Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ачасăр мăшăр _ калчасăр тыр-пул

Кăçалхи Автан çулталăкĕ районти кашни çамрăк çемьене хăйĕн пек уçă саслă пепке парнелетĕр тесе ыйтас килет. Кун валли пусарса та пăлханса калаçма сăлтавĕ те пур. 2016 çулхи демографи кăтартăвĕсене илес пулсан, пирĕн районта 374 ача çуралнă, çав вăхăтрах 531 çын ĕмĕрлĕх тĕнчене куçнă. Цифрăсем хушши пысăк пулни чăнах та пăшăрхантарать. Эпир паян хамăр хыççăн шанчăклă ăру хăвармасан пире мĕнле малашлăх кĕтĕ? Ял çĕнелесси, наци пуянлăхĕ епле пулĕ? Çапла мар-и? Акă, районти 56 ялтан 8-шĕн- че çулталăк тăршшĕпе пĕр пепке те çуралман! Пĕчĕк Шăнкăртам, Тутар Тимеш, Чĕпкас е тата ытти пĕчĕкрех ялсенче кун пек ỹкерчĕк пулнăшăнах куçа чармăн. Вĕсенче ытларах тивĕçлĕ канăва тухнисем пурăнаççĕ темелле. Çак "хура" списока Первомайскисем те çакланнинчен вара тĕлĕнмеллипех тĕлĕнĕн. Ачасăр мăшăр калчасăр тыр-пул пекех-çке... Çав вăхăтрах вăхăтĕнче район центрĕ шутланнă ялта вара пĕлтĕр 12 çын вилнĕ. Шанас килет, хĕрлĕ тĕслĕ килти кайăк кăçал çак çитменлĕхе пĕтерме çине тăрсах пулăшĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 января 2017
15:46
Поделиться