Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ

25 мая 2013 г.

Полицин районти уйрăмĕн канашлăвĕнче кăçалхи 4 уйăхри оперативлă тата профилактика ĕçĕсен кăтартăвĕ-сене пĕтĕмлетрĕмĕр, хăш-пĕр çитменлĕ-хсене асăнса малашнехи тĕллевсене палăртрăмăр.

2013 çулхи январь-апрель уйăхĕ-сенче район территорийĕнче пурĕ 72 преступлени пулнине шута илнĕ (пĕлтĕр çак тапхăрта – 61). Преступленисен шучĕ ÿсни чи малтан вĕсене ытларах тупса палăртнипе çыхăннă. Сăмахран, РФ УКĕн 159 статйипе никĕсленсе тăракан ултавлă ĕçсене – 13 факт, экономикăри преступленисене 20 факт (пĕлтĕрхи 4 уйăхра – 6) таранах тăрă шыв çине кăларнă. Вăрлассипе çыхăннă 11 тĕслĕ- хе (пĕлтĕр – 6), коррупциллĕ 6 тĕслĕхе (пĕлтĕр – 2) уçса панă.

Ытти преступленисене илсен, кăçалхи 4 уйăхра çын çине алă çĕклесси, вĕлерессипе хăратасси, уççăн çаратасси, урамра преступлени тăвасси, çул çитменнисем, малтан судпа айăпланнисем, ÿсĕр çынсем, ниçта та ĕçлеменнисем саккун йĕркисене пăсасси чакнă. Çав вăхăтрах килте саккуна пăсса патронсем упрасси, обществăлла вырăнсенче кукăр çул çине тухасси, ушкăнпа каварлашса преступлени тăвасси ÿснĕ. Çын сывлăхне юриех вăтам шайри сурансем кÿнĕ (йывăр шайрисем пулман), наркотиксемпе çыхăннă преступленисем тунă тĕслĕхсен шучĕ пĕрешкел юлнă.

Апрельти хăш-пĕр преступленисене илсен, кунта чи малтанах суту-илÿ точкисене урăх районтан тĕрĕслеме килнĕ контролерсем хăйсем саккун йĕркисене пăснă фактсене тупса палăртнине асăнса хăварас килет. Вĕсем пирки РФ УКĕн 159 статйин 2-мĕш пайĕ тăрăх уголовлă ĕç пуçарнă.

Упăшкисем хăйсен арăмĕсем çине алă çĕкленĕ фактсемпе те пирĕн сотрудниксем тимлĕ ĕçлеççĕ. Икĕ арçыннăн РФ УКĕн 116 статйи тăрăх явап тытма тивет. Шăмăршăри пĕр арçын вара мăшăрне вĕлерессипе хăратнă.

Саккуна хирĕçле нимле ĕç те палăрмасăр юлмасть. Çакна кăçалхи уголовлă ĕçсен 92,4 процентне уçса пани те лайăх çирĕплетет.

С.АГЕЕВ, РФ ШĔМĕн «Батыревский» пайĕн Шăмăршă районĕнчи уйрăмĕн

начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика