Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шыв-шуртан асăрханăр!

 Районти шыв-шура хирĕç кĕрешессипе йĕркеленĕ комисси членĕсем _ район администрацийĕн ятарлă программăсен секторĕн заведующийĕ Г. Каллин, районти Роспотребнадзор уйрăмĕн начальникĕ О. Так- макова, райадминистрацин строительство, обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пай специалисчĕ К. Михайловская _ планпа килĕшỹллĕн Туçа ял тăрă- хĕнче пулнă. Ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕ А. Мальцева ейỹ ан сарăлтăр, инкек ан кăтарттăр тесе тунă ĕçсемпе паллаштарнă.

Комисси членĕсем Тутар Тимешĕнчи, Анат Туçари, Вăтаелĕнчи гидротехника сооруженйĕсене, шыв юхмалли пăрăхсене, кĕперсене пăхнă.

О. Такмакова пусăсем çывăхĕнчи юрсене тасатмалли, тирпейлемелли, çакăн пирки халăха ăнлантармалли пирки каланă.

(Хамăр корр.). 



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 марта 2017
15:52
Поделиться