Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьелсем те пайсăр мар

Район ĕçченĕсем Çĕнĕ çула ырă улшăнусемпе, çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе кĕтсе илчĕç. Унсăр пуçне хавхаланмалли уйрăм сăлтавсем те çук мар. 2017 çулта республикăна çитнĕ 16 çĕнĕ шкул автобусĕнчен пĕри шăпах Патăрьелсене тивĕçни те савăнăç. Вĕсене вунă çул каялла кăларнă техникăсене çĕнетес тĕлĕшпе Чă- ваш Ене валеçнĕ. Шкул ачисене илсе çỹрекен автобусра мĕн пур услови çителĕклĕ: ачасем валли те, водитель валли те. Сăмах май каласан, паян пирĕн районта 29 шкул автобусĕ ачасене тĕрлĕ ялтан илсе çỹрет.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 января 2017
15:51
Поделиться