Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăйсен ентешне манмаççĕ

20 декабря 2014 г.

"Василий Михайлович Сотнезов (Усли Ваçлейĕ) 1912 çулхи юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Услă Пукаш ялĕнче çуралнă. Шупашкарти, Чĕмпĕрти педагогика техникумĕсенче вĕреннĕ. Каярах Мускавра тухса тăракан "Коммунар" хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ. Сăвăсем, поэмăсем çырнă. 1933 çулта ăна Хĕрлĕ Çар ретне илнĕ. Çартан таврăнсан "Канаш" (каярах "Чăваш коммуни") хаçатра литература пайне ертсе пынă. Унăн сăввисем хаçат-журналта тăтăшах пичетленнĕ. "Малтанхи утăмсем" (1935), "Сăвăсем" (1939), "Пурнăç" (1941) кĕнекисем тухнă. Вăл çавăн пекех Украина поэчĕсен сăввисене чăвашла куçарнă. 1939 çултанпа СССР писательсен Союзĕнче тăнă. В.Усли Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хыпарсăр çухалнă. Нумаях пулмасть унăн Адлер хулинче (Краснодар крайĕ) пурăнакан Генрих ятлă ывăлĕнчен Услă Пукаша çыру çитнĕ. Иртнĕ вăрçă çулĕсенче вăл Львов облаçĕнчи Сколев районĕнче пурăннă иккен. Ашшĕне те, амăшне те нихăçан та курман. Ускассисем асрах тытаççĕ хăйсен ентешне.

А.АНИШОВ.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика