Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тăрăшаканăн хисепĕ пысăк

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ахрăмĕ çуллен инçете юлса пырать пулсан та çав йывăр вăхăтра çитĕннĕ ачасен асĕнчен вăл ниепле те тухмасть. Нушаллă, выçăллă-тутăллă пурнăç чун варринех кĕрсе вырнаçнă пуль çав... Тутар Сăкăтĕнче 1935 çулта кун çути курнă Г. Салихов та тертлĕ çулсене йывăрпа аса илчĕ.

Гиниятулла Сеитгереевич йышлă çемьере çуралса ỹснĕ. Пиллĕкĕн пĕр тăван пулнă вĕсем: виçĕ ывăл та икĕ хĕр. Вăл вара ачасенчен _ виççĕмĕш. Хаяр вăрçă вĕсен çемйинче те йĕр хăварнă, ашшĕсĕр тăрса юлнă. Амăшĕ пепкисене пĕчченех ура çине тăратнă.

_ Аттене 1941 çулта салтака кайма ят тухрĕ. Ăна ун чухне ял-йышпах ăсатса ятăмăр, анчах темшĕн каялла ячĕç. 1942 çулта тепĕр хут повестка пачĕç. Çавăн чухне аттене юлашки хут курса юлтăмăр. Унăн сăнĕ паян та куç умĕнчех тăрать, _ тесе пуçларĕ калаçăвне вăрçă ачи.

Çапăçусем пынă çĕрти пек çĕр çунман, пуç çийĕн пульăсем вĕçмен, çывăхра гранатăсем çурăлман пулсан та çăмăлах килмен лăпкă вырăнта пурăнакансене те. Ватти-вĕтти çĕнтерĕве çывхартас тесе тăрăшнă. Гиниятулла Сеитгереевич та аслисемпе пĕрле хирте ĕçленĕ. Сивĕ хĕл кунĕсенче пỹртне хутса ăшăтас тесе вăрмана вут-шанкă пуçтарма кайнă. Аслă аппăшĕ кĕçĕннисемпе ларнă чухне амăшĕпе пасара юр-вар сутма çỹренĕ. Çулла кăшт пушансанах ĕнине хĕл каçарма утă хатĕрлеме тăрăшнă. "Мĕнле йывăр пулсан та ĕнене ан сут", _ тесе çырнăччĕ пĕр çырăвĕнче атте. Анне ун сăмахĕнчен иртмерĕ. Хамăр та пысăк выльăха çуркунне кăшт курăк тапса тухсанах хире илсе каяттăмăр", _ аса илчĕ ĕç ветеранĕ.

Тутар Сăкăтĕнчи шкулта 7 класс пĕтернĕ хыççăн Г. Салихов колхоза ĕçлеме вырнаçать. Вăй хунă хушăрах аллине аттестат илес тĕллевпе каçхи пĕлỹ çуртĕнче ăс пухать.

Тăрăшуллă çамрăка салтака кайса килнĕ хыççăн "Алга" хуçалăх Канаша механизатора вĕренме ярать. Унтан вăл тỹрех ытти çамрăксемпе пĕрле Казахстана, целинана тухса каять. Çĕнĕ çĕр уçнă çĕрте тракторпа çын алли тĕкĕнмен çарансене сухаланă. Вырмара комбайнпа ăнса пулнă тухăçа пухса кĕртнĕ. Инçетре виçĕ çул вăй хунă хыççăн каяллах тăван ялне таврăннă. Кунта та ăна хурçă "ут" шанса панă. Ĕçе ячĕшĕн тума хăнăхман Гиниятулла Сеитгереевич çуркунне хĕвелпе пĕрле тăрса паркалла утнă, хирсене вăхăтра акса-лартса хăварма васканă. Вăрçă вăхăтĕнчи выçăллă-тутăллă пурнăç хыççăн кашнин сĕтелĕ çинче çăкăр пултăр тесе ырми-канми тăрăшнă. Хуçалăхра вăй хунипе пĕрлех хăй çуралса ỹснĕ çурта та çĕнетнĕ. Тĕп çуртра вучах ан сỹнтĕр тесе çемье çавăрнă.

Каярах Гиниятулла Сеитгереевич трактор бригадин бригадирĕнче, механикре, мастерской заведующийĕнче ĕçленĕ. Хăйне шаннă тивĕçе яланах тỹрĕ кăмăлпа тата чунтан пурнăçланăшăн 1971 çулта Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне илнĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ хисепе тивĕçнĕ.

О. ПАВЛОВА.

Çынпа çыннăн тĕлĕ пур, ĕçпе ĕçĕн йĕрки пур

Ĕç ăнсан, пурте ăнать

(Ваттисен сăмахĕсем)



"Авангард" (газета Батыревского района)
10 января 2017
10:37
Поделиться