Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вут-кăварăн алли вăрăм

17 июля 2013 г.

Çанталăк типĕ те шăрăх тăнăран пур çĕрте те пушар тухас хăрушлăх пысăк: ăнсăртран тухнă хĕлхем те калама çук пысăк инкек патне илсе пыма пултарать. Апла пулсан, вут-кăварпа питех те асăрхануллă пулмалла.

Кăçалхи çур çулта кăна районта 9 пушар тухнă, 1 çурт-йĕр çунса кайнă, 4-шĕ сиенленнĕ. Пĕтĕмĕшле тăкак – самаях пысăк Тĕпчев кăтартăвĕсем тăрăх, пушар тухнă сăлтавсем – çынсем хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни. Вут-кăвар ытларах чухне килсенче электропроводсем кивелнипе, юсавсăр электроприборсемпе усă курнипе çыхăннă. Юсавсăр кăмака, газ плити те – инкек сăлтавĕ. Апла пулсан, вĕсемпе пачах та усă курма юрамасть. Çавăн пекех, пирус-сигарет тĕпĕсене, шăрпăка лайăх сÿнтерсе çеç пăрахмалла. Юраман çĕрте кăвайт чĕртни, çÿп-çап çунтарни те «хĕрлĕ автана» çунат сарма май парать. Шăрпăка ачасем çитме пултаракан вырăнта тытни, ĕçлекен электроприборсене розеткăран кăларманни, çунакан газ плитине никамсăр хăварни те инкекпе вĕçленесси пирки манас марччĕ.

Кăçал тухнă пушарсенчен 5-шĕ шăпах электричествăпа çыхăннă, пĕри – юсавсăр кăмакана пула, тепри – газ приборĕ юрăхсăр пулнăран. Ятарласа вут чĕртнĕ тĕслĕх те пур.

Пушарсем ытларах килти хуçалăхсенче тухаççĕ. Кун пек тĕслĕхсем кăçал çиччĕ пулнă.

Пушар – пысăк инкек. Ăна сÿнтересси унран сыхланнинчен чылай ансатрах. Эппин, вут-кăварпа яланах асăрхануллă пуласчĕ.

И.КРЫЛОВА,

ВДПОн районти совечĕн председателĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика