АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аллинче ĕç вылять

03 августа 2011 г.

Ал ĕç ытларах хĕрарăма парăнать. Анчах та тĕрлеме, алса-чăлха çыхма килĕштерекен арçынсем те пур. Унсăр пуçне пир тĕртекенни те. Алькешре пурăнакан Геннадий Степанов кăçал Шупашкарта иртнĕ пĕтĕм Раççейри «Руç ăстисем» конкурса хутшăнса чи пысăк преми – гран-при – çĕнсе илнĕ.

Пир тĕртет, кĕпе çĕлет

Пĕтĕм Раççейри IX конкурса 67 ăста хутшăннă. Тĕрлĕ енпе ĕçленĕ вĕсем: хăшĕ тăмран савăт-сапа тунă, теприсем тĕрленĕ, çыхнă. Геннадий Афанасьевич вара пир станокĕ умне ларса сĕтел çи виттийĕ тĕртнĕ. «Хам çĕнтерессе шанман эпĕ, – тет вăл. – Ара, илемлĕ ĕçсем темĕн чухлĕччĕ унта. Жюрие вара ман ĕç килĕшнĕ курăнать». Дипломпа пĕрлех ноутбук парнене тивĕçнĕ Г.Степанов.

Элĕк районĕнчи Якунекасси ялĕнче çуралса ÿснĕскер пир тĕртессипе ачаранах кăсăкланнă. Амăшĕ пир станокĕ умĕнче кунĕн-çĕрĕн ĕçленине куç илмесĕр сăнанă арçын ача. «Пирĕн çемье пысăкчĕ, – аса илет иртнине ăстаçă. – Çавна май анне темĕн те тĕртетчĕ: вырăн çине сармалли простыньрен пуçласа урай кавирĕ таранах. 5-6 класра вĕреннĕ вăхăтра пуçласа пир станокĕ умне лартăм, ку ĕç тÿрех килĕшрĕ мана. Анне те: «Шăрпăкпа выляни мар, ĕçлех», – тетчĕ. Пир тĕртекен кинемейсене те хĕç витĕр çип кăларма час-часах пулăшаттăм. Çапла хăнăхрăм ку ĕçе. Шкул хыççăн Шупашкарти пир-авăр техникумне вĕренме кĕтĕм».

Ятарлă пĕлÿ илнĕ хыççăн пĕр вăхăт Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче вăй хунă арçын. Каярахпа хăйĕн пĕлĕвне Мускаври пир-авăр институтĕнче тăснă, инженер-технолог профессине алла илнĕ. Ун хыççăн каллех тăван комбината таврăннă. 15 çул цех мастерĕ пулса ĕçленĕ, унсăр пуçне гобелен тĕртнĕ çĕрте смена мастерĕнче те тăрăшнă. Пушă вăхăтра хăйĕн ăсталăхне аталантарма пир станокĕ умне ларнă. Тавра курăмне анлăлатма куравсене те çÿренĕ, унтах В.Минеева ăстаçăн ĕçĕсемпе паллашнă. Çапла вара эрешлĕ пир-авăрпа кăсăкланма пуçланă вăл. Хăйне вĕрентнĕшĕн, ăс панăшăн Валентина Алексеевнăна паянхи кунчченех тав тăвать арçын. Республикăри тĕрлĕ курава хутшăнса çĕнтернинче вĕрентекенĕн тÿпи те пурах-çке.

Хальхи вăхăтра Г.Степанов ал шăлли, пиçиххи, кĕпелĕх пусма тĕртет. Хăшне-пĕрне парнелет, сутма та юлать. Тĕртнĕ япаласене ытларах туристсем туяннине пĕлтерет Геннадий Афанасьевич. Çавăн пекех тĕрлĕ фольклор ушкăнĕсем те саккас параççĕ ăна. Сăмах май, кĕпе çĕлеме те ăста вăл. «Уяв» ансамбль ертÿçине З.Козловăна нумаях пулмасть хăй тĕртнĕ пусмаран виçĕ кĕпе çĕлесе панă. Хăй вăхăтĕнче Камчаткăри фольклор ушкăнне вунă пиçиххипе, вунă ал шăллипе тивĕçтернĕ. Пушкăртстанран та саккассем пулнине каларĕ. Тĕрлеме, алса-чăлха çыхма та кăмăллать арçын. «Пĕрремĕш учитель Ольга Степановна Сазонова тăрăшнипе кофта çыхма хăнăхрăм. Каярахпа, Мускавра вĕреннĕ чухне, лекци вăхăтĕнче вăрттăн алса-чăлха çыхаттăм», – тет ăстаçă иртнине аса илнĕ май.

Пултаруллă çын пур енĕпе те пултаруллă тени тĕрĕсех çав. Геннадий Афанасьевич юрлама-ташлама та ăста. «Уяв» ансамбле вăл çирĕм çула яхăн çÿрет. Фольклор ушкăнĕпе пĕрле Эстонире, Францире, Венгрире, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пулса курнă. «Чăвашсене пур çĕрте те хапăлласа кĕтсе илеççĕ, – тет ăстаçă. – Çи-пуçпа, юрă-ташăпа кăсăкланаççĕ».

1985 çулта асăннă ушкăн Францири пĕтĕм тĕнчери фольклор фестивальне хутшăннă. 33 кун пурăннă унта. «Уйăхра французла та вĕрентĕр пулĕ;» – шÿтлетĕп эпĕ. «Эпир вĕренеймерĕмĕр. Ку енĕпе французсем маттуртарах», – пулчĕ хурав.

1995 çулта «Уяв» каллех Францие çул тытнă. Кунта «Чăваш юрăçи-сене кĕтсе илетпĕр!» плаката асăрхасан ентешсем тĕлĕннĕ. Ăна кам çырнипе кăсăкланнă. Пĕр француз шакăртаттарса чăвашла калаçнине илтсен чутах тÿнсе кайман артистсем. Хайхискер чăваш чĕлхине вĕренес тĕллевпе Сĕнтĕрвăрри районĕнче чылай пурăннă иккен. Шупашкара та килсе çÿренĕ.

«Ют çĕршывсенче пулса курни тавра курăма аталанма пулăшать. Унсăр пуçне кашни тăрăхран тĕрлĕ чечек илсе килме тăрăшатпăр. Акă Венгрирен илсе таврăннă герань еплерех аван çитĕнет», – паллаштарать кил хуçи балкон çинче çитĕнекен ÿсен-тăранпа. Йыт пырши пек тăсăлса ÿсекенскер хĕп-хĕрлĕ, кĕрен çеçкипе куçа илĕртет. Францирен, Турцирен илсе килнĕ чечексем вара йăл илеймен иккен.

«Уяв» ансамбле çÿрекенсене те тĕртнĕ кĕпесемпе тивĕçтерет Г.Степанов. Пур ĕçе те кăмăллаканскер ытларах пир тĕртме юратнине палăртрĕ. Çапах та арçыннăн пурнăçра пăчкă-пуртă тытасси те пулатех. Ăна та вылянтарать çеç. Апла пулсан ăстаçăн аллине ылтăнпа танлаштарни тĕрĕсех.

В.МАКСИМОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика