Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Акцие хапăл тунă, вулавăша пуянлатнă

Çак кунсенче Патăрьелĕнчи ача-пăча библиотеки çĕнĕ те кăсăклă литературăпа пуянланнă. "Ачасене кĕнеке парнелер" акцие хапăл туса чылай çын хăйсен çемье архивĕнче упранакан кĕнекесене вулавăша парнеленĕ. Вăл шутра юмахсем те, район пурнăçĕпе, уйрăм çынсен çитĕнĕвĕпе çыхăннă кĕнекесем те пур. Ыркăмăллăхпа парнеленĕ кĕнекесенчен ачасем тăван районăмăр 90 çулхи юбилейĕ умĕн нумай-нумай кирлĕ хыпара вуласа пĕлĕç.

Çỹлĕкри çĕнĕ "чун апачĕсем" хушшинче нумай пулмасть çеç кун çути курнă "Савнă ен, тăван çĕршывăм" кĕнеке те пур. Унăн авторĕ Тăрăн çынни, хисеплĕ таврапĕлỹçĕ, поэт, нумай юрăсен авторĕ, ăста ỹнерçĕ, "Авангард" хаçатăн тусĕ Л. Лялькин. Леонид Çилкасăн сăввисемпе поэмисем, статйисемпе очеркĕсем тарăн шухăшлă, çав вăхăтрах çăмăл та вуланаççĕ.

Т



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 февраля 2017
10:44
Поделиться