АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аваллăх управçи

03 августа 2011 г.

Л.Козлова ал ăстипе урампа иртсе пыратпăр. «Салам!» – теççĕ ăна пилĕк-ултă çулти хĕр пĕрчисем. «Манăн вĕренекенсем вĕсем, – паллаштарать Людмила Степановна. – Амăшĕсем клуба тухья-хушпу тума çÿренĕ май пĕчĕкскерсем те вĕсенчен юласшăн мар».

«Шÿлкеме» те, «Улах» та

Çапла, ватти-вĕтти хисеплет ăна ялта. Йÿç Шăхалĕнчи культура çурчĕн ертÿçинче ĕçленĕ май хăех «Шÿлкеме» ансамбле те, «Улах» ал ăстисен кружокне те ертсе пырать. Ансамбле ытларах аслисем хутшăнаççĕ пулсан, кружока ача-пăча та çÿрет. «Çуллахи вăхăтра та пухăнма ыйтаççĕ пĕчĕкскерсем, анчах пушанаймастăп: утă çулмалла, кил-тĕрĕшре те чылай ĕç», – васкаса калаçать Л.Козлова. Хăй çавăнтах мана сăн ÿкерчĕк тăрăх «Шÿлкеме» ушкăнпа паллаштарать. Пурте – чăваш çи-пуçĕпе. Хĕрарăмсем кĕрен атлас кĕпе çийĕн тĕрĕллĕ шурă саппун çакнă. Пуçĕсенче вара – хушпу-тухья. «Хамăр ăсталанăскерсем вĕсем», – терĕ Людмила Степановна. Саппунсене вăлах тĕрĕпе илемлетнĕ иккен.

«Авалхи çи-пуç кама илĕрттĕр;» – тейĕ вулакан. «Хушпу-тухья модăран тухнă», – калĕ тепри. Ку шухăша пачах хирĕçлет ăстаçă. Мĕншĕн тесен туй-çуй е ытти уяв ирттермелле пулсан ун патне пырать ял халăхĕ. Тĕрĕссипе, ял-йыш çеç мар, тавраран та килеççĕ. Акă нумаях пулмасть Юнтапара туй кĕрленĕ. Л.Козлова ентешĕсене пилĕк тухьяпа тата пĕр хушпупа тивĕçтернĕ. Шăнкăр-шăнкăр теветне те хăех ăсталать вăл. «Авалхи тумăн «кун-çулĕ» тăсăлнишĕн чун савăнать. Кĕпесене асанне-кукамай арчисенчен кăлартăмăр. Вĕсене кашни кунах тăхăнмастпăр пулсан та, уявсенче усă куратпăр», – тет вăл ытарлăн.

«Шăхаль тĕррисем» – чи илемлисем

Ал ĕçĕпе кăсăкланасси унăн амăшĕнченех пырать. «Анне тĕрлемен саппун çакман, – малалла сăмахлать Людмила Степановна. – Эпĕ астăвасса пÿртре стена тулли тĕрĕччĕ. Санюк аппа та ал ĕçне килĕштеретчĕ. Мана шкула кайма кĕпе тĕрлесе панăччĕ. Çапла тĕрĕ ăшĕнче çитĕннĕ эпĕ. Çамрăк чухне тухья тăхăнма юрататтăм. Кÿршĕре пурăнакан Хветуç аппа пĕррехинче пĕр тĕрке шăрçа илсе килсе пачĕ. Кивĕ тухьясене сÿтнĕ май хатĕр-хĕтĕрсене упранă вăл. Ку тупрана ахаль вырттарас темерĕм, ĕçе пикентĕм. Хам ăсталанăскере хальчченех упратăп».

Ăна саккас паракансем те чылай. Тепĕр чухне ун патне кивĕ тухьясене юсама илсе пыраççĕ. Пушă вăхăт тупăнсанах вĕсене аллине тытать ăстаçă. Çĕннине тума пĕр эрне кирлине палăртать вăл. Ачасем вара вăрахрах ĕçленине пĕлтерет. «Кашни шăрçана витернине сăнатăп, – чунне уçать Л.Козлова.– Ача-пăчана вĕрентсех тăмалла, унсăрăн йăнăшасси куç кĕретех».

Хăйсем ăсталанă тухьясемпе хĕр пĕрчисем концерт-сене, уявсене хутшăнаççĕ. Тĕрĕссипе, çак тупра Йÿç Шăхалĕнче кашни килте тенĕ пекех пур. Авалхи тумтире, çи-пуçа ачаран кăмăлласа çитĕнет çамрăк ăру.

Козловсен виçĕ хĕрĕ те ал ĕçне юратса ÿснĕ. Çыхма-тĕрлеме çеç мар, çăм арлама та пĕлеççĕ вĕсем. Шел те, кĕнчеле тытса ларакан хĕр упраç халĕ çукпа пĕрех.

Вăталăх хĕрĕ Оля амăшĕн çул-йĕрне суйланă. Вăл – художник-дизайнер. Тĕп хулари пĕр ательере ĕçлет, кĕпе тĕрлет. Людмила Степановна каланă тăрăх хăш-пĕр юрăç та Оля тĕрленĕ кĕпепе куракан умне тухать иккен. «Шÿлкеме» ушкăна çÿрекенсене те сцена костюмĕсем туса панă вăл.

2011 çул Л.Козловăшăн уйрăмах палăрса юлĕ. Хальч-чен вăл куравсене хутшăнман. Кăçал вара Шупашкарта ятарлă выставка йĕркелеме пултарнă. «Шăхаль тĕррисем» ят панă ăна. Тĕп хулара иртнĕ хыççăн курав район центрне – Комсомольскине – куçнă. «Шăхаль тĕррисем» кунта та куракана тыткăнланă.

«Тавах мăшăрăма, – калаçăвне вĕçлерĕ Людмила Степановна. – Мана ăнланнăшăн, ĕçре пулăшса пынăшăн. Çитĕнÿсенче унăн тÿпи те пурах. Тепĕр чухне хушпу-тухья тума манпа юнашарах ларать вăл. Тенкĕсене вăл шăтарса пулăшать».

Пĕр-пĕрне ăнланса пурăнаççĕ Козловсем. Çавна кура ÿсĕмĕсем те куç кĕрет. Çемьере килĕшÿпе тăнăçлăх хуçалансан ĕçре те çитĕнÿ пулатех. Чунра та савăк юрă шăранать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика