Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анна Яковлева республикăра палăрнă

09 декабря 2015 г.

Анна Яковлева республикăра палăрнă

Мĕншĕн-ха виçĕ хĕвел? Ку вăл чăвашсен пурнăç йывăçĕпе çыхăннă. Йывăç тураттисем çийĕн виçĕ хĕвел çутатса тăрать. Çак орнамента чăваш ялавĕ çинче те курма пулать. Пурнăç яланах ăшă та çутă пултăр тесен хăвăн аллупа ытларах илем ăсталамалла - çапла халап çỹрет чăваш халăх сăмахлăхĕнче. Çакна тĕпе хурса тĕрлĕ районта пурăнакан çамрăк ăстаçăсем хăйсен ĕçĕсемпе Çĕнĕ Шупашкара пуçтарăннă. Пирĕн районтан çак конкурса Шăмăршăри вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен Анна Яковлева хутшăннă. Вăл районти Ачасен ỹнер шкулĕнче хăйĕн пултарулăхне 3-мĕш çул аталантарать. Анна вăтам шкулта пур предметсемпе те «пиллĕк» паллăсемпе çеç вĕренет, пушă вăхăтра ỹкерме юратать. Асăннă конкурса Анна хĕртнĕ тăмран тунă экспонатсем тăратнă. Унăн ĕçĕсем «Керамика» номинацире виççĕмĕш вырăн йышăнма пултарнă. Калас пулать, кун пек çитĕнỹсем тума ăна вĕрентекенĕ – Зоя Морозова хавхалантарса тăрать. Сăнарлă искусствăра татах та ăнăçусем сунатпăр сире!

Ю.ЦЫГАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика