Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕрлĕ енлĕ аталанма майсем пур

 Демографи лару-тăрăвне илес пулсассăн пирĕн районта 2017 çулхи виçĕ уйăхра 90 ача çурални паллă. 27 ялта вара пĕрремĕш кварталта пĕр пепке те кун çути курман. Мĕншĕн илсе кăтартас килчĕ-ха çак цифрăсене? Çĕршыв ертỹçисем вырăнсенче капмар ача сачĕсем, шкулсем çĕклеме майсем туса параççĕ. Çамрăк çемьесен проблеми татăлать-çке. Анчах...

Район центрĕнчи "Сказка" ача сачĕ те пĕчĕккисен йышĕнче мар. Кунта 12 ушкăн ĕçлет. Вĕсене 280 ача çỹрет. Кăçал 84-шĕ шкула кайма хатĕрленеççĕ. Вĕсен вырăнне вара ашшĕ-амăшĕ 70 ачана çакăнта яма ыйтса çырнă. Йыш чакасшăн.

_ Демографи лару-тăрăвне пирĕн ĕçченсем те лайăхлатма тăрăшаççĕ. Сотрудниксенчен тăваттăшĕ декрет отпускĕнче. Вĕсенчен виççĕмĕш ачине алла илес ĕмĕтлисем пур,_ тет садик ертỹçи А. Горшкова кăмăллăн.

Ача садне çулталăк çурăран йышăнаççĕ. Коллектив вĕсене шкул çулне çитиччен "пăхса" ỹстерет. Кадрсем çителĕклĕ. Воспитательсем пурте ятарлă пĕлỹ илнĕ, чылай ĕç стажĕллĕ. Н. Солдатова, В. Гаврилова, И. Тихонова çак системăра вăтăршар çул та ытла.

Ача садне 5 ялтан çỹреççĕ. Хăшĕсемшĕн вăл "алă айĕнчех" темелле. Ыттисемшĕн те чăрмав кỹмест. Учреждени çулталăк тăршшĕпех ĕçлет. Хăш-пĕр ялсенче (шкул-садсенче) вĕсене çуллахи вăхăтра пĕрер е икшер уйăхлăха хупаççĕ. Кунта вара çук. Пĕчĕкскерсем патне шăпах ашшĕ-амăшĕ, аппăшĕ-пиччĕшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ килти хушма хуçалăхра пахчасенче ĕçленĕ чухне тимлĕх çитерейменнине те мала хума тăрăшаççĕ. Çакă инкек-синкекрен асăрханма та пулăшать. Садике кайман ачасем çул çине тухса сусăрланасран, шыв хĕррине пырса чăмасран сехĕрленесси çуках кун пек чухне. Воспитательсен те ачасемпе те, ашшĕ-амăшĕпе те çыхăну татăлмасть. Воспитани ĕçĕнче çакă та вырăнлă.

Ачасене аталанма условисем çителĕклĕ садикре. Аслă тата кĕçĕн воспитательсем, спорт инструкторĕ, музыка руководителĕсем, логопед пур. Çитĕнекен ăрăва вырăнта, районта, республикăра иртекен тĕрлĕ конкурса явăçтараççĕ. Иртнĕ çул, акă, "любознайка" тупăшура пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. "Юрă ĕçлеме те, пурăнма та хавхалантарать" конкурс дипломĕ те пур. "Асамлă юмах тĕнчинчен" театр коллективĕ çĕнтерỹпе таврăннă. Гимнастикăпа 4 район хушшинче ирттернĕ фестивальте те малтисем пулнă. "Синичкин день" республика конкурсĕнчен иккĕмĕш вырăнпа килнĕ. Ачасемпе ашшĕ-амăшĕ валли ирттерекен хăрушсăрлăх урокĕ акцие хутшăнса иккĕмĕш этапра диплома тивĕçнĕ. Урăхла каласан, ачасем те, ĕçлекенсем те хăйсен пултарулăхне кăтартсах тăраççĕ. 2015 çулта О. Ярукова воспитательсем хушшинче палăрнăччĕ. Кăçал вара С. Романова район шайĕнче çĕнтерỹçĕ пулчĕ.

_ Тăрăшмасăр нимĕн те пулмасть,_ тет Алена Александровна ертỹçĕ. _ Пĕр-пĕр конкурса хутшăнас тесенех тĕрлĕ литература пăхмалла, тум çĕлеттермелле. Тавракурăма анлăлатмалла. Тара ỹкиччен ĕçлемелле. Кайранхи хавхалантарать. "Новогодняя фантазия. Огни Чувашии" конкурсра 3 пин тенкĕ приза тивĕçрĕмĕр. Лайăх-çке. Çакă та пĕр шăтăк саплама çитет.

Коллектив ачасен ашшĕ-амă- шĕпе туслă çыхăнура. Вĕсем пухусене сиктерми çỹреççĕ. Утренниксене, мероприятисене хутшăнаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ ерçеймен чухне аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ килме ỹркенмеççĕ. Пĕринче Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисен кунне уявланă чухне ирттернĕ конкурса хĕрачан хĕреснай ашшĕ килнĕччĕ. Кирлĕ чухне пулăшу та параççĕ. Хĕллехи вăхăтра юр нумай çăвать. Ăна тасатакан техники юрăхсăра тухнăччĕ. Аслисем алă тăсса пачĕçех. Хăйсен ачисем çỹрекен ушкăнсен уçăлма тухакан лаптăкĕсене те тирпейлесе тăма хирĕç мар вĕсем.

Пурнăçри кашни пулăм мĕнпе те пулин асра юлтăр тесе тăрăшаççĕ коллективра. Кăçал район 90 çул тултарнă май, пилеш аллейи те лартасшăн. Унта аслă ушкăнри ачасем, ашшĕ-амăшĕ хутшăнĕ. Ỹснĕçемĕн ачасем хăйсем лартнă йывăçсене куç илмесĕр пăхĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА.



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 апреля 2017
09:57
Поделиться