăнти хуçалăхшăн явапли – баталер – туса хучĕç. Пĕрремĕш хутра летчиксем, виççĕмĕшĕнче техниксем пурăнатчĕç. Летчиксем хушшинче чăвашсем те пурччĕ. Шупашкартан тата Етĕрнерен тенине астуса юлнă. Ту-16 бомбардировщиксемпе, Миг-17, Як-18 самолетсемпе вĕçетчĕç. Хушăран вĕсемпе калаçкалаттăмăр. Пире аэродрома та илсе каятчĕç.

Çул хĕрринче çÿллĕ мар чул хысакĕ çинче пÿрт ларатчĕ. Кунта икĕ хĕрĕпе пĕрле чăваш хĕрарăмĕ пурăнать-мĕн. Хĕрĕсем – пирĕн çулхисемччĕ. Вĕсем сыснасем усратчĕç. Ирхине физзарядкăна тухсан çул хĕрринче выртакан пĕренесемпе чус татăкĕсене эпĕ ыйтнипе çав çурт патне йăтса килеттĕмĕр. Пушă вăхăтра тăрмаша-тăрмаша сысна вити çĕклесе лартрăмăр. Хайхи хĕрарăм чăвашла питĕ таса калаçатчĕ. Вăрçă çулĕсенче штабра техничкăра ĕçленĕ, тетчĕ. Пĕр офицерпа пурăнса икĕ ача çуратнă. Кайран арçынĕ çапăçура вилнĕ. Шел, çав хĕрарăм ăçта çуралса ÿснине ыйтса пĕлмен.

Çине тăрса вăй-хала çирĕплетме тăрăшаттăмăр, спорт секцийĕсене çÿреттĕмĕр. Кире пуканĕ тата штанга йăтассипе самаях пысăк çитĕнÿсем тума пултартăм. Юр çусан залив хĕррипе йĕлтĕрпе чупма пуçларăмăр, карабинтан мишене пеме хăнăхаттăмăр. Çапла, эпĕ биатлонист та пулса тăтăм. Ăмăртусене хутшăнса мала тухаттăм. Çулталăк çурăра чылай вăй пухрăм. 100 килограмм ытларах таякан штангăна ним мар парăнтараттăм. Паллах, ятарлă тренер пулманнипе çĕклев мелĕсене пĕлеймен ĕнтĕ. Салтака илнĕ чухне тăватă пăт тайнăскер, сакăрвунă килограма çитрĕм. Мана çĕнекен те çукчĕ. Кĕçех наряда чаç штабне çÿретме тытăнчĕç. Унтан тата кăткăсрах заданисене явăçтарма пуçларĕç. Çумра – автомат. Пысăк чинлă çар çыннисене сыхлама хутшăнтарнă. Чул хысакĕсем ăшне тунă штабсене вăрттăн сукмаксемпе çÿреме лекетчĕ.

Çапла 1959 çул та çитрĕ. Пĕррехинче чăваш летчикĕсенчен çакна пĕлтĕмĕр: пĕр утрав çывăхĕнче американсен çĕршыв чиккине пăснă истребительне персе антарнă. Кунта вĕсен тÿпи те пулнă-мĕн. Паллах, эпир, чăваш ачисем, ентешсемпе мухтанаттăмăр.

1960 çулхи Çĕнĕ çул уявне тăван яла курма ячĕç.

Çав çулах çĕршывра хĕçпăшала тата çар çыннисен йышне чакарма пуçлани çинчен пĕлтĕмĕр. Пирĕн пата Совет Союзĕн Тинĕс-çар флочĕн ертÿçисем килсе кайрĕç. Пире, матроссене, карабинпа кашни вунă метртан тăратса тухрĕç.

Çуркунне пире флота анчахрах килнĕ çамрăксемпе улăштарса аэродрома куçарчĕç. Мана самолетсем вĕçсе хăпаракан тата анакан вырăна – рулежкăна – сыхлама шанчĕç. Тăватă-пилĕк самолета хăпартса яратăп та вĕсем каялла таврăниччен ирĕклĕччĕ. Çав çу Кола çурутравĕнче питĕ шăрăх пулчĕ, ту хысакĕсем çинчи мăк курăкĕ вăйлă çунчĕ. Сÿнтерме май çук, тĕтĕм йăсăрланать, кăнтăрла иртсен çăра тĕтре карса илет. Çар объекчĕсене хÿтĕлессипе нумай тăрăшма лекрĕ.

Пĕррехинче вĕçсе хăпарнă ултă самолетран пĕри таврăнманччĕ-ха. Ту хысакĕ айĕнчи цехран çар автомашини тухрĕ. Эпĕ ăна вĕçев çулĕ çине кĕртмерĕм, чартăм. Кабинăран лейтенант сиксе тухрĕ те мĕншĕн малалла ямастăн тесе, мана туртса çапрĕ. Эпĕ те парăмра юлмарăм – хайхискер лапах персе анчĕ. Тăратрăм та телефон патне илсе кайрăм, вĕçев ертÿçипе çыхăнтăм, автомашинăна кĕртмелле-и терĕм. Пĕр çухрăм çурăри ту хысакĕ çинчи вышкăран вĕсем пире пăхсах тăнă пулнă иккен. Калаçса кăна пĕтертĕмĕр, ТУ-16 бомбардировщик килсе те ларчĕ. Тинех лăплантăм. Эпĕ тĕрĕсех тунă. Енчен те машинăна кĕртсе янă пулсан самолет ун çине пырса тăрăнатчĕ вĕт.

Çар хаçачĕсенчен çакна пĕлтĕмĕр: 1960 çулхи май уйăхĕн 1-мĕшĕнче Свердловск çывăхĕнче американсен самолетне персе антарнă. Пурте савăнтăмăр. Хурлăхлă хыпар пирки те вуланăччĕ – Çĕмĕрлепе Канаш хушшинче пирĕн çĕршывăн пассажирсем турттаракан самолечĕ ÿксе сирпĕннĕ. Ку инкек Вăрнар çумĕнче пулнине каярахпа пĕлтĕм.

Августра тăван яла çаврăнса çитрĕм. Тракториста вĕренсе тухрăм те темиçе уйăх колхозра ĕçлерĕм. Унтан Çарăклă поселокне куçса кайрăм. Мана çара ăсатса кĕтсе илнĕ савнипе – Юлия Григорьевнăпа мăшăрлантăмăр, тăватă ача çитĕнтертĕмĕр. Тивĕçлĕ канăва тухичченех Çарăклăри вăрман пунктĕнче трактористра ĕçлерĕм. Шел, мăшăрăм вунă çул каялла пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Халĕ ĕнтĕ пĕчченех кун кунлатăп. Ватлăхра чир-чĕр аптратать. Çынсемпе шутсăр калаçас килет.

Валерьян ИЛЬИН.

Çарăклă.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информатизации администрации Вурнарского района - тел. (83537)2-53-80
vurnar_info@cap.ru
GISMETEO: Погода по г.Вурнары

Система управления контентом
429220, п. Вурнары, ул.Советская, д.20
Телефон: 8(83537) 2-52-04
Факс: 8(83537) 2-55-95
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика