АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мал утăмлă пулмалла

03 августа 2011 г.

Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев районсемпе хуласене тухса çÿрени республикăна 2020 çулччен стратегиллĕ аталантармалли программăпа çыхăннă. Муниципалитетсем республикăпа федераци программисене мĕнле пурнăçласа пынине куçпа курса хакламасăр малашне тухăçлă ĕçлеймĕн. Вĕсем çитменлĕхсене пĕтерме хатĕр-и; Çынсен шухăш-кăмăлне пĕлни те пĕлтерĕшлĕ. Çак кунсенче М. Игнатьев Йĕпреç, Канаш тăрăхĕсенчи ĕç-пуçпа паллашрĕ.

«Ана çинче хыт хура...»

Йĕпреç районĕнчи «Путиловка» агрофирмăра кĕрхисене çирĕм гектар ытла вырса пуçтарнă. Йĕтем çинче çĕнĕ тырра алласа типĕтеççĕ. Кăçал вăл ăнса çитĕнни савăнтарать. Апла иртнĕ çул пушанса юлнă пÿлмесем тĕш тырăпа тулĕç.

– Гектар пуçне 25 центнертан кая мар пухса кĕртесшĕн, – пĕлтерчĕ Йĕпреç район пуçлăхĕ Анатолий Петров.

– Пĕлтĕрхипе танлаштарсан лайăх кăтарту, – палăртрĕ республика ертÿçи. – Вырмара тухăçлăрах ĕçлеме тăрăшмалла.

«Путиловка» хуçалăхра иртен пуçласа каçченех ĕç шавĕ лăпланмасть. Фаина Захарова тĕп агроном каланă тăрăх хальлĕхе уй-хирте пĕр комбайн ĕçлет. Тырă ытларах кĕме тытăнсан йĕтем çинче те икĕ сменăпа ĕçлеме тытăнасшăн. Хуçалăхра качака ĕрчетеççĕ. Вĕсен шучĕ 150 пуçа çитнĕ ĕнтĕ. Унсăр пуçне мăйракаллă шултра выльăх та пур. Уй-хирте çитĕнтерни йăлтах тенĕн вĕсене тăрантарма каять. Агрофирма ертÿçи Владимир Марушев сăмахĕпе выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма утă, сенаж, силос çителĕклех янтăланă. Ĕне пуçне 23,6 центнер апат единици тивет.

«Трудовик» хуçалăхра вырмана тухса ĕлкĕреймен-ха. Çапах çу кунĕсенче ĕç туллиех. Халĕ хĕрсех выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Сергей Ярчеев председатель каланă тăрăх условнăй выльăх пуçне 20 апат единици пур ĕнтĕ. Хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх 205 пуç кăна, çав шутран сăваканнисем – 60. «Утмăл ĕне ытла та сахал», – терĕ М. Игнатьев.

Уй-хирте вăрман пек кашласа ларакан тал пиçен самай тĕлĕнтерчĕ. «Лаптăкри тырра фуражлăх кăна акнă», – тÿрре тухма пăхрĕ ертÿçĕ. Çынран та çÿллĕ ÿссе кайнă тал пиçен айĕнче çурхи урпа курăнманпа пĕрех. Хыт хураран выльăх апачĕ туса продукци илессине ÿстересшĕн-шим кунта; Хуçалăхра агротехникăна пăхăнманнипе ĕнтĕ уйсенче çум курăкĕ ашкăрать.

– Çанталăк условийĕсем çине кăна йăвантарни вырăнсăр. Эпир çирĕм пĕрремĕш ĕмĕрте пурăнатпăр, ял хуçалăхĕнче çĕнĕ технологипе туллин усă курмалла, – асăрхаттарчĕ президент вырăнти пуçлăхсене.

Районта тăватă хăмла пахчи. Вĕсем çине те кунта тахçанах алă сулнă. М. Игнатьев вĕсене уйрăм çынсене пама е Вăрнар районĕнчи «Агрохмель» пĕрлешÿпе килĕшÿ тума сĕнчĕ. Йĕпреç районĕнче пурăнакансене таса шывпа тата хăтлă та йÿнĕ çурт-йĕрпе тивĕçтересси мĕнле пынипе те кăсăкланчĕ вăл. 1994 çултанпа ку тăрăхра хăватлă насус тата шыв тасатакан станцисем, хранилище хута янă. Буинск – Йĕпреç магистральпе шыв пăрăхĕ хывнă. Палăртнине пурнăçа кĕртме, Йĕпреçре шыв валеçекен сеть туса пĕтерме татах 64,3 млн тенкĕ кирлĕ. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 12,18 млн тенкĕ уйăрнă.

Поселокра çĕкленнĕ пилĕк хутлă кирпĕч çурта такам та ăмсанмалла. Объекта кăçалхи августра хута ямалла. «Агрокомплект» предприяти строителĕсем çуртра юлашки ĕçсене пурнăçлаççĕ. Кунта коммерциллĕ хваттерсем пурĕ те вунă процент кăна-мĕн. Ытти йăлтах социаллă çурт-йĕр шучĕпе памаллисем. Хăтлă хваттерсене кĕçех Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕсем, тăлăх ачасем, авариллĕ çурт-йĕрте пурăнакансем куçмалла. Шел, илемлĕхе стройка йĕри-тавра кашласа ларакан çум курăкĕ хуплать. Уйра кăна мар, Йĕпреçри тĕп урамра та хуçаланать хыт хура. Вырăнти пуçлăхсем çавна та асăрхаманни, поселока йĕркене кĕртейменни тĕлĕнтерет.

Йĕпреçри тырă йышăнакан предприяти уйăх каяллах уйрăм харпăрлăха куçнă, анчах лав вырăнтан тапранни сисĕнмест-ха. Районта вырма пырать пулин те, кунта шăплăх хуçаланать. М. Игнатьев çывăх вăхăтрах предприятие ĕçлеттерсе яма ыйтрĕ. Сăмах май, районта темиçе инвестици проектне хута яма палăртнă. «Молочная империя» предприятие аталантарма 3,5 млн тенкĕ хывнă.

Районăн кăçалхи пĕрремĕш çур çулти социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвне пĕтĕмлетнĕ май пĕлтĕрхипе танлаштарсан лару-тăру ытлашши улшăнманнине палăртрĕç. Промышленность производствин калăпăшĕ 5 процент çеç ÿснĕ. Иртнĕ çулхи типĕ çанталăк хыççăн ял хуçалăх отрасльне те сумлăн ярса пусма йывăртарах, çавăнпа кăтартусем те пĕчĕкрех. Район пуçлăхĕ выльăх пуçне 28 апат единици хатĕрлеме шантарчĕ.

– Кăçал ăнăçлă çулталăк, çавăнпа условнăй выльăх пуçне 50-60 апат единици таранах хатĕрлемелле. Мал утăмлă пулмалла. Сирĕн 1,5-2 çуллăх та апат саппасра пулмалла, – палăртрĕ М. Игнатьев. Вăл аграри секторне лайăхрах ĕçлеме, инвестици проекчĕсене палăртнă вăхăтра хута яма, вăтам тата пĕчĕк бизнеса аталанма пулăшса пыма хушрĕ.

Ÿркенмен ăста пулнă

Канаш тăрăхĕнче ĕçлĕ çул çÿрев «Канаш» пĕрлешÿрен пуçланчĕ. Хуçалăхра сĕт-çу комплексĕ тума, ăратлă выльăх туянма, чĕр тавара вырăнтах тирпейлеме оборудовани вырнаçтарма палăртнă. Махмуд Гулиев ертÿçĕ каланă тăрăх машинăпа трактор паркне 80 процент çĕнетнĕ. «Кăçал пире патшалăх 3 млн тенкĕ парса пулăшрĕ. Çакă пире ĕне выльăх йышне упраса хăварма кăна мар, ÿстерме те май пачĕ», – пĕлтерчĕ вăл. Район типĕ çанталăк кÿнĕ тăкака саплаштарма пурĕ 14 млн тенкĕ пулăшу илнĕ. «Тыр-пула тăкаксăр пуçтарса кĕртме, выльăх апатне ытлă-çитлĕ хатĕрлеме тăрăшса ĕçлемелле», – терĕ президент.

Çеçпĕл ялĕнчи Ирина Сергеева иртнĕ çул вырăнти хуçалăхăн пушанса юлнă гараж çуртне илсе пĕчĕк предприяти уçнă, керамзит блокĕсем, çăл валли ункăсем кăларма тытăннă. Çĕнĕ предприятире 15 çын ĕç тупнă. Кунта малашне прицепсем, мотоблок валли кĕреплесем кăларма ĕмĕтленеççĕ. Александр Афанасьев ялтах полиэтиленран пăрăх, пакет, çÿп-çап миххи кăларассине йĕркеленĕ. Çĕнĕ предприятире саккăрăн вăй хураççĕ. Оборудование хăйĕн тата кредит укçипе туяннă. Президент пайтаçăна патшалăх пулăшăвĕпе усă курма, ЧР экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министерстви ирттерекен конкурссене хутшăнма сĕнчĕ.

Шел, Çеçпĕлте те çум курăк ашкăрса ларакан уй-хир кăмăла самай пăсать.

М. Игнатьев хула больницине те çитсе курчĕ. Травматологи уйрăмне тĕпрен юсаса çĕнетеççĕ. Сывлăх сыхлавне модернизацилемелли программăпа çакна тума 224,95 млн тенкĕ уйăрнă. Кăçал травматологи, хирурги уйрăмĕсене çĕнетмелле. Черетре – акушерпа гинекологи уйрăмĕ. Ĕç условийĕсем лайăх-ланнă май медиксен шалăвĕ те ÿснĕ. Хальхи вăхăтра уйăхри вăтам ĕç укçи 24 пин тенкĕ.

Çапах республикăри ĕç çыннисен шалăвĕ пысăк тесе калаймăн. Пасарсенче тавар хакне виçесĕр ÿстерсе яни вĕсен кĕсйине татах пушатать. Акă кăçал çĕр улми çителĕклех темелле. Анчах пасарта темшĕн килограмне 10-25 тенкĕпе сутаççĕ. Пĕлтĕрхи пекех пысăк услам илесшĕн-тĕр.

Ĕçлĕ тĕл пулура Канаш районĕнче пурăнакансем ытти ыйтăва та хускатрĕç. Президент кашнинех туллин хурав пама тăрăшрĕ.

Л. АРСЕНТЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика