АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Купăста – пахча патши

03 августа 2011 г.

Куславкка районĕнчи Василий Семенов фермер хуçалăхĕ пахча çимĕç çитĕнтерессипе аталанать. Юлашки вăхăтра чĕр тавара вырăнтах тирпейлесе сутассине те йĕркеленĕ. Кунти тăварланă-йÿçĕтнĕ хăяр- купăста Мускава та çул хыврĕ ĕнтĕ. Республикăри купăста уявне шăпах В. Семенов пуçарнипе йĕркелесе янă. Хуçалăхăн çĕр, техника, ĕçлекенсем çителĕклех. Опыт пур темелле. Пĕлтĕр акă шăрăх та типĕ çанталăка пăхмасăрах ĕçченсем пысăк тухăç пухса кĕртнĕ. Иртнĕ çулсенче акмалли-сухаламалли лаптăксем хушăннă май чĕр тавара упрамалли вырăн çителĕксĕрри самай систернĕ. Нумаях пулмасть вара Карачра строительсем хĕрсех ĕçе пикеннĕ. Фермер çăмăллăх кредичĕпе усă курса икĕ склад тума тытăннă. Пĕрремĕшĕ икĕ хутлă пулать. Унта чĕр тавара тирпейленĕ хыççăн продукци – тăварланă купăста, хăяр, помидор тата ытти пахча çимĕç – упрĕç. Складăн тĕп пайĕ çĕр айĕнче пулмалла. Çакă температурăна пĕр пек тытса тăма май парать. Çуртра яланах 4 градус ăшă тăмалла. Хатĕр çимĕçе ик çĕр литр кĕрекен пичкесенче упрасшăн. Пĕтĕмĕшле лаптăк 750 тăваткăл метр. Иккĕмĕш хута поликарбонат пленкипе витнĕ теплица йышăнĕ. Унта пахча çимĕç калчине ÿстерĕç. Çапла майпа производство лаптăкĕ самай перекетленет. Объекта строительсем сентябрь тĕлне хута ярасшăн. Пĕрремĕш склада тунă çĕре ытларах вырăнти ĕçченсене явăçтарнă.

Иккĕмĕш склада вара «Тав» строительство организацийĕ пулăшнипе хăпартаççĕ. 780 тăваткăл метр йышăнакан çуртра чĕрĕ купăста упрама палăртнă. Çавăнпа склад самай çÿллĕ пулмалла, ултă метр таранах. Ăна та кĕске вăхăтрах туса пĕтермелле, кăçалхи октябрь тĕлне. Уй-хиртен пахча çимĕçе тÿрех çĕнĕ склада хывма ĕмĕтленет фермер.

Производство объекчĕсем ÿснĕ май Василий Николаевич çĕр лаптăкне те пысăклатасшăн. Хальхи вăхăтра вăл 45 гектар йышăнать. Малашне чĕр тавара вырăнтах тирпейлессине те анлăлатасшăн. Хатĕр продукци хаклăрах каять. Туянас текенсен йышĕ хушăнсах пырать. Хушма ĕç – ял çыннисемшĕн хушма ĕç вырăнĕ. Шалăва вăхăтра, йĕркеллĕ тÿлесе пынă май çывăхри ялсенчен те ĕçлеме килеççĕ кунта. Фермер хуçалăхĕ вăй илсе аталанни районăн социаллă пурнăçĕпе экономикишĕн те пĕлтерĕшлĕ.

Л. Алексеева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика