Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕлен, эс пире мĕскер сĕнен;

11 января 2013 г.

СУРĂХ. Сирĕн "Ĕç çынна мухтава кăларать" каларăша тĕпе хума тивĕ. 2013 çул кăсăклă иртĕ. Чăрмавсен умĕнче пуç усмасан çитĕнÿ пулатех. Кĕркунне тĕлне нухрат пухатăр. Çапах Çĕлен çулĕнче кредит илме, кивçен пама ан васкăр.

Çемьере йывăрлăхсем тупăнĕç. Çил-тăвăла чăтса ирттерме вăй тупакансен юратăвĕ çирĕпленĕ. Савни тупайманнисен кăшт тимлĕрех пулмалла – вăл юнашарах çÿрет. Имшерленес текенсемшĕн диетăна пăхăнни, спортпа туслашни вырăнлă пулĕ.

"Çăмăл укçана" кăмăллакансене йывăр килĕ. Харкашăва пула ĕçрен тухса кайнисене те ăнмĕ. Çĕлен çулĕнче ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме пултаратăр. Сирĕн ĕçе тиркеççĕ-и; Ăнланмаççĕ-и; Вĕсем тĕллеве пурнăçлама чăрмантарĕç çеç. Çывăх тăвансемпе хирĕçес хăрушлăх пур. Чĕлхене çыртăр. Кÿреннĕрен ытлашши сăмах персе яратăр та ÿкĕнетĕр. Вăхăт иртсен тăванăрсем йăнăшнине ăнланĕç. Çĕлен – ăслă чĕр чун. Çавăнпа вăл ăслăлăх тытăмĕнче тимлекенсене пулăшĕ. Вĕренÿре тăрăшакансем те çитĕнÿ тăвĕç.

ВĂКĂР. Сире çĕнĕ паллашусем кĕтеççĕ. Вăхăта усăллă ирттеретĕр, киленĕç шыратăр. Вăкăрăн аталанмалла, пĕлĕве тарăнлатмалла. Мĕн пур пуçарура ăнăçу пулать. Бизнесра тăрмашакансем сĕнÿсемпе усă курĕç те çитĕнÿ тăвĕç. Партнерсемпе ĕçлĕ çыхăну çирĕпленĕ, малтанхи пĕлĕшĕрсем те сирĕнпе пĕрле тар тăкĕç. Çĕлен пултарулăх анинче тăрăшакансене пулăшать. Юрăç, ÿнерçĕ, мусăкçă, артист... мухтава тивĕçĕç. Чапа пула пысăк укçа ĕçлесе илĕç, ят-сума çĕклĕç.

Финанс тĕлĕшĕнчен ăнланманлăхсем сиксе тухĕç. Февраль, июль, сентябрь уйăхĕсенче укçа-тенкĕпе çыхăннă кăмăлсăр лару-тăру пулĕ. Çапах çак ыйту иккĕмĕш плана куçĕ. Çемьеллĕ Вăкăрсем ачасемшĕн тăкакланĕç.

Мăшăр шыракансем тинех юрату тыткăнне çакланĕç. Вăкăрăн кăмăла çемçетмеллех, унсăрăн савнийĕр кÿренĕ те çаврăнса утĕ. Пĕрремĕш утăм тума ан вăтанăр. Май уйăхĕнче кăткăс тапхăр пуçланĕ. Çак вăхăтра юнашар утакана чунран юратнине ăнланатăр. Иккĕленетĕр тĕк савнийĕре тĕрĕслеме пултаратăр. Пĕтĕмлетÿ савăнтарсан Çĕлен çулĕнче туй кĕрлеттерĕр. Çывăх çыннăрсемпе хутшăннă чухне лăпкăлăха ан çухатăр. Çулталăкăн пĕрремĕш çурринче хирĕçÿллĕ самантсем сиксе тухĕç.

ЙĔКĔРЕШ. Йăлтах пурлăх тавра çаврăнĕ. Ĕçре юсав ирттерĕç. Мăшăрăрпа çĕнĕ хваттер е çурт илме тĕв тăватăр. Предпринимательсем ĕç-хĕле аталантарĕç, тупăш тăвĕç. Анчах пушă вăхăта тăвансемпе мар, ĕçре ирттермелле пулĕ. Кĕркунне усламçăсен чăрмавсене парăнтарма тивĕ. Партнерсем çурăмпа çаврăнĕç. Çулталăк вĕçне лару-тăру лайăх енне улшăнĕ. Ытти тытăмра тар тăкакансем хăйсен ĕçне пуçарма ĕмĕтленеççĕ, анчах... Майне пĕлсен килте ларса та нухрат пухаятăр. Çĕнĕ должноçа куçнă Йĕкĕреше ăмсанĕç. Элекçĕсем унăн кашни утăмне сыхлĕç. Асăрханăр: вăрттăнлăхсене çывăх юлташăрсене те ан пĕлтерĕр.

Ертÿçĕ умĕнче йăпăлтатни пулăшмĕ. Унчченхи пекех ĕçлĕр. Çĕнĕ должноçа йышăнсан пĕлĕве тарăнлатма, квалификацие ÿстерме тивĕ. Мăшăрăр çакна ăнланмĕ. Çемьере хирĕçÿ сиксе тухĕ. Мăшăрăра тĕрĕслес тетĕр тĕк командировкăна пуçтарăнăр. Çĕнĕ професси пирки шухăшлакансен вĕренмеллех. Ертÿçĕ çакна пысăк хак парĕ. Ăмсанакан йышланĕ. Тарăхатăр пулин те чĕлхене çыртăр.

Мăшăрăр кăмăлсăрланать-и; Çулла вăл чăтăмлăх пĕтнине пĕлтерĕ... Савни шыракансен вара пуç усмалла мар. Тăванăр е тусăр çуралнă куна чĕнет-и; Уява çитĕр. Унта пулас мăшăра тĕл пулаятăр. Çĕлен çулĕнче чăмăртаннă çемье çирĕплĕхпе палăрĕ.

РАК. Карьера картлашкипе хăпарас текенсен кĕтме тивĕ. Çăлтăрсем ĕç тĕлĕшĕнчен ăнăçсăр çулталăк пулассине систереççĕ. Ертÿçĕре тăрăшакансен те хыпаланма кирлĕ мар. Малалла утатăр пулсан та пысăк çитĕнÿ тăваймастăр.

Йывăрлăхсем укçа-тенке витĕм кÿмĕç. Финанс ыйтăвне Çĕнĕ çулччен татса пани çăмăллăх кÿрĕ. Пысăк шалу кĕтместĕр, çавăнпа ытлашши тăкакланмастăр. Çапах кивçен ыйтакансене пулăшма ан васкăр. Укçана тавăрса памĕç. Тарпа ĕçлесе илнĕ кĕмĕлшĕн харкашма тивĕ. Пысăк, хаклă япала туяниччен тĕплĕн шухăшлăр. Вăхăт иртсен укçана ахалех тăкакланине туятăр. Кивçене чупма ан васкăр. Ас тăвăр: юттине илетĕр те хăвăрăнне тавăратăр.

Çуркуннепе çулла мăшăрсăр Раксен пурнăçĕ кăсăкланĕ. Çак тапхăрта, тен, вăрттăнлăх çиеле тухĕ; Унсăр пуçне тахçанхи савнийĕр шăнкăравлĕ, тĕл пулăва чĕнĕ. Сÿннĕ туйăма чĕртмеллех-ши; Çемье телейĕ пирки ĕмĕтленекен Раксем çĕнĕ çынсемпе паллашĕç, тĕл пулусене çитĕç. Хĕрсем каччăсене суйлĕç, хăшне-пĕрне кÿрентерĕç. Анчах пикесен асăрхануллă пулмалла. Ултавçă е пикапер капкăнне çакланас хăрушлăх пур. Яшсем те юратупа çунатланĕç. Çемьеллисене вара лăпкă çул кĕтет. Çĕлен çулĕн вĕçĕнче хăш-пĕр Рак пурăнмалли вырăна улăштарĕ.

АРĂСЛАН. 2013 çула ĕçпе пиçĕхсе ирттеретĕр. Пуçарулăхпа хастарлăх çĕнĕ проекта пурнăçа кĕртме май парĕç. Ĕçтешĕрсем сирĕн ăнтăлăва ăнланмĕç. Хăшĕ-пĕри шантарĕ те улталĕ, теприсем алă сулĕç. Çапах пăшăрханмастăр, малалла тинкеретĕр. Паллах, Арăслана пулăшакан та тупăнĕ. Вĕсен шанчăкне тÿрре кăларма тăрăшăр. Тупăш ÿснипе танах чылай тăкакланма тивĕ.

Çемье çавăрма шухăш тытнисен кулянмалла мар. Савнийĕр (Сурăх, Хĕр, Шыв тăкан) мăртăхĕ, тĕл пулусене васкамĕ, сăлтавне пĕлтермĕ. Паллах, сире çакă килĕшмĕ. Ăна тавăрас тĕллевпе çулла паллашнă пикене кĕркунне качча тухма ыйтатăр. Юрату çулран-çул вăйланĕ. Çемьеллисем тавлашусенчен хăтăлаймĕç. Сире йăлт тарăхтарать. Чăтăмлăрах пулăр, йывăр тапхăр вĕçленетех.

Сиенлĕ йăласемпе туслă Арăсланăн сывлăхĕ хавшама пултарать. Кĕркуннепе хĕлле чир шала каяс хăрушлăх пур. Арçынсен пирус туртма, эрех ĕçме чарăнмалла.

ХĔР. Çулталăк пуçламăшĕнче пуçлăх чĕнсе илĕ те пысăк ĕç хушĕ. Январь, июль, декабрь уйăхĕсем тупăшсăр пулĕç. Май, июнь, сентябрь уйăхĕсенче савăнмалли сăлтавсем тупăнсах тăрĕç. Патшалăх тытăмĕнче тăрăшакан Хĕрсем ертÿçĕрен ырă сăмах илтĕç. Хăпартланатăр, анчах ÿкĕнмелли самантсем те тупăнĕç. Килте ĕç пирки çеç сăмах ваклатăр. Мăшăрăр кÿренĕ. Çĕлен суя çулпа утакансене кăмăлламасть. Ултав çиеле тухатех. Çылăха каçарттарма тивĕ, унсăрăн мăшăрăр урăххине тупĕ.

Сăпайлă Хĕрсене юратура ăнать. Вĕсем çирĕп кăмăллисене савĕç. Пĕр-пĕрне икĕ çул ытла савакансем те ЗАГС уйрăмне çитĕç. Ĕçтеше куç хывнисене ертÿçĕ намăслантарĕ. Çавăнпа асăрханулăх пирки ан манăр.

Сывлăхăр çирĕп. Анчах ĕçри пăлхану, килти тавлашусем иммунитета хавшатĕç. Хĕлле ÿксе суранланас хăрушлăх пысăк.

ТАРАСА. 2013 çулăн пĕрремĕш çурринче канма вăхăт тупăнмĕ. Çакă вăйсăрлатĕ, хавшатĕ. Июль уйăхĕнчен пуçласа лару-тăру улшăнĕ. Тинех çăмăллăн сывласа яратăр. Бизнесра тăрмашакансем – йывăр тапхăрта. Тĕрлĕ органран тĕрĕслевпе çитĕç, çитменлĕхсене тупса палăртĕç. Вĕсене ăмсанакансем тĕллесе яраççĕ. Саккуна çирĕп пăхăнăр, çакă ытлашши тăкакланасран хăтарĕ.

Ĕçлеме, вĕренме чăрмантаракан çынсенчен айккинче тăрăр. Çулла Тарасана яваплă ĕç шанĕç. Тупăшшăн тăрăшса пуçа çухатма кирлĕ мар. Эсир тупнинчен ытларах çухататăр. Укçа-тенкĕпе асăрхануллă пулăр. Нухрат çитменрен йывăрлăхсем тупăнĕç. Кредит, кивçен сĕнекенсем пулĕç. Ан илĕр.

Çемьеллĕ Тарасасем пурлăха пысăклатма май тупаççĕ. Хула çывăхĕнче çурт е дача туянмашкăн май тупăнĕ.

СКОРПИОН. Никама та шанмастăр, йăлтах хăвăр тăватăр. Шухăшăрсене пурнăçа кĕртме май тупатăр. Анчах çакăншăн ураран ура иртми пуличчен ĕçлеме тивĕ. Çулталăк пуçламăшĕнченех вăхăта сая ямасăр каçчен тăрăшăр. Ертÿçĕ ытлашши нумай ĕç хушнăн туйăнĕ. Ĕçтешĕрсем каннă чухне пилĕк авма тивĕ. Сире шанаççĕ, çавăнпа йывăр ĕç хушаççĕ. Шалу виçи часах ÿсĕ. Скорпионшăн Çĕлен çулĕ çăмăл пулмĕ. Вĕсем канлĕ çывăраймĕç, апатланаймĕç. Йĕри-тавра пурте тавлашаççĕ, хирĕçеççĕ. Эсир вĕсене чараймастăр.

Çулталăкăн пĕрремĕш çурринче савни шыракансем хаш! сывлĕç. Тинех шанчăклă çынна тĕл пулнăн туйăнĕ. Анчах савнийĕр сире улталĕ. Ăна пулах кăмăллă мар лару-тăрăва лекетĕр. Эсир пĕр утăм та каялла чакмастăр. Çулла çеç унран уйрăлатăр. Иртнине аса илсе кулянма кирлĕ мар. Умра – çутă пуласлăх. Çамрăк Скорпиона юратура ăнать. Тен, чун савнийĕр эсир çÿрекен клуба кăмăллать; Укçа-тенкĕ ыйтăвĕ канăçсăрлантармĕ.

УХĂÇĂ. Нумаях пулмасть çемье çавăрнă Ухăçă Çĕлен çулĕнче юратупа киленĕ. Туйăмсем çĕнĕрен вăй илĕç. Ĕçлекенсем профессире çитĕнÿ тăвĕç. Пуçлăх çĕнĕ ĕç шаннăшăн савăнмалла çеç. Эсир ăсталăх тата пĕлÿ пухатăр. Килĕшмесен çуркунне шалусăр тăрса юлатăр. Январь уйăхĕнче преми парĕç. Ăмсанакансем çакăншăн тулхăрĕç. Лăпкăлăха ан çухатăр. Кăмăла пăсакан сăмахсене хăлхана ан чикĕр. Малтанхи пекех ĕçлĕр.

Лоторея вăййинче вара ăнать. Пысăк укçа выляса илме пултаратăр. Чи пĕлтерĕшли – кĕтмен тупăшлă вырăнлă усă курасси. Çĕлен çулĕнче Ухăçă çĕнĕ туссем тупĕ. Нумаях пулмасть паллашнăскерсем йывăр лару-тăрура пулăшĕç.

Çĕлен телей шыракансене пулăшать. Пĕччен Ухăçăн юрату тупас шанчăк пысăк. Тăвансемпе тимлĕрех пулмалла. Аслаçăр е кукаçăр чирлĕ те унпа ларма тивĕ. Ватă çыннăн ыйтăвне пурнăçлама тăрăшăр. Çăлтăрсем пархатарлăха асăрхаççех. Тăванăрсем кивçен ыйтĕç, эсир хирĕçлеместĕр. Çĕлен çулĕ Ухăçăшăн усăллă пулĕ.

ТУ КАЧАКИ. Шел, талăкра 24 сехет çеç. Эсир кунĕпе, çĕрĕпе ĕçлемме хатĕр. Март уйăхĕ çеç "йÿçек" тутăллă. Çуркуннен пĕрремĕш уйăхĕнче отпуск илĕр.

Тăрăшулăх çĕре ÿкмĕ. Февраль уйăхĕнче Ту качакине саламлĕç. Тинех унăн ĕçченлĕхне асăрхĕç. Укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен йывăрлăх пулмĕ. Çуркунне çеç чăрмавсем сиксе тухĕç. Тăванăрсем хăйсем пирки аса илтерĕç.

Çемьеллисем тĕпренчĕкĕсем валли çурт туянĕç. Хальлĕхе унта хăвăр хуçаланатăр. Сĕтел-пукан, савăт-сапа туянса, юсав ĕçĕ ирттерсе тăкакланатăр. Унта мăшăрăрпа канатăр. Тĕпренчĕкĕрсем савăнтарĕç те, кулянтарĕç те. Вĕсемшĕнех расхутланатăр. Ачасемпе ытларах вăхăт ирттерĕр. Вĕсен кăсăкланăвне пĕлни пăсмасть. Кĕçĕн çултисен ыйтăвне татса памашкăн ача садне, шкула çитетĕр. Çакăншăн вĕсем ту качакине хисеплĕç, шанĕç. Сирĕн пурнăçăр ăнать. Çавăнпах ăмсанакансем тупăнаççех. Куршанак пек сырăнакансем тарăхтарĕç. Вĕсем хăйсен йывăрлăхĕсем пирки каласа кăтартĕç, канаш ыйтĕç, Унашкаллисене вырăна лартăр.

ШЫВ ТĂКАН. Сире пăлхануллă çулталăк кĕтет. Ĕçлекен Шыв тăкан ертÿçĕ сăмахĕнчен иртеймест. Çĕнĕ проектсене хăвăрт пурнăçлатăр. Çакăншăн пуçлăхăр мухтать. Ĕç вырăнне улăштарасси пирки шухăшлатăр, анчах çăлтăрсем тăхтама сĕнеççĕ. Шалу кăшт пысăкланĕ, премисем илетĕр. Май, сентябрь, ноябрь уйăхĕсенче укçа-тенкĕпе çыхăннă йывăрлăхсем пулĕç. Çывăх çыннăрсенчен кивçен ыйтма ан васкăр. Хушма тупăш шыраса тупăр. Тĕслĕхрен, эсир çыхатăр, тĕрлетĕр. Ĕçĕрсене сутăр, туянакан тупăнатех.

Шел те, пăшăрханмалли тупăнсах тăрĕ. Акă çемье çавăрма ĕмĕтленекенсем улталанĕç. Куççуль юхтарас мар тесен савнийĕре тимлĕ сăнăр. Вăл сире парнесемпе савăнтарать-и; Шăнкăравлать-и; Унăн ырă тата сивлек енĕсене палăртăр. Пикесем юратăва пула пуçа çухатĕç, савнипе çывăх юлташ ултавне каçармĕç. Ан кулянăр: каччăсемпе паллашатăр, вĕсем валли хăйне евĕрлĕ кастинг йĕркелетĕр. Чăн-чăн юлташ инкекре пĕччен хăвармĕ.

Тинех киленĕç тупатăр. Вăл пысăк тупăш кÿмĕ пулин те кăмăла çĕклĕ. Анчах ăна пула туссемпе, тăванăрсемпе хутшăнма пăрахатăр. Çулталăк ăнăçлă пулĕ. Çĕнĕ пĕлĕшĕрсемпе çыхăнăва ан татăр. Çемьери кăткăс ыйтусене çăмăллăнах уçăмлататăр. Çул çÿреве тухма май тупăнĕ, çавăнпах çулталăк хуçине ятлама ан васкăр.

ПУЛĂСЕМ. "Çĕр пус пуличчен çĕр тус пултăр", – тенĕ ваттисем. Пĕлĕшĕрсен пурнăçне сÿтсе яватăр-и; Вĕсене ăмсанма кирлĕ мар. Сире çĕнĕ ĕç сĕнĕç, вĕренекен Пулăсене пысăк предприятирен шăнкăравлĕç, практикăна чĕнĕç. Килĕшĕр. Çĕнĕ вырăна куçмашкăн пĕлĕве тарăнлатма тивĕ. Çĕлен ăс пухакансене пулăшать. Квалификацие ÿстерекенсене ĕçре хисеплĕç.

Пурлăхăрпа асăрхануллă пулăр. Çулталăкăн пĕрремĕш çурринче пĕлĕшĕр çăкçă (кредит поручителĕ) пулма ÿкĕтлет тĕк ан килĕшĕр. Тахçантанпах перекетлекенсем хваттер е кил-çурт туянĕç. Ялта çурт илме ĕмĕтленетĕр тĕк тăхтаса ан тăрăр. Çулла пахчара ĕçлесе канатăр, кĕркунне çут çанталăк ырлăхĕпе киленетĕр. Пурнăçăр ăннă вăхăтра çеç юнашар çÿрекен туссенчен уйрăлма вăхăт çитĕ.

Пĕччен Пулă авланма, качча тухма ĕмĕтленет, анчах тивĕçлĕ çын тупайманшăн ÿкĕнет. Турă çырни юнашарах çÿремест-и; Тен, вăл аслăрах курсра вĕренет е кÿршĕ ялта пурăнать;

Çĕнĕ çулта хĕрарăм Пулă çĕлеме е çыхма вĕренĕ. Хăшĕ-пĕри спортпа туслашĕ. Çĕнĕ киленĕçпе аппаланнă вăхăтра пулас мăшăрăрпа паллашас шанчăк пысăк. Çулталăк пуçламăшĕнче, кĕркунне сире кĕтмен парнесемпе хавхалантарĕç. Вĕсем чылай вăхăт савăнтарĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика