Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Ăс-хакăл хăвачĕ: интервьюсем"

Патăрьелĕнчи тĕп вулавăша ентеш-писательсем хăйсен çĕнĕ кĕнекисемпе савăнтарсах тăраççĕ. Хальхинче Çĕнĕ Ахпỹрт ялĕнче çуралса ỹснĕ Людмила Сачкова писатель районти тĕп библиотекăна чăваш тĕнчин чăн ăслăлăх тỹпемĕн ăсчахĕсен пултару тĕнчипе кĕскен паллашмашкăн "Ăс-хакăл хăвачĕ: интервьюсем" кĕнеке парнелерĕ.

Кĕнекере - Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче ĕçленĕ тата халĕ вăй хуракан чăваш ăсчахĕсен еткерлĕхĕпе кун-çулĕ çинчен йĕркеленĕ хайлавсем - пурĕ 47 интервью. Унта вĕсен пултарулăх никĕсĕ епле çĕкленнипе, хавхалану тапхăрĕсемпе паллашма кăсăклă пулĕ. Интервью паракансен шутĕнче хамăр ентеш, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институт директорĕ, чĕлхеçĕ, ученăй, юрист Ю. Н. Исаев, литературовед, критик, педагог Ю. М. Артемьев, литературовед, публицист, поэт, общество деятелĕ, таврапĕлỹçĕ В. П. Станьял, искусствовед, ăсчах А. А. Трофимов, историк-археолог В. Г. Харитонова, чăваш тата араб чĕлхисен тĕпчевçи, общество тата патшалăх тытăмĕн ĕçченĕ, литература критикĕ, публицист А. П. Хусанкай тата ыттисем те пур. Малашлăха йыхравлакан çĕнĕлĕхсем Прометей вучĕ пек пархатарлă та сăваплă. Çавăн пирки тĕплĕ те анлă калаçу пырать кĕнекере.

Страницисенче ăсчахăмăрсен сăнарĕсем тĕрлĕ енлĕн тухса тăраççĕ: ăслăлăхри çитĕнĕвĕсемпе, мухтавлă йăх-тыма- рĕпе, чунри чи вăрттăн шухăш-ĕмĕчĕсемпе, экспедицисенче пулса иртнĕ кулăшла, асра юлмалли самантсемпе. Кĕнекери материала Л. Н.Сачкова ентешпе ăслăлăх çыруçи, чĕлхеçĕ Л. П. Петров пухса хатĕрленĕ.

Хисеплĕ район çыннисем тата вулавăша çỹрекенсем! Сире çак кĕнекене тытса вулама, хамăр республикăри паллă çынсем çинчен тĕплĕнрех пĕлме пирĕн библиотекăна килме сĕнетпĕр. Сире валли пирĕн алăксем яланах уçă.

Н. РАКОВА



"Авангард" (газета Батыревского района)
25 ноября 2015
12:38
Поделиться