Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хамăр пурлăхшăн хамăрах яваплă

Çанталăк кунсеренех ăшăтса пынă май районта пушар тухас хăрушлăх та ỹссе пырать. Çавăнпа та хамăр пурăнакан кил-çурта, хуралтăсене вут-кăварпа çыхăннă инкек-синкекрен хăтарас тесен чăн малтан "01" служба сотрудникĕсем ыйтакан йĕркесене пурин те çирĕп пăхăнмалла. Хамăр пурлăхшăн никам та мар, хамăрах яваплă. Çак шухăша тĕпе хурса районти пушар надзорĕн, чаçĕн сотрудникĕсем кашни эрнерех ялсенче пĕччен пурăнакан ватăсемпе, нумай ачаллă çемье членĕсемпе калаçусем йĕркелеççĕ.

Иртнĕ эрнере çеç "Пурăнмалли çурт-йĕр _ 2017" операци программипе Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕнче пулнă, профилактика темипе тухса калаçнă. Çак тăрăхра асăннă ыйтăва çивĕчлетме сăлтавĕ те пысăк. Ку таранччен шута илнĕ районти вунă пушартан иккĕшĕ шăпах çак ялти çемьесене шар кăтартнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 марта 2017
15:49
Поделиться