Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ай, юрлар-и юррине _ янравлине, Ай, ташлар-и ташшине _ илемлине…

Ĕлĕкхи йăла-йĕркепе район 90 çул тултарнă ятпа симпыл шăршиллĕ кăпăклă сăрине тутанса пăхма вăхăчĕ самай инçе пулин те, район менелникĕн çавра паллине халалласа кашни эрнере тĕрлĕрен мероприяти иртсех тăрать. Вĕсенчен чи сумли те хисепли _ район центрĕнчи художество пултарулăх коллективĕсен конкурсĕ. Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче тăваттăмĕш хут йĕркеленĕ "Патăрьел районĕн мăнаçлăхĕ" фестивале куракан та çаплах хак пачĕ тесе шутлатăп. Сăмах май каласан, совет саманинчи кинофильмсенчи юрăсене артистсемпе сцена çине кăларас тĕлĕшпе нумай тăрăшса ĕçлекенни, вăлах асăннă проект авторĕ те _ ЧР Культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Фарид Абитов.

Культура çуртĕнче çамрăксем тăван пек юратакан, килĕштерекен Александр Нефрит юрăç концертпа килнĕ чухнехи евĕр лăк тулли халăх. Пурте хăйсен коллективĕнчи артистсене вăй паракансем, болельщиксем. Сцена çинчи чаршав ерипен уçăлнă хыççăн район администрацин хор коллективĕ "Дом, в котором я живу" кинофильмри "Я люблю тебя, жизнь" юрра мăнаçлăн тăсса ячĕ. Çапла пуçланчĕ Чăваш Енти Амăшĕпе Ашшшĕне тата Раççейри Экологи çулталăкне халалланă фестиваль. Ун хыççăн куракансем коллективсенчи артистсене пĕрин хыççăн теприне чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Вĕсем хушшинче пĕччен, иккĕн, ушкăнпа юрлакансем те, ташлакансем те, хор коллективĕсем те, юрăна театрализацилесе кăтартакансем те пулчĕç. Кашни коллектив фестивале ятарлă тум хатĕрленипе çеç çырлахман, мероприяти темине, тĕллевне уçса парас тесе творчество шайĕнче те чылай тăрăшни сисĕнчĕ. Уйрăмах ташăсенчи çивĕч сюжет, пысăк сăнарлăхпа ăсталăх куракана савăнтарчĕ те, тыткăнларĕ те. Акă, "Василек" ача сачĕн коллективĕ лартнă "Юрату кăшăлĕ" ташă пурне те телейлĕ ачалăха илсе çитерчĕ, утмăлтурат уйĕнче чупса çỹренĕ самантсене куç умне кăларчĕ... "Вдохновение" ташă ушкăнĕн хỹхĕм хусканăвĕсене, район администрацин ташă ушкăнĕн "Халăх туслăхĕ" видеороликпа хатĕрленĕ сюжета пăхнăçем пăхас, хаклас, пахалас килчĕ. Куракансем кашни номер хыççăн тăвăллăн алă çупни те çакнах çирĕплетрĕ.

Фестиваль-конкурса хапăл тунисенчен хĕрарăмсен ансамблĕсем сахал мар пулчĕç: халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрăн, централизациленĕ библиотекăн, пĕрремĕш вăтам шкулăн, "Центральнăй", "Сказка" ача сачĕсен тата ыттисен те. Анчах та мăнаçлă хулăм баса хутăштарса юрлакан арçынсен ушкăнĕ пĕрре çеç пулчĕ. Патăрьелĕнчи ял хуçалăх техникумĕн арçынсен ансамблĕ "По ту сторону" фильмри "Песня о тревожной молодости" юрра хавхаланса шăрантарчĕ. Сăмах май каласан, фестиваль-конкурсăн тĕп призне те иккĕмĕш хут (чăн малтан 2014 çулта çĕнсе илнĕ) техникум коллективĕ тивĕçрĕ. Çулсеренех пысăк хастарлăх кăтартакан преподавательсен ушкăнĕ унсăр пуçне пысăк хор тата çивĕч сюжетлă ташă та хатĕрленĕ.

Куракансен призне вара Патăрьел ял тăрăхĕн коллективĕ чăнласах та тĕрĕс тивĕçрĕ тесе хаклас килет. "Мери Поппинс" фильмри "Непогода" юрра сунчăксем йăтнă каччăсемпе хĕрсем шăп та лăп çак куна хакласа юрларĕç тейĕн: апрелĕн 20-мĕшĕнче ирпе ирех кĕтмен туман çĕртен юрĕ те çуса лартрĕ, çумăрĕ те пĕрĕхрĕ... Урăхла каласан, артистсем сцена çинчен кăтартнă пекех, зонтпа çỹремелли çанталăк тăчĕ. Ял тăрăхĕн ĕçченĕсем çут çанталăкпа та "команда" тăваяççĕ тейĕн...

Йăлана кĕнĕ фестивале хутшăннисем пурте тенĕ пекех тĕрлĕрен номинаципе дипломсене тивĕçрĕç. Урăхла каласан, тепĕр çул çакнашкал мероприятие вăй-хăват пухса тата хастартарах хутшăнма хавхалану пур. Çапах та кăмăллипе юнашарах залри халăх сцена çине тухма кĕтсе илеймен коллектисене те асăнса хăварас килет. Иртнĕ çул районти тĕп больница, центральнăй аптека, райпопа обществăлла апатлану предприятийĕн коллективĕсенчи артистсем те куракана савăнтарнăччĕ. Анчах шел, хальхинче вĕсем пысăк мероприятинчен айккинче юлнă.

Фестивале хутшăннисене район администраци пуçлăхĕн çумĕ Марат Айзатуллов дипломсемпе саламларĕ, пурне те пысăк хастарлăхшăн тав турĕ.

А. ЕГОРОВА.



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 апреля 2017
10:01
Поделиться