Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Фермăра пулсассăн выльăх пурлăх пулĕ савăнмалăх

 Районта выльăх-чĕрлĕх отраслĕ иртнĕ çул тата кăçалхи пĕрремĕш кварталта мĕнле аталанса пынине пĕтĕмлетрĕç. Канашлăва район администраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай начальникĕ Л. Кузнецов, район- ти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов, республикăри ветеринари лабораторийĕн районти уйрăмĕн начальникĕ Л. Ефимова, Чăваш Енри патшалăх ветеринари службин ветеринари уйрăмĕн аслă инспекторĕ С. Савельева, ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен ертỹçисемпе ферма заведующийĕсем, зоотехниксем хутшăнчĕç.

Ял хуçалăх кассине куллен укçа кĕртекенни _ выльăх-чĕрлĕх. Вăл яланах çапла пулнă. Çакна тĕпе хурса ĕнтĕ ура çинче çирĕп тăракан хуçалăхсем вĕсен йышне ỹстерме тăрăшаççĕ. "Батыревский" хупă пĕрлешỹре, "Исток" тата "Корма" агрофирмăсенче, "Красное знамя" кооперативра, "Звезда" хуçалăхра кĕтĕве çĕнетнĕ. Çав вăхăтрах чĕлхесĕр янаварсен хисепĕ "Малалла", "Первомайск", "Тойсинская" хуçалăхсенче чакнă. В. Кириллов, А. Бухарин, Ф. Замалетдинов фермерсен те выльăх шучĕ сахалланнă.

Пĕтĕмĕшле районĕпе çул пуçламăшне 19144 пуç ĕне-выльăха шута илнĕ. Сăмах май, йыш маларахри çултинчен 3 процент пысăкланнă. Сыснасемпе качака-сурăх тытакансем нумайланнă.

_ 2016 çулта районта аш-какай чĕрĕ виçепе 6418,7 тонна туса илнĕ. Çакă маларахри çултипе танлаштарсан 91 процент кăна! Сĕт 34936,9 тонна сунă. Кăтарту 2015 çултинчен 1,8 процент ытларах, _ тесе пĕлтерчĕ район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп специалисчĕ З. Телегина докладĕнче, унтан вăл лайăх тата начар ĕçленĕ хуçалăхсене асăнчĕ.

_ Районти виçĕ хуçалăх _ "Исток", "Батыревский", "Красное знамя" _ 2016 çулта ăнăçлă вăй хучĕç, вĕсен çитĕнĕвĕсем савăнтараççĕ. Çак хуçалăхсенче ĕçе тĕрĕс пĕлсе йĕркелесе пыраççĕ. Шăпах вĕсем тăрăшнипе район кăтартăвĕ республикăра та аван. Кăçал пирĕн умма ĕне-выльăх шутне 500 пуç ỹстерме тĕллев лартнă. Ытти хуçалăхсем кĕтĕве çĕнетессипе тимлĕх уйăрмасан ăна мĕнле пурнăçлăпăр? _ терĕ Л. Кузнецов. Унтан вăл "Батыревский" пĕрлешĕвĕн директорне П. Ялукова выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе тăвакан ĕçсемпе паллаштарма ыйтрĕ.

_ Эпир ĕне-выльăх шутне ỹстерессипе 2006 çултанпа вăй хуратпăр. Паян, чăнах та, хуçалăх кассине укçа кĕртекен çăл куç _ сĕт, иртнĕ уйăхра ăна 4 млн тенке яхăнлăх сутнă. Фермăсене тултарас тесен тĕп кĕтĕве ỹстерессипе ытларах ĕçлемелле, _ тесе хуравларĕ Петр Валерьевич.

Кăçалхи пĕрремĕш кварталта ял хуçалăх предприятийĕсем 665,1 тонна аш-какай, пĕлтĕрхи çак вăхăтпа танлаштарсан (104 процент), сĕт 2055,1 тонна (117 процент) туса илнĕ. Апрель уйăхĕ тĕлне ра- йонĕпе 19466 пуç ĕне-выльăха шута илнĕ. Фермăсем тулли пулччăр тесен выльăхсен сывлăхĕ пирки те шухăшламалла. Тĕрлĕ чир-чĕртен профилактика мероприятийĕсене вăхăтра ирттермелле, ăна валли хуçалăхсенче укçа-тенкĕ çителĕклĕ уйăрмалла. Сыхланакана Турă та сыхлать тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ.

Республикăра иртнĕ çул сыснасем африка чумипе чирленĕ тĕслĕхсем пулчĕç. Тилĕсемпе йытăсем уртаракан чирпе аптăранине те шута илнĕ. Района çак тата ытти усал амаксем ан килччĕр тесен пурин те пĕрле килĕштерсе ĕçлемеллине каларĕ районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов. Петр Ильич çавăн пекех кĕтĕве лейкозлă ĕнесенчен тасатасси, чирлĕ выльăхсене уйрăм усрасси пирки те сăмах пуçарчĕ.

Л. Ефимова сĕте сутнă чухне пăхăнмалли требованисем, ветеринарипе профилактика мероприятийĕсем, С. Савельева выльăха, аш-какая турттарса кайнă вăхăтри тĕрĕслевсем пирки чарăнса тăчĕç.

О. ПАВЛОВА.

Пĕлме:

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕне-выльăх вăтамран 663 грамм ỹт хушнă, çакă малтанхи çултинчен 59 грамм ытларах.

1367 пăру илнĕ, ку 2015 çултинчен 94 пуç нумайрах.

Сысна çури виçĕмçулхинчен 852 пуç ытларах, пурĕ 23951 илнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
25 апреля 2017
11:33
Поделиться