Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Водитель теприне çул памасан…

11 сентября 2013 г.

Районти çул-йĕрсем çинче аварисем тăвасси çав-çавах чакмасть-ха. Кăçал 8 уйăхра район территорийĕнче 17 авари пулнине, вĕсенче пĕр çын вилнине, 21 çын аманнине регистрациленĕ. Пĕлтĕр çак тапхăрта 16 аварире 3 çын вилнине, 26 çын аманнине шута илнĕччĕ.

Хăвăртлăх йĕркине пăхăнманни авари тăвасси патне илсе пырать. Çакна пула кăçал 8 авари пулнă. Вăтамран кашни уйăхрах – пĕрер авари. Акă, август уйăхĕнче хамăр район çамрăкĕ Пăчăрлă Пашьелпе Кивĕ Чукал ялĕсем хушшинче ВАЗ-2106 автомашинăпа çул айккинелле вирхĕннĕ. Çитменнине, водитель удостоверенийĕ те пулман унăн. Кунсăр пуçне «Жигули» валли документсене те кирлĕ пек хатĕрлесе çитермен пулнă. Çакна пула çамрăкăн, миравай судья йышăнăвĕпе ки- лĕшÿллĕн, 5 пин тенкĕ штраф тÿ- леме, 7 талăк вăхăтлăх изоляторта «канма» тивнĕ.

Водительсем тĕрлĕ майпа çул-йĕр правилисене пăснă фактсем тăрăх кăçал 8 уйăхра пурĕ 1481 административлă протокол çырнă. Çав шутран 76-шĕ – водительсем руль умне ÿсĕрле ларнипе, 178-шĕ – салонра хăрушсăрлăх пиçиххине çыхманнипе, 191-шĕ – хăвăртлăх режимне пăснипе, 27-шĕ – водительсем çуран çÿрекенсене çул паманнипе, 33-шĕ – çынсене турттармалли йĕркене пăснипе, 97-шĕ çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăхăнманнипе, 35-шĕ штраф суммине вăхăтра тÿлесе татманнипе çыхăннă.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă май, çул çинче ачасене те, водительсене те тимлĕхе ÿстерме сĕнетпĕр. Уйрăмах федераллă автоçул урлă каçса шкула çÿрекенсен асăрхануллă пулмалла. Çывăхра транспорт хатĕрĕ килнине курсан тăхтаса тăмалла. Тимлĕх пирки хăйсен ачисене ашшĕ-амăшĕн те тăтăшах аса илтермелле.

Г.ИВАНОВА,

полицин районти уйрăмĕн ГИБДД службин инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика