Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хĕрарăм харсăрлăхĕ спортра та палăрать

 "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн предприятисемпе учрежденисенче, организацисенче ĕçлекенсен волейбол командисем финалти тупăшăва тухрĕç. Пурĕ 12 ушкăн вылярĕ. Пĕрремĕш вырăна агропромышленность техникумĕн ĕçченĕсем çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕш вырăна район администрацийĕнче вăй хуракансем тухрĕç. Виççĕмĕш вырăн вара район больницин командине тивĕçрĕ.

Хĕрарăмсенчен ял тăрăхĕн депутачĕ, район больницин врачĕ Т. Каштанова пуринчен те çаврăнăçуллăрах пулнине палăртмалла. Арçынсенчен район администрацийĕн ятарлă программăсен секторĕн заведующийĕ Г. Каллин лайăх вылякан ята тивĕçрĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 апреля 2017
09:59
Поделиться