Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кадетсен пултаруллă командирĕ

01 апреля 2016 г.

С. ЕРЕМЕЕВ Шăмăршăри вăтам шкулта 10-мĕш кадет класĕнче вĕренет. Сергей 5-мĕш класранпах кадетсен взводне ертсе пырать. «Зарницăпа» «Орленок» çар вăййисенче вара тăтăшах çамрăк армеецсен командирĕ. Ăçта кăна хутшăнмаççĕ-ши кадетсем _ çар вăййисенче, тĕрлĕ фестивальте, слетра, балра, КВН ра та... Хутшăнаççĕ кăна мар, çĕнтерсе лауреат пулса тăраççĕ.

Сергей улттăмĕш çул ĕнтĕ «Подвиг» çарпа патриот клубĕн ĕçне активлă хутшăнать _ республикăри кадет класĕсем тата шкулĕсем хушшинче иртекен мероприятисенче чи хастаррисенчен пĕри шутланать. Ахальтен мар 2013 çулта вăл "Республикăри чи лайăх командир" ята тивĕçнĕ. Кадетсен Георги балĕнче вăл ертсе пыракан кадет класĕ виçĕ çул хушши хореографи конкурсĕнчен, патриотла юрă фестивалĕнчен çĕнтерỹçĕ е призер ятпа таврăннă. Унсăр пуçне «Тăван çĕршывăн çамрăк таланчĕсем» конкурсра тĕрлĕ çулсенче виçĕ хутчен лауреат пулса тăнă («Журналистика», «Илемлĕ фотографи», «Киновидеопултарулăх» номинацисенче). Мĕнпур çитĕнĕве асăнса та пĕтереймĕн. Çакна çеç каласа хăварас килет: иртнĕ вĕренỹ çулĕнче çак çĕнтерỹсем Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекен кадетсене пысăк балл пухса республикăра 1-мĕш вырăн йышăнма май панă.

Сергей вĕренỹре те «5» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать _ математика, информатика, физика предмечĕсемпе районти олимпиадăсенче çĕнтерсе республикăра та хутшăнать. Сочинени çырас ăсталăхĕ те çулсерен палăрать _ çамрăк çыравçăсен республикăри конкурсĕсенче Дипломсене тивĕçет.

Сережа спортпа та туслă. Уйрăмах шывра ишме кăмăллать, футболла, хоккейла выляма юратать, спорт туризмĕпе кăсăкланать, хĕлле киленсех йĕлтĕрпе чупать. Тата пĕчĕкренпех «Пестрое небо» кружокра хут çĕленсемпе республика шайĕнчи ăмăртусенче çĕнтерет.

Çак кружока вăл _ 10 çул çỹрет ентĕ, тĕрлĕ йышши çĕленсене тỹпене инçете вĕçтерме вĕренсе çитнĕ. Республикăри çитĕнỹсем те çакна çирĕплетеççĕ: 2013-2015 çулсенче 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Патриотла юрăсен фестивалĕнче те 2 хут палăрнă кадет класĕ _ çĕнтерỹçĕ пулнă.

Çапла тĕрлĕ енлĕ пултаруллă вăл, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ Сергей Еремеев. Хăйне тĕрлĕ енлĕ аталантарма вăхăт çитерет, кунран кун малашлăха ăнтăлать. Ачаранпах çирĕп дисциплинăна пăхăнса пурăнма вĕрентнĕ ăна ашшĕ-амăшĕ. Çакă вара ăна кашни ĕçрех питĕ пулăшса тăрать, çитĕнỹсем тума май парать. Малашне те ăнăçу пултăр сана, мал ĕмĕтлĕ кадет.

Г.ИВАНОВА .

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика