Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Интереслĕ тĕл пулу

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти тăххăрмĕш класра вĕренекенсем чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕпе Л. Сорокинăпа тĕл пулу ирттерчĕç. Ачасем ăна халиччен вĕрентекен пек пĕлнĕ. Ку хутĕнче Людмила Александровнан çыравçă таланчĕ уçăлчĕ. Малтанах вăл хăйĕн биографийĕпе паллаштарчĕ. Пичетре кун çути курнă сăввисене вуларĕ, кĕнекисемпе паллаштарчĕ. Сăввисем пурин кăмăлне те кайрĕç. Хăш- пĕрне ачасем чăвашла тата вырăсла вуласа пачĕç. П

атăрьел тăрăхĕ поэтсемпе, писательсемпе пуян. Ачасем валли кăмăллă хайлавсем çыраканнисенчен пĕри _ Л. Сорокина. Людмила Александровна çитĕнекен ăрăва сăпайлă, ĕçчен, ырă кăмăллă пулма вĕрентет.

Е. МАТРОСОВА, Ю. ТИНЮКОВА, вĕрентекенсем



"Авангард" (газета Батыревского района)
10 января 2017
10:35
Поделиться