Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кам вăл – Мишакова?

06 ноября 2013 г.

Иртнĕ ĕмĕрти синкерлĕ 30-мĕш çулсенче çынсене нимсĕр-мĕнсĕр айăплани çинчен
халăхра шăппăн çеç калаçнă, унсăрăн самана тилхепи хăвна та пырса çапма
пултарнă. Нурăсри педагогика техникумĕнче ĕçлекен Образцов комсомолец пĕр пухун
хисеплĕ президиумне суйланă чухне Калинин хушамачĕ вырăнне ăнсăртран «Каменев»
тесе янă. Йăнăшне çийĕнчех тÿрлетнĕ пулин те çамрăка тытса кайнă. Чăваш
педагогика институчĕн студентне Александр Бочков-Алгана çав çулсенче «Есенин
сăввисен витĕмне кĕрсе ÿкнĕ» Петĕр Хусанкайăннипе пĕр пек плащ тăхăнса çÿренĕшĕн
комсомолтан кăларма ыйту тăратнă. Прохор Емельянов пулас прозаика республикăри
çамрăк авторсен канашлăвĕнче сăн ÿкерĕннĕ чухне СССР писателĕсен пĕрремĕш
съезчĕн делегачĕпе, каярахпа «халăх тăшманĕ» пулса тăнă Аркадий Золотовпа
ăнсăртран юнашар лекнĕшĕн айăплама тăнă. Музыкăпа театр техникумĕнче вĕренекен
талантлă юрăçа – Аркадий Морозов комсомолеца çĕнĕ çул умĕн çырнă тăватă йĕркерен
тăракан тунсăх сăввишĕн пуç янă… Саккуна пăснине ушкăнпа –
Никоноров-Суворовскийпе, Читнаевпа, Евполовпа тата ыттисемпе пĕрле хирĕçленĕ
Павлов чекистăн вуннăмĕш класра вĕреннĕ шăллĕне «мачча çинче Троцкий кĕнекине
упранă» тесе тытса хупнă. Çакнашкал тĕслĕхсем татах та илсе кăтартма пулать.

1937 çулхи сентябрь вĕçĕнче Чăваш комсомолĕн облаçри 14-мĕш конференцине
хутшăнма Мускавран ВЛКСМ Тĕп комитечĕн çамрăк хĕр-инструкторне – Ольга
Мишаковăна ярса панă. «Пурнăç тути-масине пĕлсех каймасть, пуçламăш шкул
учителĕнче кăна кăшт ĕçлесе курнăскер, тем амакĕ сиктерсе ан кăларттăрччĕ çеç,
хăйне кăштах тайăлнă çын пек тыткалать те, тен, вăл ялти сцена çинче тутăр
вĕçтерсе ташлани килĕшÿллĕрех мар-ши;», – тесе пăшăлтатнă ăна паллакансем.
Иккĕленмелли сăлтав тÿрех палăрнă. Комсомол конференцийĕн делегачĕсем ура çине
тăрса ака-сухана чысласа, атте-аннене асра тытма хушакан «Алран кайми» халăх
юррине шăрантарнă хыççăн вăл «чăваш çамрăкĕсем контрреволюциллĕ юрăсем юрлаççĕ»
тесе пĕтĕмлетÿ тунă, Мускава систернĕ. Хăй вара, Калуга облаçĕнче çуралса
ÿснĕскер тата Карелире шкулта ĕçлекеленĕскер, чăвашла пĕр сăмах та пĕлмен!

Сăнĕ-кĕлеткипе илĕртÿллĕ курăнакан, анчах та чун-чĕрепе сивĕ, хирĕçленине
юратман, хăйне ытлашшипе мăнна хурса кăркка пек çÿрекен Мишакова Чăваш комсомол
обкомĕн секретарĕсем çине сиксе ÿкнĕ, «халăх тăшманĕсемпе ÿрĕк-сÿрĕк кĕрешнĕшĕн»
Сымокинпа Терентьева залран тухса кайма хушнă. Делегатсем кунпа килĕшмен, парти
обкомĕн секретарĕ Сергей Петров çак ыйтăва ВКП(б) обкомĕн бюровĕнче пăхса тухма
йышăннă та унта комсомол ертÿçисем айăпсăррине çирĕплетнĕ. Мишакова çак хыпара
пĕр-пĕрне çав тери килĕштерекен Маленков патне çитернĕ, лешĕ те Шупашкара
«аслисене» юнаса шăнкăравлама ÿркенмен.

Мишакова ниепле те лăпланайман, ВЛКСМ Тĕп комитечĕн пĕрремĕш секретарĕ
Александр Косарев ячĕпе çăхав çырса панă, республикăри районсенче «контрреволюци
алхасни» çинчен шăв-шав çĕкленĕ. Чăн-чăн комсомолец, тĕрĕслĕхе юратакан Косарев
Шупашкара ятарласа хăй килсе кайнă, майра-инструкторăн латсăр çырăвĕсене
пăрахăçласа архива леçтернĕ. 1938 çулхи мартăн 15-мĕшĕнче иртнĕ Тĕп комитет
бюровĕнче палăртнă тăрăх, Мишаковăн Шупашкарти конференцие салатса яма сăлтав
та, ирĕк те пулман. Çăхавçă çулĕ ăна кĕçех НКВД наркомĕ Лаврентий Берия патне
илсе çитернĕ. Апла пулин те, Косарев тăрăшнипе Сымокинпа Терентьева парти ретне
каялла тавăрнă. Канăçне çухатнă Мишакова хăйне хÿтĕлес шутпа Ежовран пулăшу
ыйтнă, каярахпа, Сергей Петрова айăпласан, ăна хирĕç 20 страницăллă суя кăтарту
панă. Çапла вара Ленин орденĕн кавалерне персе пăрахнă, унăн вил тăприйĕ ăçтине
те пĕлмеççĕ. Республикăра хура йĕр хăварнă «репресси рекордсменне», арестлемелли
тата персе пăрахмалли çулталăкри плана срокчен тултарнă Розанов наркома та
шеллемен Мишакова – ăна валли те айăпламалли сăмахсем тупнă. «Хĕрÿ хĕр» икĕ
хутчен Сталин патĕнче пулнă, 1938 çулхи ноябрĕн тата декабрĕн 27-мĕш кунĕсенче.
«Мишакова – Совет Союзĕнчи чи лайăх комсомолка», – тесе хакланă имĕш ăна
«халăхсен ашшĕ».

Сталин хушнипе ВЛКСМ Тĕп комитечĕн черетсĕр 7-мĕш Пленумĕнче Косарева тата
тăватă секретаре ĕçрен хăтарнă, Пленума хутшăннă 93 çынран 77-шне арестленĕ, çав
шутра 48 çынна персе пăрахнă. Вилесем урлă утакан Мишакова карьеристкăна вара
секретарь пулма лартнă. Шупашкарта Сымокинпа Терентьева арестленĕ, 1939 çулта,
шăп та лăп февралĕн 23-мĕшĕнче Мускаври Лефортово тĕрминче Косарева «ют çĕршыв
шпионĕ» тесе персе пăрахнă, мăшăрне, Мария Викторовнăна, 10 çуллăха хупнă,
Тимирязев академийĕнче вĕренекен хĕрне «халăх тăшманĕн сăн ÿкерчĕкне упранă»
тесе айăпланă, Кзыл-Ордана, кайран Норильска ссылкăна ăсатнă. Каярахпа айăпсăр
айăпланнисенне – чĕррисенне те, вилнисенне те – ырă ячĕсене тавăрнă. Косаревăн
хĕрĕ, сăмахран, «Химия и жизнь», кайран чылай вăхăт хушши «Семья и школа»
журналсен редакторĕнче тăрăшнă.

Мишакова 1948–1950 çулсенче партин Тĕп комитетĕнче ĕçленĕ. Ача-пăча валли
çырнă хайлавсене, сăмахран, Корней Чуковский поэтăн сăввисене хак пама хăтланнă,
ритмпа рифма мĕн иккенне пăтраштаракан «критик» поэзи енĕпе вĕрентме май
килтереймен. Педагогика тытăмĕнче те тухăçлă та вăрах ĕçлеймен вăл, ăс-тăнĕпе
тавракурăмĕ çителĕксĕр пулни часах çын çине тухнă. 1956 çулхи июнĕн 8-мĕшĕнче
ăна партирен кăларнă, апла пулин те вăл хăйĕн ĕç кабинетне пăрахман, пушă
пÿлĕмре пĕчченех ларнă, кăнтăрлахи апата çеç тухса кĕнĕ. Паллах, укçа тÿлемен
уншăн. Пропускне туртса илсен те Мишакова кашни кунах ĕç вăхăтне çав çурт
умĕнчех тăрса ирттернĕ. Упăшкине Рязань хулине ĕçлеме куçарсан та ăсран тайăлнă
Ольга электричка çине ларса Мускава васканă, кунĕпех часовой-салтак пек хăй
юратнă вырăна «сыхланă». Вăхăт иртсен ăна сывалма ухмахсен çуртнех вырнаçтарма
тивнĕ. Ветерансем аса илнĕ тăрăх, пĕррехинче, 70-мĕш çулсенче, вăл хăй тахçан
ăшăнса ларнă ĕç пÿлĕмне кĕрсе курасшăн пулнă, çав вăхăтри комсомол секретарĕ
(Тяжельников-ши е Мишин) дежурнăйне Мишаковăна урама хăваласах кăларса яма
хушнă. Телейсĕр те чыссăр, чылай çын пурнăçне çинĕ, вĕсен тăванĕсене нумай асап
кăтартнă тăрлавсăр та чирлĕ хĕрарăмăн пурнăçĕ Мускавра 1980 çулта татăлнă.

Валерий КОШКИН, запасри полковник.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика