Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ырă йăла вăй илсе пыни паха

Патăрьел районĕ республика шайĕнче те ырă йăла-йĕркене çултан-çулах тăсса пырассипе кăтартуллă. Уйрăмах спорт енĕпе иртекен мероприятисем çамрăксемшĕн паха тĕслĕх. Акă, çак кунсенче çеç район центрĕнче пурăнакансем ял кăлавин парнине çĕнсе илессишĕн волейболла выляса тупăшнă. Ял тăрăхĕн çамрăк пуçлăхне, Николай Ялукова _ хисеп туса спортсменсен вун пĕр команди черетпе площадкăна тухнă. Эрне тăршшĕпе пынă хĕрỹ кĕрешỹре пĕринчен тепри вăйă ăсталăхне кăтартма пултарнă. Ытти ăмăртусенче полици, Пенси фончĕн, ФСКан, "Батыревское" хуçалăхăн, "Русгидро" коллективĕн спортсменĕсене курма хăнăхнă-ха. Çапах та усламçăсем, предпринимательсем волейбол уйĕнче хăйсен хастарлăхне кăтартнине ырламасăр та май çук. Çивĕч кĕрешỹре вара пĕрремĕш вырăна агротехникум, иккĕмĕшне район администрацин, виççĕмĕшне тĕп больницăн командисем пайланă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 апреля 2017
14:19
Поделиться