Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Халăхсем туслă пурăнччăр

Çак кунсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мурманск облаçĕн Губернаторĕн пĕрремĕш çумĕпе Алексей Тюкавинпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Ертỹçĕсем калаçу вăхăтĕнче икĕ субъектăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ пирки сỹтсе явнă, регионсене мĕн авалтан пыракан çирĕп туслăх пĕрлештерсе тăнине каланă.

"Хальхи вăхăтра Мурманскра тăватă пине яхăн чăваш пурăнать. Вĕсем наци культурин йăли-йĕр- кине çирĕп пăхăнаççĕ, экономика тĕлĕшĕнчен те пĕр-пĕринчен вĕренсе пыраççĕ",_ тенĕ Алексей Тюкавин.

Тĕл пулу вăхăтĕнче ертỹçĕсем суту-илỹре, культурăра тачă çыхăнса ĕçлемелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ.

"Пĕр-пĕрин паха опытне тĕпе хурса ĕçре пурнăçа кĕртни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ",_ тенĕ Михаил Игнатьев. Çакна та палăртса хăвармалла: хальхи вăхăтра Мурманскра "Чăваш Ен" ятлă общество пур. Вĕсем час-часах хăйсен концерчĕсемпе халăха савăнтараççĕ, йăла-йĕркене çирĕп тытса пыраççĕ, _ çапла хак панă Алексей Тюкавин çурçĕр-те пурăнакан чăвашсен хастарлăхне.

Михаил Игнатьев Чăваш Ен правительстви вĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме хатĕррине пĕлтернĕ. Çакна та палăртса хăвармалла: пĕтĕмпе Чăваш Республики Раççейри регионсемпе килĕшсе ĕçлемелли 43 ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ.

Вулакана пĕлме

Паянхи кун Раççейĕн Мурманск облаçĕн- чи Çурçĕр флотĕнче пирĕн районтан контрактпа çар службинче тăракан тăхăр салтак. Вăл шутра Сăкăтри А. Муллин, Н. Кураков, М. Артамонов, Шăхачри Н. Никитин, А. Моисеев, Тикешри А. Кузьмин, Еншикри А. Колосов, Вăрманхĕрри Шăхалĕн- чи А. Егоров Мурманск облаçĕнчи тĕрлĕ çар чаçĕнче салтакăн яваплă тивĕçне пурнăçлаççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
24 марта 2017
09:50
Поделиться