Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Чунăмра шав ырă кăмăл Эп хавас кашни куна"

Аллăмра _ хамăрăн ентешĕн, чылай юрăсен сăввисен авторĕн, Валерий Раштавăн кĕнекисем _ "Шухăша вĕçтереймĕн çилпе" (2013 çул) тата "Телей кайăкĕ" (2016 çул). Мана вĕсем ăнсăртран лекмен, иккĕш-не те Валерий хăйех, пичет сăррисен шăршисем сĕврĕлсе пĕтичченех парнеленĕччĕ. Савăнăçлă вăхăтра та, йывăр чухне те вĕсене час-часах алла тытатăп та хамшăн çывăх сăвăсене вулатăп. Тĕлĕнмелле пек те, анчах автор çыракан хайлавсенчи кашни сăмах чунран шăранса чĕре витĕр тухнăран çамрăксене те, аслă çултисене те хăйсем патне туртать. Вĕсенче чылай сăвăра çук чунлăх пур. Атте-аннене, çуралнă тăрăха хисеплеме, таса та черчен юратăва упрама вĕрентеççĕ, самана таппине тĕрĕс куçпа сăнлаççĕ, ырă усала çĕнтернине кăтартаççĕ. Ансат чĕлхи пур ỹсĕмри çыншăн та питĕ çывăх, çавăнпах ĕнтĕ унăн сăввисемпе хывнă юрăсене шăрантаракан эстрада артисчĕсене халăх хапăлласах йышăнать.

"Ай, ăçта эсир,

савнă тантăшсем,

Хỹхĕм те хастар яшсемпе хĕрсем?"

Кашни çын патне çул тупма пĕлекен В. Самойлов Кивĕ Катекре çуралнă. Раштав псевдонима вăл хăй раштав (декабрь) уйăхĕнче кун çути курнăран илнĕ. Ялти шкулта, унтан Патăрьелĕнчи иккĕмĕш пĕлỹ çуртĕнче ăс пухнă хыççăн Шупашкарти И. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне ăс пухма кĕнĕ. Ачаранах сăвăсем çырма юратни, хаçат-журналпа тачă çыхăну тытни ăна кунта илсе çитернĕ. Хамăр район каччипе эпĕ, çак йĕркесен авторĕ, шăпах аслă шкулта паллашрăм. Пилĕк çул пĕрле, пĕр ушкăнра наука гранитне "кăшларăмăр", филолог тата журналист пулнине çирĕплетекен диплома илтĕмĕр. Студент чухне Валера "Тантăш" хаçатпа, "Çилçунат" (халĕ "Самант"), "Капкăн" журналсемпе тата ытларах çывăхланчĕ. Вăл шухăшласа тупнă пуç ватмăшсемпе ỹкерчĕксем кашни номерте тенĕ пекех кун çути куратчĕç. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕ- сенче асăннă массăллă информаци хатĕрĕсене çырăнса илнисем вĕсене ас тума та тивĕç. Университетри И. Яковлев пỹлĕмне те илемлетме пулăшрĕ. Эпир, пĕрле вĕренекенсем, Валерăн пур енлĕ пултарулăхĕнчен, ăсталăхĕн- чен тата кашни çĕре ĕлкĕрме пултарнинчен питĕ тĕлĕнеттĕмĕр. Сăмах май, дипломне те хăйĕн ĕçĕсемпе _ хайлавĕсемпе, ỹкерчĕкĕсемпе _ хỹтĕлесе тĕлĕнтерчĕ.

Студент вăхăчĕ çыннăн пурнăçĕнчи чи хаваслă та илемлĕ тапхăр. Валерий ăна тата та ытларах асра юлмалла тума пулăшрĕ: аллине гитара тытатчĕ те кĕвĕсем шăрантаратчĕ. Хăй çырнă сăвăсене те çемĕ майăн каласа паратчĕ. Шỹтлесе илме те ĕлкĕретчĕ. Унпа юнашар яланах хаваслăччĕ.

"Пурнăç тутлă тĕлĕк мар" .

..Пурнăç кустăрми мĕнле çулпа чупассине никам та пĕлмест. Паян эпир сывă-чĕрĕ, ыран... Диплом илнĕ хыççăн кăшт вăхăт иртсен Валерăн пурнăçĕ икке пайланчĕ: малтанхи тата хальхи. Ăнсăртран пулнă инкек ăна вырăн çине "пăталарĕ". Тепĕр çын çакăн хыççăн пурнăçа курайми пулатчĕ, икĕ аллине лăштах усатчĕ пуль, анчах Валера ун йышши мар. Поэзи каçалăкĕн алăкне ачаллах уçнă май вăл пултарулăхне аталантарма, сăвă хыççăн сăвă çырма пуçларĕ. Хăйне валли, чунне йăпатма тесе шăрçаланă малтанласа. Пĕринче вара, 2005 çулта, куçĕ тĕлне Алексей Московскин "Эсĕ кăна" ятлă кассети лекнĕ. Унта республикипе юратакан эстрада артисчĕн телефон номерĕ пулнă. Ентешĕмĕр именчĕклĕхне сирсе Елчĕк район каччине шăнкăравласа хăй сăвăсем çырнине пĕлтерет. Çапла майпа В. Раштавăн сăввисемпе хывнă юрăсем сцена çинче янăрама пуçлаççĕ.

_ Унччен эпĕ çамрăксем валли ытларах çыраттăмччĕ, юлашки çулсенче аслисем валли те пикентĕм. Çынсене шухăшлаттаракан, чуна пырса тивекен йĕркесем те, савăнăçлисем те кирлĕ. Сăвăсене ытларах юрăсем валли хайланă май çакна шута хурса ĕçлетĕп, _ тет Валерий Раштав.

Паян поэт-юрăç 300 ытла юрă авторĕ. Унăн сăввисемпе хывнă юрăсене 100 ытла артист шăрантарать: Фарида, Алексей Московский, Алексей Шадриков, Александр Васильев, Андрей Думилин, Валентина Волкова... Çавăн пекех Кивĕ Катекри культура çурчĕн директорĕ В. Ларионов тăрăшнипе йĕркеленĕ "Самана" ушкăн (ертỹçи Е. Кузнецова) та В. Самойлов çырнă юрăсене халăх умне кăларать. Кивĕ Катекри Л. Терентьева солисткăна куракансем иккĕмĕш Фарида тесех хаклаççĕ. Республикăри сумлă композиторсемпе _ Сергей Марковпа, Александр Быковскийпе, Александр Павловпа, Константин Рязановпа... _ тачă çыхăну тытать. Валерий Раштавăн ячĕ-сумĕ çултан-çул çỹлелле çĕкленсе пырать. Çакна республикăри культура, национальность тата архив ĕçĕсен министерствин, район администрацин, республикăри "Эстрада артисчĕсен союзĕ" обществăлла организацин тата ыттисен Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем те çирĕпетеççĕ. Ентешĕмĕр ЮТВ телеканал йĕркеленĕ конкурсра "2015 çулти чи лайăх поэт- юрăç" номинацие тивĕçнĕ.

Валерăн пултарулăхĕпе туллинрех тата тĕплĕнрех паллашас текенсен мартăн 29-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче иртекен творчество каçне килсе курма май пур. Ентешĕмĕрĕн сăввисемпе хывнă юрăсене Фарида, Алексей Московский, Андрей Думилин тата ыттисем те шăрантарĕç.

О. ПАВЛОВА

Шухăш В

алерий РАШТАВ, поэт-юрăç:

_ Пултарулăх каçне йĕркелесси пирки чи малтанах район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов сăмах хускатрĕ. "Авангард" хаçатра тăрăшакансемпе Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче ĕçлекенсем те айккинче юлмарĕç. Артистсем те хапăлласах хутшăнма кăмăл турĕç. Вĕсем халăха хăйсен илемлĕ те çепĕç сассисемпе савăнтарĕç. Манăн пултарулăха килĕштерекенсене пурне те уява чĕнетĕп.



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 марта 2017
15:42
Поделиться