Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Номерсене вăрласран сыхă пулăр

17 июля 2013 г.

Номерсене вăрласран сыхă пулăр

Автотранспортăн регистраци номерĕсене вăрласси пысăк хуласенче сарăлни пирки телевиденин криминал хроникисенчен пĕлеттĕмĕр ку таранччен. Çакăн евĕр преступлени тăвасси халĕ пирĕн тăрăха та çаврăнса çитрĕ.

Урама е çуртсем умне лартса хăварнă автомашинăсен номерĕсене кăларса илсе каясси (уйрăмах каçхи вăхăтра) сарăлма пуçларĕ. Тĕллевĕ паллă – ĕçлемесĕр укçаллă пуласшăн. Номере кăларса илнĕ хыççăн хурахсем хуçи патне шăнкăравласа çав-çав хакпа тавăрса паратпăр теççĕ. Тепĕр сăлтавĕ – ют номерсемпе преступленисем тума çăмăл. Çакă чылай автотранспорт хуçисене пăшăрхантарать, мĕншĕн тесен çĕнĕ номер илес тесен нумай çĕре çитмелле, укçа-тенкĕ те тăкакланать. Çавăнпах пулĕ инкек тÿснисенчен хăшĕ-пĕрисем правăна сыхлакан органсене пырса çÿремеççĕ, преступлени тăвакансенчен хăйсен номернех 2-3 пин тенкĕ тÿлесе каялла илеççĕ.

Мĕн тумалла-ха патшалăх номерĕсене кăларса ан кайччăр тесен;

– Номерсене стандартлă мар болтсемпе, шурупсемпе çирĕ-плетмелле;

– икĕ пайран тăракан тимĕр рамкăсем вырнаçтармалла;

– икĕ енлĕ скотчпа çыпăçтармалла е автомашина сигнализацийĕпе çыхăннă хушма датчиксем вырнаçтармалла.

Транспорт çине çĕнĕ, шанчăклă сигнализаци лартмалла, автомашинăна видеокамерăсем вырнаçтарнă вырăнта хăвармалла. Патшалăх номерĕсĕр юлтăрах пулсан, пулăшу ыйтма полици уйрăмне пырăр.

Н.РУБЦОВ,

полицин районти уйрăмĕн ГИБДД службин аслă инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика